Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

наркӑмӑш сăмах пирĕн базăра пур.
наркӑмӑш (тĕпĕ: наркӑмӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Наркӑмӑш пӗтӗм организмӗпе сарӑласран сиенленнӗ урине е аллине ҫӳлерех хумалла.

Чтобы яд не распространился по всему организму, необходимо раненую ногу или руку положить выше.

Ҫӗлен сӑхасран асарханӑр! // Елена ЕГОРОВА. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

7. Этем тӗрлӗ тискер кайӑка, вӗҫен кайӑка, ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекеннисене, тинӗс чӗрчунӗсене пӑхӑнтарма пултарать, пӑхӑнтарнӑ та ӗнтӗ, 8. чӗлхене вара пӗр этем те пӑхӑнтарма-чарма пултараймасть: вӑл — тытса чарайми усаллӑх; унра — вӗлерекен наркӑмӑш туп-тулли.

7. Ибо всякое естество зверей и птиц, пресмыкающихся и морских животных укрощается и укрощено естеством человеческим, 8. а язык укротить никто из людей не может: это - неудержимое зло; он исполнен смертоносного яда.

Иак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Птоломей вара — Филометор шанса панӑ Кипра пӑрахса хӑварса Антиох Епифан патне куҫнӑшӑн хӑйне пур енчен те сутӑнчӑк тенине илтсе, ӗнтӗ хӑйне хисеплеттерейми пулнӑран хуйхӑрса — наркӑмӑш ӗҫсе вилнӗ, хӑйӗн пурӑнӑҫне ҫапла вӗҫленӗ.

повсюду слыша название предателя за то, что он оставил вверенный ему от Филометора Кипр и перешел к Антиоху Епифану, он, не имея почетной власти, от печали отравил себя, и так окончил жизнь свою.

2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Вилӗме Турӑ пултарман, Вӑл пурӑнакансем вилнишӗн савӑнмасть: 14. Вӑл пурне те пурӑнӑҫшӑн тунӑ, тӗнчере мӗн пултарни пурте пурӑнӑҫа упрать, ҫӗр ҫинче синкерлӗ наркӑмӑш та ҫук, тамӑк патшалӑхӗ те ҫук.

13. Бог не сотворил смерти и не радуется погибели живущих, 14. ибо Он создал все для бытия, и все в мире спасительно, и нет пагубного яда, нет и царства ада на земле.

Ӑсл 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Сире наркӑмӑш пама тивсен мӗн пулӗ-ши?

Что, если придется дать вам яд?

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Урӑх ним ӗҫре те пулӑшаймастӑп пулсан, эпӗ сире вилме пулӑшма пултаратӑп, — наркӑмӑш пама хатӗрри ҫинчен каларӑм ӗнтӗ: лайӑх, пӗр асаплантармасӑр, хӑвӑрт вӗлерекен, лайӑх наркӑмӑш парӑп.

Я готов помочь вам умереть, если нельзя помочь ни в чем другом, — я говорю, что готов дать вам яд — прекрасный, убивающий быстро, без всяких страданий.

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эпӗ сире наркӑмӑш пама пултаратӑп.

Я готов дать вам яд.

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Хӗрарӑмсем пирӗншӗн, революционерсемшӗн, тӑванӑмҫӑм, каснӑ лартнӑ наркӑмӑш!

Бабы для нас, революционеров, — это, братец ты мой, чистый опиум для народа!

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней