Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чӗнсе (тĕпĕ: чӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ чӗнсе илӗп сана.

Я тебя тогда покличу.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Ҫук, ырра мар-ха, тем ӑш та вырӑнта мар», — текелесе Лариса Павлик ывӑлне чӗнсе тухрӗ.

Помоги переводом

Амур // Любовь Мартьянова. Тантӑш, 2015.12.10, 50(4464)№

Демка Нагульнова аяккарах чӗнсе илчӗ, аллинчен ярса тытрӗ.

Демка отозвал Нагульнова в сторону, схватил его руку:

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл хӑйне шыв ӗҫтерме тата хӑй патне Нагульнова чӗнсе тухма ыйтрӗ.

Он попросил напиться и позвать к нему Нагульнова.

8-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл хӑй кӗрӗкӗн вӑрӑм аркисемпе чӑлханса ӳкрӗ те, пулӑшма чӗнсе, тискеррӗн ҫухӑрса ячӗ:

Он, как назло, запутался в чрезмерно длинных полах своей шубы, упал, дико взывая:

8-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӑй ҫине пур енчен те ҫынсем пӑхнине курсан, вӑл аванмарланчӗ, ним калама аптрарӗ, Давыдова аяк-карах чӗнсе илчӗ.

Он нехорошо смутился под перекрестными взглядами, отозвал Давыдова в сторону.

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Эпӗ юриех чӗнсе килтӗм вӗт сана!…

— Нарочно тебя покликала!..

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тӗттӗм пулас умӗн хӗрарӑм ҫакна пӳрте чӗнсе кӗртрӗ, йӑпӑр-япӑрах сӗтел ҫине апат хатӗрлесе хучӗ, чашӑкпала хӑяр-кӑшман яшки лартрӗ, Андрей чӗрҫийӗ ҫине тӗрлесе эрешленӗ тап-таса алшӑлли пырса витрӗ, хӑй, шӑмми шӗвӗрӗлсе тӑракан пит-ҫӑмартине алтупанӗпе тӗревлесе, ӑна хирӗҫ ларчӗ.

Перед сумерками она позвала его в хату, расторопно накрыла стол, поставила чашку с борщом, кинула на колени Андрею расшитый чистый рушник, сама села напротив, подперев остроскулую щеку ладонью.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Мана — чӑпӑрккапа… йӗкӗтсене анкартине чӗнсе кӑларчӗ.

Меня — плетью… ребят на гумно скликал.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Халӑх хушшинчен суйланӑ ҫынсене патша чӗнсе илтӗр те ӗҫсене чиновниксемпе мар, ҫав ҫынсемпе пӗрле канашласа туса тӑтӑр, тесе ыйтнӑччӗ.

— Просили, чтобы царь выборных позвал от народа и с ними правил делами, а не с чиновниками.

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Халӗ, Челкаш: кордонсем! — тесе пӑшӑлтатсан, Гаврила кӑртах ҫӳҫенсе илчӗ: чун-чӗри витӗр ҫивӗч, ҫунтаракан шухӑш чупса иртрӗ, иртрӗ те хытарса карӑнтарнӑ нервисене сӗртӗнчӗ — Гаврила кӑшкӑрасшӑн, хӑйне пулӑшма ҫынсене чӗнсе илесшӗн пулчӗ…

Теперь, когда Челкаш шепнул «кордоны!», Гаврила дрогнул: острая, жгучая мысль прошла сквозь него, прошла и задела по туго натянутым нервам, — он хотел крикнуть, позвать людей на помощь к себе…

II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Кӑшт тӑхтасан, улпут патне чӗнсе илеҫҫӗ ӑна.

Немного погодя его позвали к господам.

Лашалла хушамат // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 56–62 стр.

Экскаваторне Канаш хулинчен чӗнсе илни ҫинчен пӗлтерчӗ ял старости.

Деревеньский староста сказал, что экскаватор пригласили из Канаша.

Хӑтлӑ ҫул — ял илемӗ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.10.18

Хӑйне ҫӗр виҫме тесе чӗнсе янӑ усадьбӑна ҫитме лашапа каяс-тӑк, тата вӑтӑр-хӗрӗх ҫухрӑм юлнӑ.

До усадьбы, куда он был вызван для межевания, оставалось еще проехать на лошадях верст тридцать—сорок.

Ҫул ҫинче // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 3–10 стр.

Кашниех вӗсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ, шкул ачисене чӑвашла кӗнекесем нумай вулама чӗнсе каларӗҫ.

Помоги переводом

Ыр ҫын хыҫҫӑн пин ҫын утать // Э. Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2019.10.18

Катерина шӑппӑн-шӑппӑн ун патне утса пычӗ, ачана хӑй патне чӗнсе илчӗ.

Катерина неслышно подошла сзади и привлекла мальчика к себе.

40-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Санька пӗр самантлӑха чарӑнса тӑчӗ, Степана аяккинелле чӗнсе илчӗ те:

Санька немного задержался и отвел Степу в сторону:

35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл Машӑна чӗнсе илчӗ те юлташне хирӗҫ чупрӗ.

Он позвал Машу, и они побежали ему навстречу.

35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Катерина, ывӑлне йӑпатса, хӑй патне чӗнсе илсе ҫапла ыйтрӗ:

Катерина поманила сына к себе и тихо спросила:

34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Кӑмака умӗнче сирӗн нимӗн ӗҫ те ҫук», терӗ те вӑл ачасене, тухтӑра чӗнсе килме хушрӗ, хай Машӑпа пӗрле ӗҫе тытӑнчӗ.

Резонно заявила, что мальчишкам у печки делать нечего, отправила их за доктором, а сама с Машей занялась хозяйством.

34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней