Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл пӗр вӗҫӗмрен калаҫса, ӗҫсе, кулса ларчӗ, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн темле улшӑнса кайса питне аллипе сӑтӑра-сӑтӑра илчӗ.Она разговаривала, пила, улыбалась, но иногда со странным выражением проводила рукой по лицу.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ, темӗнле инкек пуласса сиссе, аннен шуранка питне, ик еннелле тураса якатнӑ хура ҫӳҫне, ҫинҫе аллине пӑхатӑп, унтан каллех хамӑн патаксемпе аппаланатӑп…
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗррехинче эпӗ анне пӗр-пӗччен кулса ларнине асӑрхарӑм, — унӑн питне пӑхсах эпӗ вӑл ҫав арҫын ҫинчен шухӑшланине тавҫӑрса илтӗм.Однажды я видел, как она сидела одна и улыбалась, – я по ее лицу догадался, что она думает о нем.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Акӑ Карлуша, хулари ухмах, пӗр-вӗҫӗмрен питне пӗрсе е кулса ҫӳрекенскер, леш енчи ҫыран хӗррипе утса иртрӗ, пирӗн хапха умне чарӑнчӗ» Даша инкепе калаҫма пуҫларӗ пулас.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ӗшенсе ҫитнӗ тарӑн куҫӗпе вӑл ман ҫине пӑхрӗ те пуҫне сулкаласа илчӗ, тутисем темӗн каласшӑн пулчӗҫ те калаймарӗҫ; куҫҫулӗ тухрӗ унӑн, вара ҫемҫе пукан ҫине ларчӗ те питне аллисемпе хупларӗ.
Июнӗн 7-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вера ҫаксене йӑлтах асӑрхарӗ; унӑн чирлӗ питне тарӑн куляну пуснӑ; вӑл чӳрече патӗнче мӗлке ӳкнӗ ҫӗрте сарлака кресло ҫинче ларать…
Июнӗн 4-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Пӑхатӑп: ҫавӑн уҫӑ сулхӑнӗнче чул тенкел ҫинче пӗр хӗрарӑм ларать, улӑм шлепкепе вӑл, хура явлӑкпа пӗркеннӗ, пуҫне кӑкӑрӗ ҫинелле уснӑ; шлепки унӑн питне хӳтӗлет.
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫапла ӗнтӗ, эпӗ суккӑр ачан сӑн-питне пӑхкалама пуҫларӑм, анчах мӗн калас-ха манӑн унӑн куҫсӑр питне пӑхнипех?..Итак, я начал рассматривать лицо слепого; но что прикажете прочитать на лице, у которого нет глаз?
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Алексей куҫӗсене хупсанах, ун умӗнче пӗрин хыҫҫӑн тепри — пӗрисем уҫӑмлӑрах, теприсем тӗтреллӗрех — палланӑ сӑнсем мӗлтлетме тытӑнчӗҫ: Михайло мучи хӑйӗн кӗмӗл тӗслӗ ҫӳҫӗсем айӗн ун ҫине пӑшӑрханса пӑхрӗ; Андрей Дегтяренко кӑмӑллӑн пӑхса, куҫӗсене час-час мӑчлаттарса тӑчӗ; такама хӑтӑрса, Василий Васильевич хӑйӗн кӑвакарма пуҫланӑ ҫӳҫӗсене силлентерчӗ; ватӑ снайпер, питне пӗркелентерсе, ӑшӑ кӑмӑлпа кулчӗ; шурӑ минтер ҫинчен Алексей ҫине хӑйӗн ӑслӑ, витӗр куракан, кӑшт тӑрӑхларах кулакан, пурне те ӑнланакан куҫӗсемпе пӑхса Воробьев комиссарӑн сарӑрах сӑнӗ курӑнса выртрӗ; ҫил ҫинче Зиночкӑн ҫулӑм пек ҫӳҫӗсем варкӑшрӗҫ; пӗчӗк вашават инструктор Наумов ун майлӑ пулса, ӑна ӑнланса куҫӗсене хӗссе тӑчӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Чӑнах та, чӑнах та! — терӗ вӑл, — эпӗ хаваслӑрах пулӑп; — хайхи, ахӑлтатса, хӑйӗн бубенне илчӗ те манӑн умра юрласа ташлама та сикме пуҫларӗ; анчах ку нумая пымарӗ, вӑл каллех вырӑн ҫине тӗшӗрӗлсе анчӗ те питне аллисемпе хупларӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Тул ҫутӑлас умӗн вӑл тӑчӗ, сухалне хырчӗ, питне ҫурӗ те, шӑп учреждени уҫӑлнӑ сехетре хӑйӗн пурнӑҫӗн ыйтуне татса памалли административнӑй служба майорӗн сӗтелӗ умне пырса тӑчӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тепӗр сехетрен, майор Стручков пӳлӗме пырса кӗнӗ чух, Мересьев питне ҫуса уҫӑлса, тӗкӗр умӗнче хӑйӗн хумлӑ-хумлӑ ҫӳҫӗсене тураса тӑнӑ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Халь тин Алексей унӑн ҫаврака, пур хӗрлӗ ҫӳҫлӗ ҫынсен пекех йӑлтӑркка ҫӳҫӗсем айӗнчен курӑнакан шурӑ питне лайӑхраххӑн курчӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӗр Мересьев кӑна, аллине туя тытнӑскер, уҫӑлса ҫӳреме килнӗ ҫын пек курӑнчӗ, — вӑл, ҫуллахи каҫӑн илемӗпе киленсе, пӗтӗм кӑкрипе сывласа, хыр тураттисем хушшипе тухакан ӑшӑ хӗвел пайӑркисем хайӗн питне ҫемҫен ӑшӑтнине туйса, ерипен утса пычӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унӑн питне тусанлӑ ӑшӑ ҫил пырса ҫапрӗ, куҫӗсем хирӗҫ иртсе каякан поездсене, симӗс решуткӑллӑ платформӑсене, симӗс вӑрмантан курӑнакан пӗчӗк дачӑсене, типсе ларма пуҫланӑ пӗчӗк юханшывсене, ҫурта пек тӳрӗ те хитре хырсене, илемлӗн курӑнакан инҫетри хирсене курса пычӗҫ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Мересьев куҫӗсене хӗсрӗ те, хӑйӗн кулакан питне хӗвел еннелле ҫавӑрчӗ.Мересьев зажмурил глаза, подставляя улыбающееся лицо солнцу.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
«Мӗншӗн эсӗ вӗсен пуҫне ҫавӑрма шут тытрӑн-ха? — тесе ыйтнӑ вӑл Лизӑран, — акӑ мӗн каласшӑн эпӗ сана: питне шуратни сана питӗ килӗшет; эпӗ, хӗрарӑмсен туалечӗн вӑрттӑн енӗсене пӗлместӗп, анчах эпӗ сан вырӑнта пулсан, пите пӗрмаях шуратса ҫӳренӗ пулӑттӑм; нумайах мар, ҫиелтен кӑна», — тенӗ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Питне шуратнине тата писев сӗрнине Алексей, тӳрех калас пулать, малтанах сисмен, каярахпа та асӑрхасах кайман.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Лиза, унӑн хура Лизи, питне шап-шур шуратнӑ мисс Жаксонран та ытларах писев сӗрсе тултарнӑ пулнӑ; суя кӑтрисем, хӑй ҫӳҫӗнчен нумай шурӑрахскерсем, ХIV-мӗш Людовикӑн парикӗ пек хӑпарса тӑнӑ; à l’imbècile ҫаннисем Madame de Pompadour фижми пек тухса тӑнӑ; пилӗкне икс саспалли пек ҫыхнӑ, амӑшӗн ломбарда хуман мӗн пур хаклӑ йышши чулӗсем ун пӳрнисем, мӑйӗ тата хӑлхисем ҫинче йӑлтӑртатса тӑнӑ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Анчах Лиза вырӑнне, куҫайӗн пӑхса, кӑшт ҫеҫ кникс туса, питне шуратнӑ, пилӗкне пӑвса ҫыхнӑ мисс Жаксон кӗнӗ те, Алексейӗн ҫар ҫыннилле хатӗрленсе тӑни ахалех пулнӑ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936