Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сулахай сăмах пирĕн базăра пур.
сулахай (тĕпĕ: сулахай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ман умма тирпӗйлӗн ҫӗкленчӗ, сулахай аллинче плащ.

Он встал передо мной, аккуратный, подтянутый, плащ на левой руке.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫамрӑккисем унта ытларах толстовка тӑхӑнаҫҫӗ, сулахай кӗсйисенче — автомат-ручка (ку вӑл хальтерех кӗнӗ ҫӗнӗ йӑла пулмалла), галифепе, урисенче атӑ мар.

Молодые джигиты носили толстовки, из верхних карманов которых торчали вечные ручки — это была в аулах, видимо, общая новая мода, — на юношах были галифе, но на ногах не сапоги.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ыйхӑ майӗн диван ҫине тӑрса ларчӗ вӑл, ман ҫине е сулахай, е сылтӑм куҫӗпе пӑхкаласа тӑчӗ.

Он сидел на диване сонный и смотрел на меня то правым, то левым глазом.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав хушӑра хӑй лара-тӑра пӗлмерӗ, аллипе хӑлаҫлана-хӑлаҫлана каларӗ, сулахай енчи мӑйӑхне аялалла пӗтӗрсе усасшӑн тӑрӑшрӗ, тем те хӑтланчӗ ӗнтӗ.

При этом он ни минуты не мог усидеть на месте — вставал, делал разные движения руками, хватал себя за левый ус и нервно тянул его вниз и так далее.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӳртӗм-ҫуртӑм тӑвӑртарах та, анчах сулахай алӑра хӑлха тӗлнелле пӗчӗк фонарь, сылтӑммипе кӗнеке тытсан, — вулама та пулать.

Тесноватый домик, но если в левой руке над ухом держать карманный фонарик, а в правой книжку, — можно читать!

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сулахай урана пуссан, самолет темшӗн чӗтресе кайрӗ, пире каллех аяккалла ывӑтса ячӗ, анчах эпӗ ҫав-ҫавах калле ҫаврӑнма тытӑнтӑм.

Самолёт почему-то затрясло, когда я дал левую ногу, и нас снова бросило в сторону, но я продолжал разворачиваться.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫил пире хӑваласа ҫитрӗ те малтан сулахай енчен, унтан умран, кайран, каллех сулахайран килсе ҫапрӗ, пире ҫав самантрах таҫта аяккинелле, каллех ҫил-тӑман ҫаврӑнса, юр ҫуса тӑракан ҫӗре илсе кайрӗ.

Ветер догнал нас и ударил сперва слева, потом в лоб, потом снова слева, так что нас сразу унесло куда-то в сторону, где тоже был туман и шёл снег.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та ҫак уйӑхӑн сулахай енчи ҫурри — ерипен-ерипен тӗксӗмленсе, сылтӑм енӗ ҫуталса пычӗ.

Но почему-то левая половина сегмента этой луны постепенно тускнела, а правая становилась резче.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мотортан ҫу тавраш сулахай енне юхса тухать.

Масло из мотора выбрасывается под левую плоскость.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хамӑр вӗреннӗ «У–1» самолетӑн сулахай енӗ ӗмӗрлӗхех манӑн асӑмра тӑрса юлать.

Навсегда, на всю жизнь я запоминаю левую плоскость самолёта «У-1», на котором мы учились.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Саньӑпа Даша инке пӗри — сылтӑм енче, тепри — сулахай енче манпа юнашарах вырӑн йышӑнса, ман ҫине кӑмӑллӑн пӑхса ларчӗҫ.

а Саня и тетя Даша сидели по правую и левую руку и смотрели на меня с такой любовью,

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сулахай енчи борт ҫинче хӗрлӗ ҫул хунарӗ ҫутӑлчӗ, вара, ӑна хирӗҫ ответ панӑ пек, тӗттӗмленсех те ҫитеймен пӗлӗтре, шӑп горизонт тӗлӗнче, малтан йӑваш, кайран — вӑйлӑрах та пикенерех пӗр хӗп-хӗрлӗ ҫӑлтӑр йӑмӑхма тапратрӗ.

На пароходе с левого борта зажгли красный ходовой фонарь, и, как бы в ответ, над горизонтом, в светлом еще небе, сперва слабо, а потом все сильнее и напряженней разгораясь, налилась звезда, алая, как кровинка.

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Сулахай енче — защитник.

По левую руку — защитник.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Расщепей майсӑр авӑнса ларнӑ, пӗр аллинчен мегафона ямасӑр, тепӗр аллипе сулахай аякне тем хыпашлать.

Расщепей как-то неловко согнулся и, не отпуская мегафона, свободной рукой хватался за левый бок.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ йӗркипе каласа патӑм, ҫав вӑхӑтрах сулахай питҫӑмартине шавах ун енне тытма тӑрӑшрӑм, мӗншӗн тесен, ҫынсем каланӑ тӑрӑх, эпӗ ҫав енчен лайӑхрах, теҫҫӗ.

Я послушно отвечала, стараясь все время повернуться к нему левой щекой, так как все говорили мне, что я с этой стороны лучше.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пугачев, хӑйӗн чее ултавлӑхпа мӑшкӑллӑха палӑртакан сулахай куҫне сайра хутран хӗскелесе, ман ҫине тинкерсе пӑхать.

Пугачев смотрел на меня пристально, изредка прищуривая левый глаз с удивительным выражением плутовства и насмешливости.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пӗрре мана тепле майпа казаксен станцинчи сулахай флангра пӗр икӗ эрне хушши пурӑнма тӳрӗ килчӗ; ҫавӑнтах пӗр батальон пехота та тӑратчӗ; офицерсем пӗр-пӗрин патне пухӑнатчӗҫ, каҫсерен картла вылятчӗҫ.

Мне как-то раз случилось прожить две недели в казачьей станице на левом фланге; тут же стоял батальон пехоты; офицеры собирались друг у друга поочередно, по вечерам играли в карты.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпӗ площадка кӗтессине тӑтӑм, ҫӑмӑл аманас-тӑвас пулсан, каялла кайса ӳкес мар тесе, сулахай урапа чул ҫине тӗрентӗм, пӑртак малалла ӳпӗнтӗм.

Я стал на углу площадки, крепко упершись левой ногою в камень и наклонясь немного наперед, чтобы в случае легкой раны не опрокинуться назад.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Виҫҫӗмӗш тӳми ҫумне йӗс вӑчӑра ҫаклатса янӑччӗ, ун ҫине икӗ хутлӑ лорнет ҫакнӑ; калама ҫук пысӑк эполечӗсене амур ҫунаттисем пек туса, ҫӳлелле тавӑрнӑ; атти чӗриклетет, сулахай аллине хӑмӑр лайковӑй перчеткипе карттусне тытнӑ, сылтӑмӗпе кӑтралатнӑ ҫӳҫ пайӑркине самантсерен тӳрлеткелесе илет.

К третьей пуговице пристегнута была бронзовая цепочка, на которой висел двойной лорнет; эполеты неимоверной величины были загнуты кверху в виде крылышек амура; сапоги его скрипели; в левой руке держал он коричневые лайковые перчатки и фуражку, а правою взбивал ежеминутно в мелкие кудри завитой хохол.

Июнӗн 5-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Калаҫнӑ чухне вӑл пуҫне хыҫаларах каҫӑртса тӑрать, сулахай аллипе минутсерен тенӗ пек мӑйӑхне пӗтӗркелесе илет, кун пек чухне вара вӑл сылтӑм аллипе туйи ҫине таянать.

Он закидывает голову назад, когда говорит, и поминутно крутит усы левой рукой, ибо правою опирается на костыль.

Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней