Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Вӑт ухмах!» — Аниҫҫе упӑшкине ҫиленме пӗлмен, халӗ вара ҫиленме пачах та вӑхӑт ҫук: пӳрте пӗр самантрах ҫынсем кӗрсе тулчӗҫ.
21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ун куҫӗсем ӑнсӑртран кирек мӗн ҫинче чарӑнсан та, пурте пӗр самантрах ӗлӗкхине аса илтереҫҫӗ, ӗнер ҫеҫ шавланӑ пек туйӑнакан пурнӑҫ куҫ умне чӗррӗн тухса тӑрать.
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Тин ҫеҫ Коробин пит-куҫне йӑвашлатса тӑракан каҫаруллӑ кулӑ пӗр самантрах ҫухалчӗ.Снисходительная улыбка, за минуту до этого смягчившая лицо Коровина, мгновенно сползла.
15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ксени хӑраса, мӗн пулнине ӑнланаймасӑр хыҫалалла ҫаврӑнчӗ, ҫав самантрах Аникей Лузгин шӑнӑр туртса хутлатнӑ пек аллисемпе сӗтеле катӑртаттарса хырнине курчӗ.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хӑйне никам та йӳпсӗнменнине кура Гневышева хӗсӗнкелесе трибунӑ патнелле тухма пуҫларӗ, залра самантрах шӑпланчӗҫ.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вара пӗр самантрах ҫынсен хаваслӑхӗ пӗтсе ларчӗ, куҫсем сӳнчӗҫ, шӑп пулса тӑчӗ, питӗ кичем ӗҫ тума тытӑннӑ пек, доклад пачах та кирлӗ пулман пек, часах пурин те пит-куҫӗ хытса ларчӗҫ.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ун ҫумне Ырхан Сыроваткин кладовщик тӗршӗннӗ, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе вӑл хисеплӗ те мӑн кӑмӑллӑ курӑнма тӑрӑшать, анчах ӑна кунта пурте питӗ лайӑх пӗлнӗ: Лузгин ҫӑварне уҫсанах, хуть те анасласа ҫеҫ илтӗр Сыроваткин самантрах улшӑнать те хӑлхисене чанк тӑратать.
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пысӑккисен пек тӳсӗмлӗх ҫукскер, унӑн пит-куҫӗ, ачанни пек, вӑл ҫак вӑхӑтра мӗнпе интересленнине пӗр самантрах кӑтартать.
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хыҫалти пӳлӗмре ура сассисем илтӗннӗ, амӑшӗ куҫӗсене аллипе сӑтӑркаланӑ та самантрах улшӑнса ларнӑ — ун пит-куҫӗ мӗскӗн те йӑпӑлтин курӑннӑ, вӑл, Костя ҫине пӑхмасӑр, хӑйне илтчӗр тесе, юриех хыттӑн каланӑ:
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Халех, ҫак самантрах мӗн те пулин тумалла, атту кая юлатӑп!Надо сейчас же, сию минуту па что-то решиться, а то будет уже поздно!
25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Нюшкӑ пӗр самантрах йӑлт улшӑнчӗ, тутисем ҫинчи кулли ҫухалчӗ, куҫӗсем тӗтреленнӗ пек пулчӗҫ.Нюшка мгновенно преобразилась, улыбка пропала с ее губ, глаза как бы затуманились.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Нюшкӑ, шӑршланӑ пек, сӑмсине нӑш-нӑш туртса илчӗ, ун ыйхи пичӗ ҫинчен самантрах ҫухалчӗ, аскӑн куҫӗсенче асамлӑ хӗлхемсем ялкӑшса кайрӗҫ.
11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Йӗри-тавралла ним ӑнланмасӑр пӑхкаласа, вӑл япалисене урапа айӗнче шырасшӑнччӗ, анчах шӑп ҫав тӗле килсе тухнӑ батарейӑри ездовойсемпе лавҫӑсем, утсем ҫинчен анса, урапана ун ҫине купаласа тултарнӑ арчасемпе пӗрле ним шеллесе тӑмасӑр тӳнтерсе ячӗҫ, тупӑсене иртме пӗр самантрах ҫул хатӗрлерӗҫ.
LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫапах та вӑл Иван Алексеевичӑн туртӑнса илнӗ пичӗ самантрах тӳрлетмелле мар хӑрушла улшӑннине, вӑл, питӗ ҫӳлтен шыва сикме хатӗрленнӗ евӗр, аллисене сарса хутлатнине хӗсӗннӗ куҫ хушӑкӗсенчен лайӑххӑнах курчӗ.
LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унӑн ҫара пуҫӗ ҫине лаша ҫӑварӗнчен юхса аннӑ ӑшӑ кӑпӑк ҫыххи татӑлса анчӗ; ҫав самантрах вара, таҫта ытла та ҫывӑхра, ун пуҫӗ тӗлӗнчерех, темле арҫын, кӗскен те хӑрушшӑн ӳлесе, хаяррӑн кӑшкӑрса янӑ сасӑ илтӗнсе кайрӗ:
LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫав самантрах тахӑшӗ ӑна, хыҫалтан пырса, пуҫран вӑйлӑн туртса ҫапрӗ.
LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Прохор Зыков самантрах сиктерсе ҫитрӗ, анчах Григорин этем сӑнӗ те юлманнине курчӗ те хӑраса кайнипе аллине те карттус сӑмси патне тытрӗ:
LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унтан вӑл ӳпӗнсе кайнӑ сӗтеле самантрах ури ҫине тӑратса лартрӗ.
XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Штокман ҫав самантрах унта ыткӑнчӗ.
XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫав самантрах вара хаваслӑн та ҫинҫен янӑраса кайнӑ иккӗмӗш сасӑ, мӗкӗрнӗ пек хулӑнӑн тухакан баса хупласа, кайӑк пек ухӑнса хӑпарчӗ, савӑнӑҫлӑн, ҫӗкленӳллӗн шӑранма тытӑнчӗ:
XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.