Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эсир ӑмсанатӑр, пӗр-пӗринпе хирӗҫетӗр-тавлашатӑр пулсассӑн, ӳтшӗн пурӑнакансем, этем йӑлине туса тӑракансем пулмастӑр-и вара?
1 Кор 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Виҫӗ кунран Павел чи паллӑ иудейсене чӗнтерчӗ, лешӗсем пухӑнса ҫитсессӗн, вӗсене ҫапла каларӗ: эй тӑван ҫыннӑмсем! халӑха хирӗҫ е аттемӗрсенӗн йӑлине хирӗҫ эпӗ нимӗн те туман, ҫапах мана Иерусалимра тытса тимӗрлерӗҫ те Рим ҫыннисен аллине пачӗҫ; 18. кусем ӗнтӗ мана сут турӗҫ те, манӑн вилӗме тивӗҫлӗ нимӗнле айӑп та ҫуккине кура, ирӗке те ярасшӑнччӗ, 19. анчах иудейсем хирӗҫ тӑчӗҫ те, манӑн вара кесарь сутне ыйтмалла пулчӗ, эпӗ ҫакна хамӑн халӑхӑма мӗн те пулин тӗлӗшӗпе айӑпласшӑн ыйтман.
Ап ӗҫс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара аллине тӑсса, Павел хӑйне хӳтӗлесе кала пуҫланӑ: 2. эй Агриппа патша! иудейсем кӑтартакан пур айӑпран та паянхи кун сан умӑнта хама хӳтӗлеме май пулнӑшӑн эпӗ хама хам телейлӗ тесе шутлатӑп, 3. ҫитменнине тата эсӗ иудейсенӗн мӗнпур йӑлине, вӗсенӗн тавлӑ шухӑшӗсене пӗлсе тӑратӑн.
Ап ӗҫс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17-18. Тӗнче тытӑмне, ҫутҫанталӑк вӑйӗсене, вӑхӑт пуҫламӑшне, вӗҫне, варрине, хӗвел ҫаврӑннине, вӑхӑт ылмашӑвне, 19. ҫулталӑк ҫаврӑмне, ҫӑлтӑрсен вырӑнне, 20. чӗрчунсен еккипе тискер кайӑксен йӑлине, ҫил ҫулӗ-йӗрӗпе этем шухӑшне, ӳсентӑрансен уйрӑмлӑхӗпе тымарсен вӑйне пӗлсе ҫитмешкӗн Вӑл мана мӗн пуррийӗ ҫинчен Хӑй чӑн пӗлӳ пачӗ.
Ӑсл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Вӗсем Ҫӳлхуҫана та хисепленӗ, хӑйсен туррисене те пуҫҫапнӑ, хӑйсем унччен хӑш халӑх хушшинче пурӑннӑ, кунта та ҫав халӑх йӑлине пӑрахман.33. Господа они чтили, и богам своим они служили по обычаю народов, из которых выселили их.
4 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫакӑ Израиль йӑлине кӗрсе юлнӑ: 40. Израиль хӗрӗсем кашни ҫулах ту ҫине кайса тӑватӑ кун хушши Галаад ҫыннин Иеффайӑн хӗрӗшӗн хӳхленӗ.
Тӳре 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 10. Израиль ывӑлӗсене кала: вӗсенчен е вӗсен йӑхӗнчен кам та пулин вилнӗ ҫын ӳтне сӗртӗнсе тасамарланнӑ пулсассӑн е инҫе ҫула кайнӑ пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа Пасхине унӑн та тумалла; 11. ун пеккисем иккӗмӗш уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче каҫхине Пасха туччӑр, ӑна вӗсем тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑрсемпе, йӳҫӗ курӑксемпе ҫиччӗр; 12. ирччен унран нимӗн те ан хӑварччӑр, унӑн шӑммисене ан ватчӑр; ӑна вӗсем Пасха тӗлӗшӗнчен хунӑ пӗтӗм йӗрке тӑрӑх туччӑр; 13. кам та кам таса халлӗнех е [инҫе] ҫула кайман чухнех Пасха тумасть, ҫав чун хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗттӗр, мӗншӗн тесессӗн вӑл Ҫӳлхуҫана вӑхӑтра парне кӳмерӗ: ҫав ҫын хӑй ҫине ҫылӑх илӗ; 14. сирӗн патӑрта ютран килнӗ ҫын пурӑнать пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа Пасхине унӑн та тумалла: вӑл ӑна Пасха тӗлӗшӗнчен хунӑ йӗрке тӑрӑх, унӑн йӑлине кура тутӑр; ютран килнӗ ҫыншӑн та, ҫак ҫӗр ҫыннишӗн те Пасха тӑвас йӗрке сирӗн пӗрре пултӑр, тенӗ.
Йыш 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.