Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тулса (тĕпĕ: тул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӑл куҫӑн чӗрӗ сивви Лорх организмӗн пӗтӗм хӗрӳлӗхне хӑвалать — ӑна шухӑш тӑнчах тулса ларнипе асапланакан пуҫне куҫарать.

Сырой мороз родника согнал все возбуждение организма к неимоверно обремененной мыслями голове.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 58–65 с.

Кунтах, кравать ҫинчех, ҫывӑрма пуҫлаканскер, — вӑл ҫакна ӳтне, вырӑна, сывлавне туйса ӑнланать, анчах шухӑшӗсем пулма пултараймасла пӑсӑлнӑ-улшӑннӑ, хупӑннӑ куҫӗсен тӗттӗмлӗхӗ вара хӑйсем тӗллӗн тухакан курӑнусемпе тулса ларнӑ.

Засыпающий еще здесь, на кровати, он сознает это, ощущая свое тело, постель, дыхание, но мысли его уже фантастически искажены, а тьма закрытых глаз полна непроизвольно возникающих сцен.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Вӗсем ҫисе тӑранчӗҫ, каллех ӗҫрӗҫ те кӗҫех шлюпкӑри пичке юхан шывӑн хаклӑ шӗвекӗпе тулса ларчӗ.

Они наелись, снова попили и довольно скоро наполнили бочку в шлюпке водой ручья.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 398–403 с.

Вунӑ минут та иртмерӗ — палуба урасем тапӑртатнипе, штаг хунарӗсем патӗнчен чупакан мӗлкесемпе тулса ларчӗ.

Палуба, не прошло десяти минут, покрылась топотом и силуэтами теней, бегущих от штаговых фонарей.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Пурнӑҫ ҫине логика ӑсӗпе, мӗскӗн ӑспа пӑхакансем пур; вӗсем тӗнчен мӑнаҫлӑ капламӗ ҫийӗн хӑйсен кӗске кӑна шупка сӑрӑ ялавне ҫӗклесе тӑраҫҫӗ; тӗнче вара татӑлми-уҫӑлми вӑрттӑнлӑхсемпе тулса ларнӑ, ҫӳлерех асӑннӑ ӑслисем утакансем тата тӗлӗнсе ӳкнӗскерсем пурте хӑйсен, ӑслисен, ялавӗ патне пырасса кӗтеҫҫӗ, чӑн та, шанчӑкӗ вӗсен йӑваш, кулӑшла; шӑпах ҫак ӑссене хирӗҫлесе, пирӗн шухӑшпа, урӑх чунсем те тӗл пулаҫҫӗ, — вӗсем халиччен тӗпчеменнин чӑшӑлтатӑвӗ, ытарлӑ йӑшӑлтатӑвӗ ҫине ыттисене те ҫаврӑнса пӑхтармашкӑн тӗллев лартнӑ темелле-тӗр.

Наперекор умам логическим и скупым к жизни, умам, выставившим свой коротенький серый флажок над величавой громадой мира, полной неразрешенных тайн, — в кроткой и смешной надежде, что к флажку этому направят стопы все идущие и потрясенные, — наперекор тому, говорим мы, встречаются существования, как бы поставившие задачей заставить других оглядываться на шорохи и загадочный шепот неисследованного.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Тӑкӑрлӑкӑн хура шӑтӑкӗ ӑравасӑр ӗлкесемпе, ҫутӑ ҫуннӑран сарӑ кантӑксемпе, урам шӑхӑравӗпе-шавӗпе тулса ларнӑ, ҫӗтӗк-ҫурӑк пухавҫи хӑйӗн тутӑх хунарӗпе ҫутатакан ҫӳп-ҫап путӑкӗнчи йӗке хӳре пурнӑҫне аса илтерет.

Черная дыра переулка, полная фантастических силуэтов, желтая от огня окон, уличного свиста и шума, напоминала крысиную жизнь мусорной ямы, освещенной заржавленным фонарем тряпичника.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Пуҫӗ шик-хӑрав ҫине-ҫинех хыттӑн пырса ҫапнине чӑтаять-ха, — анчах кӗҫех шавпа тулса ларчӗ; хӗпӗртекен океан халӗ ирсӗррӗн, йӗрӗнчӗклӗн курӑнать.

Голова его выдержала ряд звонких ударов страха и наполнилась шумом; ликующий океан стал мерзким и отвратительным.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

— Пӑрахут рейсӗсен интернаци ишев тӗркӗвӗшӗсем йӑлӑхтарчӗҫ; сӑмалаланӑ палуба, тӑварлӑ ҫилпе тулса вӗлкӗшекен парӑссем шуратнӑ тӳпе, океанӑн ҫӑлтӑрлӑ каҫӗ, сирӗн тараватлӑхӑр асӑмра яланлӑхах, ӗмӗрлӗхех юлӗҫ.

— Мне надоели интернациональные плавучие толкучки пароходных рейсов; навсегда, на всю жизнь останутся у меня в памяти смоленая палуба, небо, выбеленное парусами, полными соленого ветра, звездные ночи океана и ваше гостеприимство.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Ҫав самантрах сад ассӑн сывланипе тата чӑштӑртатупа тулса ларчӗ, — вара мана майӗпен суккӑр вун виҫӗ арҫын ҫавӑрса карталарӗ, вӗсем курман куҫссемпе тӗсенине туятӑп.

Тогда вздохи и шорохи наполнили сад, и тринадцать слепых мужчин медленно окружили меня, всматриваясь слепыми глазами.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.

Ӗлкесен ҫирӗплӗхӗпе кӑнттамлӑхӗ, хӑрушӑ теветкеллӗхӗ, океанӑн легендӑсемпе тата поэзи тӗтрипе витӗннӗ, этем ирӗкне пӑхӑнман вӑйӗпе улӑпла механизмсем пӗрлешни, — акӑш-макӑш тӗлӗнтермӗш, хытӑ-ҫирӗп капашсен юмахрилле сивлеклӗхӗ, — ҫаксем пурте халиччен никам курман хатӗрсемпе тулса ларнӑ урӑх планета пурнӑҫне сӑнарлаҫҫӗ тейӗн.

Крепость и угловатость, зловещая решительность очертаний, соединение колоссальной механичности с океанской стихией, окутанной туманом легенд и поэзии, — сказочная угрюмость форм, причудливых и жестких, — все вызывает представление о жизни иной планеты, полной невиданных сооружений!

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.

Анчах порт, вокзал пекех, йӗрлевҫӗсемпе тулса ларни паллах; Нат Пинкертон вӗсене пӗтӗм тӗнчипех кирлинчен виҫӗ хут нумайрах ӗрчетсе янӑ.

Но порт, как и вокзал, разумеется, набит сыщиками; Нат Пинкертон расплодил их по всему свету в тройном против обычного количестве.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Унтан хирӗҫӳллӗ, тӗтреллӗ шухӑшсемпе тулса ҫитнӗскер станцинелле хыпаланса утса кайрӗ.

Затем, полная противоречивых, смутных мыслей, девушка быстро направилась к станции.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Ҫил пӑвать; ӑна хӑрушла тарават шалкам ҫумӑр пулӑшать, ҫавӑнпах вӑрман аслатиллӗ ҫумӑр ҫуратнӑ пӗчӗк шывсен юхӑмӗпе тулса ларчӗ.

Ветер душил их; ему помогал ливень такой чудовищной щедрости, что лес быстро наполнился шумом ручьев, рожденных грозой.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Шалкӑм ҫумӑрта шыв тулса хӑпарасран асӑрханса, йывӑррӑн ахлата-ахлата Нок кимме тӗмескесен хушшинчи хӑйӑр путӑкне кӗртсе лартрӗ.

Нок, опасаясь, что вода от ливня сильно поднимется, с большими усилиями втянул лодку меж буграми в естественное песчаное углубление.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Физиологи-арлӑх пуҫламӑшӗпе тулса ларатӑр та эсир — вӑл пире хӑйӗн тӗпсӗрлӗхне илӗртсе кӗртет.

Физиологическое половое начало переполняет вас и увлекает нас в свою пропасть.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Пирӗн пуҫ тӑрринче кӑнтӑрла та, ҫӗрле те темӗскер уҫӑмсӑррӑн кӑлтӑртатать; ҫур сӑмахпа калаҫакансене таҫти аякри сирпӗнӳ евӗрлӗскер татать, ҫавӑн пек самантсенче сывлӑш хевтесӗр те хурлӑхлӑ, шавлӑ, тилӗрӳпе тата ыратуллӑ йынӑшупа, ҫухӑрашупа тулса ларать.

Глухой рокочущий гул днем и ночью раздавался над нашими головами; нечто подобное отдаленным взрывам обрывало беседующих на полуслове, и стоны и вопли, то тихие и жалобные, то громкие, полные гнева и боли, наполняли воздух.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Ах, тӑванӑм, хӑвӑн халь-халь ҫӑлӑнасла чунна ан пӑлхатсем… ҫавӑнпах — этем мӑнаҫлӑхӗпе тулса ларнӑ карапна сутса яни лайӑхрах мар-ши?

Не лучше ли, о брат мой, продать этот насыщенный человеческой гордостью корабль, чтобы он не смущал твою близкую к спасению душу?

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Бильбоан хумханса ӳкнӗ чунӗнче кӗтменлӗхпе тӗлӗнтермӗшӗн мӗн пур касӑхӑвӗ тулса ҫӗкленчӗ, — нумай ҫулхи терт-нушапа тӑранса ҫитӗннӗскер.

Вся жажда неожиданного и чудесного, вскормленная долгими годами страданий, ожила в встревоженной душе Бильбоа.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 181–185 с.

Вӑл шӑппӑн куҫать; унра мӑка та хытӑ ырату ӳссе пырать, вӑл шанӑҫ пӗтнипе тулса ларчӗ, шалта темӗн хӗссе-ҫурса ыратма пуҫларӗ.

Он двигался тихо; тупая, жесткая боль росла в нем, наполняя отчаянием.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Юлнӑ кӗсменпе пӗрле кимӗ тӗпӗнче штуцер выртать, вӗсем кӳпчесе кайнӑ канатпа яваланнӑ; пӑшал кӗпҫине хӑйӑрпа юшкӑн тулса ларнӑ.

Штуцер вместе с уцелевшим веслом валялся на дне, опутанный набухшим причалом; ствол ружья был полон песку и ила.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней