Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах кӗлӗ ирттернӗ хыҫҫӑн, нумайранпа ҫарта пулнӑ пулсан та, ӗҫӗсем ӑнса пыман фон Гротт полковник ертсе пыракан полкра часах калама ҫук тӗлӗнмелле ӗҫ пулса иртрӗ, ун ҫинчен тӑхтаса тӑмасӑрах Гитлер Ставкине пӗлтерчӗҫ.
XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫеҫ вӗсем, иккӗн кӑна юлса, пӗр-пӗрне сайра хутра анчах курма пуҫларӗҫ: вӗсенчен пӗри пӗрмаях ҫеҫенхирте, тепри сӗт-ҫу ферминче ӗҫленӗ, — анчах пӗр-пӗрин ҫумне туртӑнасси сивӗнсе пыман, татах вӑйлӑланнӑ…
XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Анчах вӑрман ӑстаҫин ҫакӑн пек лайӑх туйӑмӗ нумая пыман.Однако такое хорошее самочувствие лесовода продолжалось недолго.
XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Григорий Мостовой, Стегачев Татьянӑна ӑсатнӑ каҫ киле пыман Григорий, пилӗк таран ҫарамасланнӑскер, урапа ҫинче ларакан пичке умне пӗшкӗннӗ те, пичке шӑтӑкӗнчен ҫинҫен сирпӗнекен шыв унӑн мӑйӗ ҫине те, ҫурӑмӗ ҫине те, хуҫлатнӑ аллисем ҫине те юхать.
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл тӗлӗнмелле хитре калаҫрӗ, пурне те ӑнланмалла сӑмахсем вара хайсемех туха-туха тӑчӗҫ, хӑйӗн шухӑшӗсем нихӑҫан та ҫакӑн пек ирӗклӗн те ҫӑмӑллӑн юхса пыман пек туйӑнчӗ ӑна.
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Анчах ку телей нумая пыман.
X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Эпӗ нихҫан та обчествӑна хирӗҫ пыман.
XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Мана спектакль нумая пыман пек туйӑнчӗ, анчах эпир Чжао ялӗнчен кӑшт кӑна иртсе кайсассӑнах, уйӑх ҫап-ҫутӑ ҫутатма пуҫларӗ.
Ялти спектакль // Николай Сандров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 53–70 стр.
Ку йытӑшӑн пуҫран ҫапнӑ пекех пулнӑ, вӑл аяккалла тарнӑ та кроликсем патне урӑх пыман.Шлепнула собаку ладонью по голове, она убежала и больше к кроликам не подходила.
Кроликсем тата кушак // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 45–52 стр.
Чӑнах та ӗнтӗ, тарӑхни нумаях пыман, «Мана та укҫа ҫитмест вӗт, чиновникре ӗҫленипе пӗр вӑхӑтрах учительре ӗҫлеменнисен пушшех ҫитмест», тесе шухӑшланипе лӑпланнӑ.
Ҫу уявӗ // Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 31–44 стр.
Кам пӗлет, тен, каҫхине комсомол пухӑвӗнче Жорӑна та лайӑхах вӗренсе пыман пирки лектерӗҫ?
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Анчах унӑн ӗҫӗ ӑнса пыман.
«Робинзон Крузо» // Василий Хударсем. Чӑваш календарӗ – 1969. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 58 с.
Вӑл хӑй те суту-илӳ ӗҫӗпе пурӑнма хӑтланса пӑхнӑ, анчах унӑн ӗҫӗ ӑнса пыман.Он и сам пытался заниматься торговлей, но его дело удачным не было.
«Робинзон Крузо» роман ҫинчен // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 3–4 с.
Ҫак ӑс вара обществӑшӑн ҫаплах усӑсӑр ҫухалать, общество йышӑнмасть ӑна, вӑл ӑна пусарса, пӗтерсе пырать, ҫак ӑса йышӑннӑ пулсан, пӗтерсе пыман пулсан, вӑл ӑс усса кайнӑ пулсан, этемлӗх историйӗ малалла вунӑ хут хӑвӑртрах кайнӑ пулӗччӗ.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Акӑ пӗррехинче Бьюмонт пыман.
XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Йӗркеллӗ прислуга пулсан, эпӗ хам чылай сахалтарах аппалансан та, ӗҫ, пурпӗр ҫаплах пулса пыман пулӗччӗ-ши вара?
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
2-мӗш курсран тухса, хӑйӗн поместьине кайнӑ, опекун хирӗҫнине ҫӗнтерсе, хуҫалӑхне урӑхла йӗркелесе янӑ, ҫавӑншӑн ӑна пиччӗшӗсем ылханса пӗтернӗ, аппӑш-йӑмӑкӗсен упӑшкисем вӗсене унпа калаҫма чарнӑ; унтан вӑл тӗрлӗ майпа Россия тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳренӗ: тип ҫӗрпе те, шывпа та, унпа та, кунпа та, ахаль чухнехи пек те, урӑхла та ҫӳренӗ, — сӑмахран, ҫурран та, паруслӑ суднӑпа та, шӑтӑк кимӗсемпе те, — ҫул ҫинче унӑн хӑйне пула тӗрлӗ ӗҫсем нумай пулнӑ; калас пулать, вӑл икӗ ҫынна — Хусан университетне, пилӗк ҫынна Мускав университетне вӗренме леҫсе янӑ, — вӗсем унӑн стипендиачӗсем пулнӑ; хӑй вӑл Петербургра пурӑнасшӑн пулнӑ, ҫавӑнпа унта никама та илсе пыман, ҫавна пула унӑн тупӑшӗ 400 мар, 3000 тенкӗ пулнине пирӗнтен никам та пӗлмен.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Манӑн нимӗнле дневник те ҫук, эпӗ нихҫан та дневник ҫырса пыман.
XIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Паллакан хӗрарӑм ҫапла пӗр эрне хушши хӑналаннӑ, кил-ҫуртра лӑпкӑ тӑнӑ: Марья Алексевна эрнипе те шкап патне пыман, ку шкап уҫҫине вӑл никама та паман (унта эрехпе графин тӑнӑ), Матренӑна та хӗнемен, Верочкӑна та хӗнемен, хытӑ кӑшкӑрса та вӑрҫман.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тӗтреллӗрех ӑрша витӗр хӑйӗн манӑҫа тухман ҫамрӑклӑхне, хӑйӗн вӑраха пыман телейне курса илме хӑтланнӑ пек, хӑйӗн пуклак та вӑйлӑ пӳрнисене хӗреслетсе, шӑлне ҫыртса, ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнӗ ҫӗрти тӗтрелӗхе куҫа хӗссе пӑхма-и?
XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.