Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Эсӗ пире питех те улах ҫӗре ларса канни е, тен, ҫӗр каҫма та юрӑхлӑ вырӑна ертсе кай.— Ты веди нас в самое глухое место, чтобы мы там могли сделать привал и, может, переночевать.
51 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Калама ҫук улах вырӑн.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Улах тӗлӗнче тӗтӗм пек ҫӑра пӗлӗт тӑрать.
43 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Вырӑнӗ улах вырӑн, кунта тӑшмантан хӑрамалли ҫук пек туйӑнать.Место было глухое; казалось, что здесь нечего опасаться врага.
31 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Курӑксем ҫил вӗрнипе чӳхенсессӗн, пӗтӗм улах та сулкаланса, ишсе пынӑ пек туйӑнать, кайӑксем савӑнӑҫлӑн юрлаҫҫӗ.Ветер колебал травы, и казалось, что луг качается и плывет, весело перекликались птицы.
13 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Вӑрмансенчи улах сукмаксемпе варсем тӑрӑх, чӑтлӑхпа хупланса ларнӑ шурлӑхсем урлӑ, повстанецсем патне е пӗрерӗн, е ушкӑнна хресчен сӑхманӗ, шинель, пиджак тӑхӑннӑ ҫынсем вӑрттӑн пытанса пынӑ.
Щорс ӑҫта? // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Улах хӗрӗсем ал ӗҫне паҫӑрах пӑрахнӑ.
XVI. Ял ҫывӑрмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Кил хуҫи арӑмӗ тӗпеле кӗрет, тӑпӑлкка кӑна арчинчен сурпан вӗҫ кӑларса, улах хӗрӗсене кӑтартать.
XVI. Ял ҫывӑрмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Улах пуҫлас умӗн ҫеҫ ҫуса кайнӑ урай куҫ-кӗски пек таса.
XVI. Ял ҫывӑрмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Хӗрсем улах лараҫҫӗ.
XVI. Ял ҫывӑрмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Кунта, калатӑп-ҫке, ятне суйласа илнӗ пек улах вырӑн, пире никам та чӑрмантарас ҫук.— Говорил же тебе, тут место словно по заказу, никто нам не помешает.
IX. Юлташсен тупи // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Кунта епле иртӗҫ-ши ҫамрӑк чуна ҫӗклентерсе яракан хӗр сӑрисем, тунсӑхланӑ ҫӗнӗ юр тӑрӑх хывӑнакан йӗлме тупанлӑ ҫунан чи малтанхи йӗрӗсем, яш ӗмӗр илӗртмӗш улах сӑрисенчи каҫа та ир тӑвакан ташӑ-юрӑ кунӗсем те кӑҫал Тимрукран юлаҫҫӗ-ши?
VI. Тӑван ҫуртран аякра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Часах ялта хӗрупраҫ улах ларма тытӑнать.
VI. Тӑван ҫуртран аякра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Улах урам.
III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ялта кам патӗнче ҫын пухӑнать — вӑл унта, ӑҫта хӑна-вӗрле пур, ӑҫта ваттисене хывса асӑнаҫҫӗ, ӑҫта ҫамрӑксен улах сӑри кӗрлет, туй ҫуйӑхать — Велюш ҫавӑнта ҫитет.У кого соберутся гости, поминки или свадьба — Велюш тут как тут.
I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Урамра пирус туртнӑ чухне те улах вырӑнта е сак ҫине ларса туртаҫҫӗ.
Урамра // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Уҫӑ сывлӑшра улах вырӑнта, сӑмахран, аллейӑри е паркри тенкел ҫинче, туртма юрать.
Туртман ҫынсем е ачасем пур пӳлӗмре туртма юрамасть // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Пӗчӗк кӑна улах ташӑ каҫӗшӗн темтепӗр хатӗрлеме кирлӗ мар.
Ташӑ каҫӗнче // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
— Юрла-юрла улах тӑватӑр?
XXI. Вӑхӑтсӑр татӑлнӑ юрӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
«Е, Тухтар, эсӗ пулатӑн, е ҫутӑ кун курам мар», — тесех шантарчӗ вӑл улах сӑринче, юлашки хут курнӑҫнӑ каҫ.
XX. Чӗре ҫунтармӑш кунсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.