Поиск
Шырав ĕçĕ:
8. Эй Ҫӳлхуҫамӑр, эхер те ют ҫӗрсене куҫса кайса пурӑннӑ чухне пирӗн пурӑнӑҫӑмӑр усаллӑхпа тулчӗ пулсассӑн, пире тӑшман аллинчен хӑтарса Хӑвна кирлӗ пек вилӗмпе пӗтер пире — 9. Санӑн савнӑ ҫыннусем пӗтнишӗн тӗшмӗшлӗ ҫынсем «вӗсене хӑйсен Турри ҫӑлаймарӗ» тесе хӑйсенӗн ниме тӑман йӗрӗхӗсене ан мухтаччӑр.
3 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫапӑҫу хаяр пулнӑ, Иудӑпа пӗрле пулнисем Турӑ пулӑшнипе ҫӗнтерсессӗн, ҫухату тӳснӗ куҫса ҫӳрекен арабсем Иудӑна килӗшӳ тума ыйтнӑ, вӗсене выльӑх-чӗрлӗх парса тӑма тата ытти енӗпе усӑ кӳме пулнӑ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
53. Хӑйӗн Иоанн ывӑлӗ ҫитӗнсе ҫитсен, Симон ӑна мӗнпур ҫар пуҫлӑхӗ туса лартнӑ та хӑй Газара хулине куҫса кайнӑ.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эй Шафир хулин хӗрӗ-арӑмӗ, сире намӑсла ҫарамаслантарнӑ, ӗнтӗ урӑх вырӑна куҫса кайӑр; Цаанра пурӑнакансем те тухса тараймӗҫ; Ецель ялӗнче йӗреҫҫӗ — унта сире хӳтлӗх памӗҫ.
Мих 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Манӑн Туррӑм вӗсене йышӑнмӗ, мӗншӗн тесен вӗсем Ӑна итлемерӗҫ — ӗнтӗ вӗсем халӑхсем хушшинче пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫса ҫӳрӗҫ.17. Отвергнет их Бог мой, потому что они не послушались Его, и будут скитальцами между народами.
Ос 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Эпир куҫса кайни вуниккӗмӗш ҫул ҫине кайсассӑн, вуннӑмӗш уйӑхра, уйӑхӑн пиллӗкӗмӗш кунӗнче, ман патӑма хӑтӑлса юлнӑ ҫынсенчен пӗри Иерусалимран килчӗ те каларӗ: «хулана ҫӗмӗрсе тӑкрӗҫ!» терӗ.
Иез 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Анчах та вӗсем хӑйсен мӗнпур ирсӗр ӗҫӗ ҫинчен хӑйсем куҫса каякан вырӑнта пурӑнакан халӑхсене каласа паччӑр тесе, Эпӗ вӗсен пӗчӗк пайне хӗҫрен, выҫлӑхран, хӗн-сурантан сыхласа хӑварӑп; Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ вара, тесе калать те.
Иез 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Кала: эпӗ — сире астутаракан паллӑ; эпӗ мӗн тӑватӑп, вӗсене ҫавӑн пек пулать — вӗсем куҫса кайӗҫ, тыткӑна лекме тивӗ.11. Скажи: я знамение для вас; что делаю я, то будет с ними, - в переселение, в плен пойдут они.
Иез 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эпӗ вара хама мӗн каланӑ пек турӑм; япаламсене — куҫса каякан ҫынна кирлӗ япаласене — кӑнтӑрла илсе тухса хутӑм, ҫӗрле, хӳмене аллӑмпа ҫӗмӗрсе, хам валли хушӑк турӑм та, ҫӗклеме сӗм тӗттӗмре йӑтса тухса, ӑна вӗсен куҫӗ умӗнче хулпуҫҫийӗм ҫине ҫӗклесе хутӑм.
Иез 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эсӗ вара, этем ывӑлӗ, куҫса кайма хатӗрлен, мӗн кирлине ил, кун ҫутинче, вӗсен куҫӗ умӗнче куҫса тух, вӗсен куҫӗ умӗнче хӑвӑн вырӑнунтан тепӗр вырӑна куҫ; вӗсем — пӑлханакан халӑх пулин те — тен, ӑнланса илӗҫ; 4. япалусене те, куҫса кайнӑ чухне кирлӗ япаласене, кӑнтӑрла, вӗсен куҫӗ умӗнче илсе тухса хур, ху вара — куҫса каймашкӑн тухнӑ пек — каҫпа, вӗсен куҫӗ умӗнче тух.
Иез 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Хӗн-асап ҫитнӗрен, йывӑр чуралӑха кӗрсе ӳкнӗрен Иуда куҫса кайрӗ, суя тӗнлисем хушшине вырӑнаҫрӗ — канӑҫ тупаймарӗ; хӑвалаканнисем ӑна хӗсӗк ҫӗрте хӑваласа ҫитрӗҫ.
Хӳх 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Манӑн халӑхӑм аташса кайнӑ сурӑхсем пекехчӗ; кӗтӳҫисем вӗсене ҫултан пӑрса ячӗҫ, вӗсене тусем тӑрӑх салатса ячӗҫ; вӗсем унта ту ҫинчен сӑрт ҫине куҫса ҫӳреҫҫӗ, хӑйсен тапӑрне манса кайрӗҫ.
Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эй Египет хӗрӗ, куҫса каймашкӑн мӗн кирлине хатӗрле: ӗнтӗ Нофа тустарса-ҫаратса тухӗҫ, пӗр ҫынсӑр тӑратса хӑварӗҫ.
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫак ҫӗр ҫине Вавилон патши Навуходоносор килсе кӗрсессӗн, эпир: «халдейсен ҫарӗнчен, арамейсен ҫарӗнчен Иерусалима куҫса каяр» терӗмӗр, халӗ акӑ Иерусалимра пурӑнатпӑр.
Иер 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Анчах вӗсем ҫапла каларӗҫ: эпир эрех ӗҫместпӗр; Рехав ывӑлӗ Ионадав, пирӗн аттемӗр, пире: «эсир хӑвӑр та, сирӗн ачӑрсем те ӗмӗрне те эрех ан ӗҫӗр; 7. ҫурт та ан лартӑр, вӑрлӑх та ан акӑр, иҫӗм пахчисем те ан ӗрчетӗр, вӗсем ан пулччӑр сирӗн, ӗмӗрӗр тӑршшӗпех чатӑрта пурӑнӑр, ҫапла сирӗн хӑвӑр куҫса ҫӳрекен ҫӗр ҫинче нумай вӑхӑт пурӑнмалла пултӑр» тесе хушса хӑварнӑ.
Иер 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эсир вара, ют ҫӗре куҫса кайнисем, Эпӗ Иерусалимран Вавилона янисем, пурте Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр: 21. Ман ятӑмпа пророкла калаҫакансене, суя вӗрентсе ҫӳрекен Колия ывӑлӗ Ахав пирки тата Маасея ывӑлӗ Седекия пирки Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Эпӗ вӗсене Вавилон патшийӗн Навуходоносорӑн аллине парӑп та, вӑл вӗсене сирӗн куҫӑр умӗнчех вӗлерсе пӑрахӗ.
Иер 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 5. Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Иудейӑран куҫса кайнисем, ҫак вырӑнтан Халдея ҫӗрне Эпӗ Хам куҫарнӑ ҫынсем, Маншӑн ҫак лайӑх ҫырла пек лайӑх пулӗҫ; 6. вӗсене ырӑлӑх парса, Эпӗ вӗсен енне ҫаврӑнса пӑхӑп, вӗсене ҫак ҫӗр ҫине каялла илсе килӗп, вӗсене тӗреклӗлетӗп — пӗтермӗп, вырӑнаҫтарса лартӑп — кӑкламӑп; 7. Эпӗ вӗсене Ҫӳлхуҫана пӗлме пултаракан чӗре парӑп, вӗсем вара Манӑн халӑхӑм пулӗҫ, Эпӗ вӗсенӗн Турри пулӑп: ӗнтӗ вӗсем пӗтӗм чӗрипе Ман енне ҫаврӑнӗҫ.
Иер 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ӑна Амон ывӑлӗ Иосия вунвиҫҫӗмӗш ҫул Иудея патшинче ларнӑ вӑхӑтра, 3. ҫавӑн пекех Иудея патшинче Иосия ывӑлӗ Иоаким ларнӑ вӑхӑтра тата Иудея патшине Иосия ывӑлӗ Седекия ларнӑранпа вунпӗрмӗш ҫул вӗҫлениччен, Иерусалим куҫса кайиччен пиллӗкӗмӗш уйӑхра, Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ.
Иер 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эй утрав ҫыннисем, кӑшкӑрсах макӑрӑр, Фарсиса куҫса кайӑр!
Ис 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Давидпа — Иуда йӑхӗнчи Иессей ывӑлӗпе — хывнӑ халал тӑрӑх, патша тивӗҫлӗхӗ ывӑлтан ывӑла куҫса пынӑ пек, священник тивӗҫлӗхӗ те Аарон йӑхне юлса пынӑ.
Сир 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.