Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

куҫса (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вырӑнтан вырӑна куҫаракан лампӑсен ҫутти пӗр тӗкӗр ҫинчен тепӗр тӗкӗр ҫине куҫса ҫӳрет.

Свет переставляемых ламп переходил из зеркала в зеркало.

X. Килте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫак илемлӗ кӑн-кӑвак тӳпере ҫӳрекен шурӑ ҫилхеллӗ пӗлӗтсен тӗнчинче, унта та кунта лаша пуҫӗ шӑммисем, вӑкӑр мӑйракисем курӑнакан, курӑкпа витӗннӗ тӗмескесем урлӑ хумханса куҫса ҫӳрекен кӗрен мӗлкесем хушшинче, ку тӗнчене пӗтӗмпех этем телейӗшӗн, унӑн хавасӗшӗн тунӑ пулнӑ пулсан та, — ҫав тӗнчере ӗҫсем пур енчен те лайӑх пымаҫҫӗ иккен.

Очевидно, в этом чудесном мире густого синего неба, покрытого дикими табунами белогривых облаков, в мире лиловых теней, волнисто бегущих с кургана на курган по степным травам, среди которых нет-нет да и мелькнет конский череп или воловьи рога, в мире, который был создан, казалось, исключительно для человеческой радости и счастья, — в этом мире не все обстояло благополучно.

III. Ҫеҫенхирте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Куҫса пыракан лента хирӗҫ ҫӗкленетчӗ.

Движущаяся лента поднималась навстречу.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эсӗ Катьӑпа Энск хулине куҫса кайрӑн, — куратӑн-и, эпӗ пурне те, ху тахҫан маннине те, пӗлсе тӑратӑп вӗт.

Ты поехал с Катей в Энск… Видишь, я знаю всё и даже то, что ты давно забыл.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кабинӑран пассажирсен пӳлӗмне кӑна куҫса лартӑн ӗнтӗ эсӗ.

Из кабины ты перешёл в помещение для пассажиров.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кунта театрта та пултӑм эпӗ — Ленинградри оперӑпа балет театрӗ М-ов хулине куҫса килнӗ.

Я был в театре — Ленинградский театр оперы и балета был эвакуирован в М-ов, — 

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ Ладога кӳлли ҫийӗн вӗҫетӗп, тата темиҫе кунтан ҫавӑн тӑрӑх Ленинград ҫыннисене лартнӑ машинӑсем «Пысӑк ҫӗр ҫине» куҫса кайӗҫ, Ленинградалла ҫӑкӑр та ҫӑнӑх турттарӗҫ.

Я лечу над Ладожским озером, по которому через несколько дней пройдут первые машины с ленинградцами на Большую землю, с хлебом и мукой — в Ленинград.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Васкавлӑн куҫса кайрӗҫ, кушакӗ ҫухалса юлнӑ, пӗр-пӗччен, хуҫасӑр.

— Они эвакуировались, а он потерялся было, а после пришел, остался бездомный.

24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Трамвай ҫинчен метрона е троллейбус ҫине мӗнле куҫса ларма пулать.

Разрешалась пересадка на метро и троллейбус.

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Эпир кунта куҫса килнӗ, эвакуаци.

Мы сюда эвакуировались.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫаврӑнса пӑхрӑм та, Жмырев ман ҫуммах куҫса ларнӑ, йӑпӑлтатса кулкалать.

Жмырев уже сидел на моей скамье, заискивающе улыбаясь.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ нимӗн чӗнмесӗр юнашар сак ҫине куҫса лартӑм.

Я молча встала и отсела от него на противоположную скамью.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Республика территорине чӑваш-пӑлхарсем Атӑл леш енчен ҫеҫ мар, Самар-Саратов ҫеҫен хирӗсенчен те куҫса килнине пӗлтерет.

Помоги переводом

Ишек // Наг ТУРАН. Самант, 2013, 11№

Саня В. профессорпа та курнӑҫнӑ, вӑл хайхи «Св. Мария» куҫса пынӑ май утрав тупаканни, В. Саньӑпа питӗ ыррӑн калаҫнӑ, Саня ҫак илемлӗ те пысӑк Ленинградра, ҫак хулара летчиксен шкулӗнче вӗреннӗрен вара юратса тӑрать — Заполярьери шӑплӑх хыҫҫӑн — Ленинград!

Он виделся с профессором В., тем самым, который открыл остров на основании дрейфа «Св. Марии», и В. отнёсся к нему превосходно, Саня был в Ленинграде, прекрасном огромном городе, который он любил ещё со времени лётной школы, — в Ленинграде после тишины Заполярья!

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл ҫӗр, чӑн та, пысӑк мар, Арктикӑри типӗ ҫӗр татӑкӗ ҫеҫ, юхса ҫӳрекен пӑрсем хушшинче аташса кайнӑ салху ҫӗр кӑна ҫапах та Совет Арктикин картти ҫинчи тепӗр «шурӑ пӑнчӑ» хуралчӗ-ха, вӑл ӗҫе тумашкӑн «Св. Мария» куҫса пынин картти пулӑшрӗ.

Правда, это оказалась не бог весть какая земля, а всего только клочок арктической суши, затерянной среди ползучих льдов и представлявшей собою крайне унылую картину, но, как бы то ни было, ещё одно «белое пятно» было стёрто с карты Советской Арктики, и это было сделано с помощью карты дрейфа «Св. Марии».

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗҫӗ акӑ мӗнле тӑрать иккен-ха: «Св. Мария» 1912-мӗш ҫулхи октябрьтен пуҫласа 1914-мӗш ҫулхи апреле ҫитиччен тинӗсре епле куҫса пынине карттӑ тӑрӑх сӑнаса пӑхнӑ май, В. профессор ҫав широтара 64° долготара халиччен этеме паллӑ пулман ҫӗр пур тесе шухӑшлать.

Дело в том, что, изучив карту дрейфа «Св. Марии» с октября 1912 по апрель 1914 года, профессор В. высказал предположение, что на широте 78°02′ и долготе 64° должна находиться ещё неизвестная земля.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вальӑпа Кира иккӗшӗ те мансӑр вӗсен килйышлӑ пурнӑҫӗ ӑнӑҫас ҫук терӗҫ те, Александра Дмитриевна та хама вӑрттӑн чӗнсе илсе: халӗ ӗнтӗ эпӗ те каятӑп, терӗ, мӗншӗн тесен эпӗ кунта «мӗнле пулсан та ҫав кӗмӗл тӗслӗ тилӗсене пӳлсе тӑраканни» пулнӑ имӗш, Валя ӑна мансӑр йӑлтах пӗтерет ӗнтӗ терӗ, эпӗ ҫапах кунта юлма килӗшмерӗм, хваттер илсенех куҫса кайрӑм.

Хотя Валя с Кирой в один голос заявили, что без меня из семейной жизни у них ничего не выйдет, а Александра Дмитриевна добавила, отведя меня в сторону, что теперь и она уйдёт, потому что я была «всё-таки каким-то громоотводом для чёрно-бурых лисиц» и без меня Валя заговорит её до смерти, я всё же решила не оставаться и, получив комнату, сразу же переехала.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир кайса ҫырӑнас терӗмӗр, вӑл кунтан куҫса каясшӑн, ӗҫӗ те ҫав кӑна.

Мы решили записаться, а он не хочет переезжать, вот и всё.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тепӗр хут вӗсем алӑ тытрӗҫ те хулана таврӑнма вӗсен «Лебедин» ҫине куҫса лармалла пулчӗ.

Ещё одно крепкое рукопожатие, ещё одно объятие — и нужно переходить на «Лебедин», чтобы возвращаться в город.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах ак Катя Сивцев-Вражека куҫса килчӗ те — ҫавӑнтан вара вӑл тӗлӗнмелле улшӑнса тӑчӗ.

Но вот Катя переехала на Сивцев–Вражек — и с тех пор он удивительно переменился.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней