Поиск
Шырав ĕçĕ:
1. Савея ҫӗрӗн майра патши, Соломон мухтавӗ ҫинчен илтсе, ӑна тупмалли юмахсемпе сӑнаса пӑхмашкӑн Иерусалима килнӗ; вӑл питӗ пысӑк пуянлӑхпа ҫитнӗ: тӗвесем ҫине ырӑ шӑршӑлӑх, темӗн чухлӗ ылтӑнпа хаклӑ йышши чул тиенӗ пулнӑ.
2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫавӑн чухне Соломон, унпа пӗрле пӗтӗм Израиль ҫичӗ кунлӑх уяв — питӗ пысӑк пуху — тунӑ, халӑх Емафа кӗнӗ ҫӗртен пуҫласа Египет шывӗ таран пуҫтарӑннӑ; 9. саккӑрмӗш кунне уяв тунӑ, мӗншӗн тесессӗн парне вырӑнне кӗлтуса тасатасси ҫичӗ куна пынӑ, уяв та ҫичӗ куна пынӑ.
2 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Хӑвӑн Израиль халӑхӗ хушшинчен тухман ҫын, ют халӑх ҫынни, Санӑн аслӑ ятупа вӑйлӑ аллушӑн, Санӑн пысӑк хӑватушӑн инҫетри ҫӗртен килсессӗн, ҫапла килсе ҫак Ҫурт умӗнче кӗлтусассӑн, 33. илтсемччӗ тӳперен, Ху пурӑнакан вырӑнтан, ют халӑх ҫынни Хӑвӑнтан мӗн тархасласа ыйтнине пӗтӗмпех тусамччӗ ун чухне; ҫапла ҫӗр ҫинчи пур халӑх та Санӑн ятна пӗлсе тӑтӑр, Санран Хӑвӑн халӑху Израиль хӑранӑ пек хӑратӑр, эпӗ лартнӑ ҫак Ҫурт Санӑн ятупа хисепленнине пӗлтӗр.
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Тата священниксен картишӗпе пысӑк картиш, картиш хапхисем тунӑ, хапха юписене пӑхӑрпа тыттарнӑ.9. И сделал священнический двор и большой двор и двери к двору, и вереи их обложил медью.
2 Ҫулс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эпӗ лартакан Ҫурт пысӑк, мӗншӗн тесессӗн пирӗн Туррӑмӑр — аслӑ, пур турӑран та аслӑ.5. И дом, который я строю, велик, потому что велик Бог наш, выше всех богов.
2 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Соломон Турра каланӑ: Эсӗ манӑн Давид аттеме пысӑк ырӑлӑх туса патӑн, мана ун вырӑнне патшана лартрӑн, тенӗ.
2 Ҫулс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр! эпир Санӑн Ҫуртна, Санӑн сӑваплӑ яту ячӗпе лартакан Ҫуртна, тумашкӑн хатӗрленӗ ҫак пысӑк пурлӑх пӗтӗмпех Санӑн аллунтан килнӗ, пӗтӗмпех Санӑн вӑл.
1 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Давид Соломона каланӑ: ывӑлӑм! Ҫӳлхуҫа Туррӑм ячӗпе Ҫурт тӑвас шухӑш манӑн чӗрем варринчех пулнӑ, 8. анчах мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: «эсӗ юн нумай тӑкнӑ, пысӑк вӑрҫӑсем вӑрҫнӑ; санӑн Ман ятӑмпа Ҫурт лартма тивӗҫ ҫук, мӗншӗн тесессӗн Ман умӑмра ҫӗр ҫине нумай юн юхтартӑн. 9. Акӑ санӑн ывӑл ҫуралӗ, вӑл тӑнӑҫ пурӑнасскер пулӗ; Эпӗ ӑна таврари мӗнпур тӑшманӗнчен хӳтӗлесе лӑпкӑн усрӑп: ҫавӑнпа унӑн ячӗ те Соломон пулӗ. Ун вӑхӑтӗнче Израиле тӑнӑҫлӑхпа канлӗх парӑп. 10. Вӑл Манӑн ятӑмпа Ҫурт туса лартӗ, вӑл Манӑн ывӑлӑм пулӗ, Эпӗ унӑн ашшӗ пулӑп, ӑна Израильре ӗмӗрлӗхе патшана лартӑп» терӗ, тенӗ.
1 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Давид ӗнтӗ Гада каланӑ: мана питӗ йывӑр; Турӑ аллинех лекем, мӗншӗн тесессӗн Унӑн ырӑлӑхӗ пысӑк; ҫын аллине ҫеҫ лекес марччӗ, тенӗ.
1 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Давид ӗнтӗ Турра ҫапла каланӑ: ҫак ӗҫе туса пысӑк ҫылӑха кӗтӗм эпӗ.
1 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ — Турӑ, Эсӗ Хӑвӑн чуруна халӗ те пысӑк ырӑлӑх пӗлтерсе хутӑн.26. И ныне, Господи, Ты Бог, и Ты сказал о рабе Твоем такое благо.
1 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Давид патӗнче вӗсем виҫӗ кун пулнӑ, ӗҫнӗ-ҫинӗ, мӗншӗн тесессӗн тӑванӗсем вӗсем валли пӗтӗмпех хатӗрлесе хунӑ пулнӑ; 40. ҫавӑнта ҫывӑхра пурӑнакансем те — Иссахар, Завулон, Неффалим йӑхӗсем таранах — ашаксемпе те, тӗвесемпе те, ашакла лашасемпе те, вӑкӑрсемпе те темӗн чухлӗ ӗҫме-ҫиме: ҫӑнӑх, смоква, иҫӗм ҫырли, эрех, йывӑҫ ҫӑвӗ илсе килнӗ, шултӑра выльӑхӗпе вак выльӑхне те питӗ нумай илсе пынӑ, мӗншӗн тесессӗн Израильшӗн пысӑк савӑнӑҫ ҫитнӗ.
1 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Пиллӗкӗмӗш уйӑхра, ҫав уйӑхӑн ҫиччӗмӗш кунӗнче, Вавилон патши Навуходоносор вунтӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, Иерусалима Навузардан — сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ, Вавилон патшийӗн тарҫи — пырса ҫитнӗ, 9. вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫуртне те, патша керменне те, Иерусалимри мӗнпур кил-ҫурта та ҫунтарса янӑ, чи пысӑк ҫуртсене аркатнӑ; 10. сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗпе пӗрле ҫитнӗ халдейсен ҫарӗ Иерусалим тавра хӑпартнӑ хӳмене йӑлтах ишсе тӑкнӑ.
4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ассири патши Тартана, Рабсариса тата Рабсака пысӑк ҫарпа пӗрле Лахис хулинчен Езекия патне Иерусалима янӑ.
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Израильсем Давид килӗнчен хӑпнӑ, вӗсем Иеровоама, Нават ывӑлне, патшана лартнӑ; Иеровоам вара израильсене Ҫӳлхуҫаран уйӑрса янӑ, вӗсене халиччен пулман пысӑк ҫылӑха кӗртсе ӳкернӗ.
4 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ахаз патша Урия священника ҫапла хушнӑ: пысӑк парне вырӑнӗ ҫинче ирхине пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнене, каҫхине тырӑ-пулӑ парнине ҫунтарса кӳрсе тӑр; патшанӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнине тата унӑн тырӑ-пулӑ парнине те, ахаль ҫынсенӗн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнине тата вӗсен тырӑ-пулӑ парнине ҫунтарса кӳрсе тӑр, вӗсенӗн эрехне сап, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне юнӗпе тата кирек епле парне юнӗпе те парне вырӑнне сирпӗтсе тӑр, пӑхӑртан тунӑ парне вырӑнӗ вара халлӗхе, эпӗ мӗн каличчен, ҫавӑнтах лартӑр, тенӗ.
4 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫӳлхуҫа Израильре пурте — чурасем те, ирӗклӗ ҫынсем те — пысӑк асап тӳснине курнӑ; Израиле пулӑшакан никам та пулман.
4 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ваалӑн мӗнпур пророкне, ӑна пуҫҫапакан мӗнпур ҫынна, ӑна чӳк тӑваканӗсене пӗтӗмпех ман патӑма чӗнӗр; пӗри те килмесӗр тӑрса ан юлтӑр, мӗншӗн тесессӗн эпӗ Ваала питӗ пысӑк парне кӳрӗп.
4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Азаил каланӑ: санӑн чуру — [вилӗ] йытӑ ҫеҫ, ҫав тӗрлӗ пысӑк ӗҫ мӗнле тӑваять вӑл! тенӗ.13. И сказал Азаил: что такое раб твой, пес [мертвый], чтобы мог сделать такое большое дело?
4 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫӳлхуҫа ҫапла тунӑ: Сири тапӑрӗнчи ҫынсене вӑрҫӑ ураписем шалтӑртатнӑ пек, лашасем кӗҫеннӗ пек, шутсӑр пысӑк ҫар куҫса килнӗ чухнехи пек шӑв-шав илтӗннӗ.
4 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.