Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пенсион илекен тӑлӑх арӑмсем кунта чи аристократиллӗ ҫынсем шутланаҫҫӗ; вӗсем хӑйсене лайӑх тытаҫҫӗ, пӳлӗм урайӗсене час-часах шӑлаҫҫӗ, хӑйсен тусӗсемпе какай тата купӑста хакла тӑни ҫинчен калаҫаҫҫӗ; вӗсен нумайӑшӗсен чӗмсӗр ҫамрӑк хӗр, тепӗр чухне хитре хӗрех тата илемсӗр пӗчӗк йытӑ, стенисем ҫинче маятникӗсемпе кичеммӗн шаккакан сехетсем пур.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Ҫӳрени усӑсӑр пулнӑ пирки ӑна хӑйӗн хваттерӗ те кичеммӗн те ирсӗррӗн туйӑнса кайрӗ.Печальною или чрезвычайно гадкою показалась ему квартира после всех этих неудачных исканий.
II // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.
Григорий йӑлӑхтарса ҫитермелле кичеммӗн тӑсӑлакан кунсен шутне-йӗрне те ҫухатрӗ.
XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Чылайччен йӑваланса выртрӗ вӑл чӑнкӑ ҫыран айккинче, инҫете-инҫете сарӑлса кайнӑ шыв анлӑшӗ ҫинелле, Дон хӗрринчи хӗвел шевлиллӗ, ҫутӑ кӑвак тӗтрепе витӗннӗ шурӑ тӑмлӑ сӑрт юпписем ҫинелле кичеммӗн тӗмсӗлсе пӑхрӗ.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Снаряд ванчӑкӗсемпе пульӑсем чӗрпӗклесе пӗтернӗ ула-чӑла пӳрт стенисем кичеммӗн те тӑлӑххӑн курӑнаҫҫӗ.Рябые, изуродованные осколками и пулями стены дома выглядели неприветливо и заброшенно.
XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кичеммӗн иртрӗҫ утӑҫи кунӗсем.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӑнасем тӗксӗм кӑвак сӑрӑпа ҫуталса йӑлтӑртатакан икӗ вӗр ҫӗнӗ автомобильпе килеҫҫӗ: таҫта, чылай хыҫалта, утӑ ҫулнӑ ҫӗртен таврӑнакансен лашисенчен ирте-ирте кайса, тройкӑсем пушӑлла хӑлтӑртатса ҫывхараҫҫӗ, пӗкӗсем айӗнче атаман чаплӑ тӗлпулу валли тулнӑ почта шӑнкӑравӗсем кичеммӗн тӗнкӗлтетеҫҫӗ.
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ун хыҫҫӑн темиҫе утӑмра пуҫне усса пиччӗшӗ Никитӑ Ворожнев пырать, ырхан та тӑсланкӑ Сыроваткин кладовщик, шӑнӑрлӑ мӑйне тӑсса, тӗлсӗр хыпаланса вӗттӗн-вӗттӗн ярса пусать, шатра питлӗ, тӗксӗм Шалымов бухгалтер кичеммӗн, никам ҫине пӑхмасӑр утать; Ефим Тырцев бригадир, палӑрмасӑр пыма тӑрӑшнӑ пек, пӗкӗрӗлнӗ те ҫӑварне чышкипе хупласа хуллен ӳсӗре-ӳсӗре илет.
11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Мансӑрах пурӑнса ирттереҫҫӗ» — кичеммӗн, асӑрханса шухӑшларӗ Корней, ҫынсем хӑйӗн ҫине пӑхнипе алли-ури ҫыхланнине туйса.
7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Чӑннипе, сана эпӗ ҫакна тахҫанах каласшӑнччӗ, анчах май пулмарӗ… — терӗ Дымшаков шӑппӑн та кичеммӗн.
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ксенин хӑй епле кӳреннине ашшӗне ҫавӑнтах каласа кӑтартас килчӗ, — мӗншӗн-ха ӑна ҫав тери пӑшӑрхантарса-хумхантарса, пылчӑклӑ ҫулпа ҫичӗ километр уттарчӗҫ, ҫакӑншӑн чӑнах кӳренмелле ӗнтӗ, — анчах ашшӗ сиввӗн, ҫиллессӗн те кичеммӗн чӗлӗм ӗмсе ларнине курсан, вӑл тӑруках шӑлне ҫыртрӗ.
2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑрӑммӑн та кичеммӗн шӑхӑрса вӗҫекен пульӑсем сехри хӑпнӑ беженецсене ҫӗр ҫумнелле ывтӑнтарчӗҫ.
LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Мӗнле канашлу? — ыйтрӗ Григорий, кичеммӗн анасласа.
LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хутортан вӗсем кичеммӗн, анчах тутӑ хырӑмпа, таса кӗпе-йӗмпе тухрӗҫ.
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑрҫӑ кунӗсем, — вӗсене унчченех астивсе курнӑран-и — иртнӗ кампани чухнехинчен те кичеммӗн туйӑнчӗҫ.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӗсем урисене кичеммӗн хӗстеркелесе тӑраҫҫӗ.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унӑн кукӑр-макӑр кӗрчӗсем тӗссӗр бронза ҫутипе кичеммӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Анна шинель тӑхӑнса ячӗ; пиҫиххине майласа ҫыхнӑ хушӑра ыйтса пӗлчӗ (паҫӑрхи хаваслӑхӗ ун сирелнӗ, сасси кичеммӗн те йӑлӑнса ыйтнӑ пек тухать):
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Кичеммӗн те асаплӑн шӑвӑнса иртрӗҫ кунсем.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫав кулӑ, кӗрхи йӗпхӳллӗ ҫанталӑкра кичеммӗн курӑнса выртакан хирпе темӗнле ҫутӑ кӑвак тӗслӗ мулкач ҫури выляса иртнӗ евӗр туйӑнса кайрӗ.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.