Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

турӗ (тĕпĕ: тура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакна вӑл ирӗксӗр ҫӗртен, харпӑр хӑй пурнӑҫне сыхлас инстинкчӗ тӗртсе янипе турӗ; вара вӑл, кӗпӗрленсе утакан юлташӗсем хушшине хӗсӗннӗскер, кашни этемрех пурнӑҫ хӑвачӗ мӗнешкел вӑйлӑ та ҫирӗп пулнинчен тӗлӗнсе, Анна вилнӗренпе пӗрремӗш хут тутине ҫилӗллӗн пӗрӗнтерсе, кулса илчӗ.

Он невольно сделал это, подтолкнутый животным инстинктом самосохранения, и, стиснутый телами густо шагавших товарищей, в первый раз после смерти Анны сморщил губы нервной усмешкой, дивясь про себя тому, как живуче и цепко в каждом желание жить.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах Спиридонов ҫийӗнчех конвой уйӑрчӗ те, Подтелковпа пӗрле юлнӑ ҫынсене хупӑрласа илсе, ухтарса тухрӗ, перекличка турӗ.

Но сейчас же Спиридонов выделил конвой, окружил всех оставшихся с Подтелковым, обыскал, попробовал сделать перекличку.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тул ҫутӑлас умӗн ҫеҫ, пысӑк пуҫне сӗтел ҫине хурса, кӑштах тӗлӗрем пекки турӗ, анчах каҫ ӑна юнашар килтен килсе кӗнӗ Роберт Фрашенбрудер вӑратрӗ.

Перед рассветом чуть забылся сном, уронив на стол большую голову, но его сейчас же разбудил пришедший из соседнего двора Роберт Фрашенбрудер.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ҫи, Бунчук! — сӗнчӗҫ юлташӗсем; вара вӑл, янах шӑммине йывӑррӑн та ӳркевлӗн мӗкӗлтеттерсе, пӗр ҫӗре сӳрӗккӗн тирӗнсе пӑхса, ҫикеленӗ пек турӗ.

— Ешь, Бунчук! — предлагали товарищи, и он ел, тяжко и лениво двигая челюстями, тупо уставясь в одну точку.

XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫӳрерӗ утса, турӗ темскерсем, ҫывӑрчӗ, анчах пурте ҫаксем ӑс-пуҫа тӗтрелетсе минретекен ухмахла, тӗлӗкри пек ҫеҫ пулса иртрӗҫ.

Ходил, делал что-то, ел, спал, но все это словно в полусне, одуряющем и дурманном.

XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унччен вӑл нихҫан та атаманра ҫӳресе курман; хӑйне суйланӑ вӑхӑтра — хирӗҫлесе калаҫнӑ пек турӗ, хӑй ҫӑвӑн пек чыса тивӗҫлӗ марри тата хут сахал пӗлни ҫине ярса килӗшмесӗр туртӑшса тӑчӗ.

До этого он ни разу не ходил в атаманах; когда выбирали его — ломался, отказывался, ссылаясь на незаслуженность такой чести и на свою малограмотность.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ку унӑн пуҫӗнче майдана кайнӑ чух тӗвӗленсе пиҫрӗ; анчах кун пирки Григорие те, Христоньӑна та шарламарӗ; вӗсене темскер урӑххи канӑҫ паманнине уҫӑмсӑррӑн тавҫӑрса, халӗ вӗсемпе асӑрханарах калаҫма шут турӗ.

Решение это выспело в нем, пока шли к майдану, но ни Григорию, ни Христоне Иван Алексеевич не сказал о нем, смутно понимая, что они переживают что-то иное, и в глубине сознания уже опасаясь их.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук ӑна ыталаса чуп турӗ; унтан, пӗтӗм ӑс-тӑна пырса ҫапнӑ хӑрушӑ намӑса ниҫта шӑнӑҫтараймасӑр, чӑтма ҫук сехӗрленсе ӳксе, хӑй пултарайманнине сиссе илчӗ.

Бунчук целовал ее и с ужасом, с великим, захлестнувшим все его сознание, стыдом чувствовал, что он бессилен.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Палламан хӗрлӗ гвардеецсемпе казаксем ҫине вӑл сапаланчӑк куҫпа сӑнаса пӑхрӗ, хӑш-пӗрне ас турӗ, хӑйне вара нумайӑшсем палларӗҫ.

Растерянно присматривался он к лицам незнакомых красногвардейцев и казаков, некоторых узнавал, многие узнавали его.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук ӑна хыҫалтан кӑшкӑрса чӗнесшӗнччӗ, анчах сыв пуллашнӑ самантра хӗрӗн тӗтреленнӗ куҫӗсем нӳррӗн ҫуталса йӑлтӑртатнине ас турӗ те хӑйне хӑй ирӗксӗрлесех, юри хаваслананҫи пулса, кӑшкӑрса каларӗ:

Бунчуку хотелось окликнуть ее, но он заметил, прощаясь, в ее чуть косящем, затуманенном взгляде чрезмерный и влажный блеск; насилуя волю, крикнул с поддельной бодростью:

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кунтах ҫӗр каҫма ӳкӗтлерӗҫ пулин те, вӑл ӑна-кӑна пӑхмасӑр килне кайма шут турӗ.

Не глядя на упрашивания остаться ночевать, решил ехать.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пантелей Прокофьевич ҫаплах пӑтта хирсе ларчӗ: ӑна кашӑкӗпе сирсе варрине куҫ пекки турӗ те, йӑлтӑркка сарӑ ҫу ярса, ҫуллӑ пӑтта тирпейлӗн ӑса-ӑса хыпрӗ.

Пантелей Прокофьевич еще управлялся с кашей: плотно притолочив ее ложкой, он сделал посредине углубление (так называемый колодец), налил в него янтарное масло и аккуратно черпал ложкой пропитанную маслом кашу.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл ҫулталӑкӗ-ҫулталӑкӗпе таҫта ҫухалса ҫӳретӗр те — ӑна паллас пулать-и тата! — юриех сивлеккӗн каланҫи турӗ те Ильинична, Григорий кулкаласа ларнине курса, ӑшшӑн кулса илчӗ.

А то он, идей-то лытает по целому году, а его узнавай! — с поддельной суровостью вставила Ильинична и улыбнулась на улыбку Григория.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Амӑшӗ, Григорий пуҫне хӑй патне пӗшкӗртсе, ӑна ҫамкинчен чуп турӗ те, пирчесе кайнӑ аллипе питӗнчен ачашласа, кӑмӑлӗ ҫемҫелнипе тата хӗпӗртенипе макӑрса ячӗ.

Мать нагнула голову Григория, поцеловала его в лоб и, мимолетно гладя грубой рукой его лицо, заплакала от волнения и радости.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Григорий, йӑмӑкне ҫаврака хул пуҫҫийӗнчен ыталаса илсе, тутинчен, куҫӗнчен чуп турӗ, кӑштах чакса тӑчӗ те ун ҫине ытараймасӑр тӗлӗнсе пӑхрӗ:

Обнимая крутые, вызревшие плечи сестры, Григорий поцеловал ее в губы и глаза, сказал, отступая, дивясь:

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Аслӑ урама ҫитсен, Пантелей Прокофьевич утсене ерипентерех кӑшкӑрса сасӑ турӗ те, ҫуна хӗрринелле уртӑнса, чӑпӑрккине вылятса илчӗ.

На главной улице Пантелей Прокофьевич сдержанно крикнул на лошадей, — свешиваясь набок, поиграл махорчатым кнутом.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Кам фронтри салтаксене вӗлерес йӗрке турӗ?

— Кто на фронте ввел смертную казнь для солдат?

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Шурӑмпуҫ хӗрелсе киличчен амӑшӗ темиҫе хут ун патне пыра-пыра пӑхрӗ, утиялне, минтерне майласа тӳрлетрӗ, сарӑ ҫӳҫ пайӑркисем чалӑшшӑн усӑнса аннӑ пысӑк ҫамкинчен чуп турӗ, чӗрне вӗҫҫӗн утса кайса, вырӑнӗ ҫине кӗрсе выртрӗ.

До зари несколько раз подходила к нему мать, поправляла одеяло, подушку, целовала его большой лоб с приспущенной наискось русой прядью, неслышно уходила.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук ӑна, ҫӗре тӗшӗрӗлсе анма пуҫланӑскерне, чупса пырса тытрӗ те пӗркеленсе пӗтнӗ пӗчӗк питӗнчен, хӑраса ӳкнипе тата ӑсран кайса хӗпӗртенипе тӗксӗммӗн ҫуталса пӑхакан куҫӗсенчен чуп турӗ, куҫӗсене вӑйсӑррӑн та хӑвӑрт сиктерсе мӑчлаттарчӗ.

Бунчук подхватил ее уже падающую, целуя маленькое сморщенное лицо, потускневшие от испуга и безумной радости глаза, моргал беспомощно и часто.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Хӗрсене хурал тӑратӑп, — анасласа шӳт турӗ Никанор.

— Девчат сторожую, — зевая, ответил Никанор.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней