Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пулса (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр сӑмахпа каласан, акӑ мӗнле пулса тухать: эсӗ хӑть ҫерҫи пул, хӑть мӗнле те пулин урӑх вак-тӗвек выльӑх, хӑть этем пул, анчах арҫын-тӑк — эсӗ чӑн-чӑн, пӗр ултавсӑр производитель пулса тӑратӑн.

Одним словом, получается так: будь ты хоть воробей, хоть какая-нибудь скотиняка, хоть человек, но ежли ты мужеского пола, — ты и есть самый настоящий, без подмесу, призводитель.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ӗҫӗ акӑ мӗнле пулса иртрӗ.

Ну, так вот как оно дело было.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Пӑх-ха эсӗ, тем тӑрӑнать, усалсем улталанӑ пекех пулса тухрӗ.

— Скажи на милость, напасть какая-то, да только и делов.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тӑна кӗрсен, сулахай ура пӳрнисене сиктеркелесе, Ҫӑрттан мучи мӗн пулса иртнине ӑнланмасӑр, шухӑшлама пуҫларӗ:

Придя в себя, тихо пошевеливая пальцами левой ноги, Щукарь в полном недоумении стал размышлять:

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ ҫав Ӑман ҫырминче пулса курнӑранпа вӑхӑт нумай иртрӗ-и-ха?

Давно ли проезжал я по этой Червленой балке!

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ахаллӗн калас пулсан — «манӑн савниҫӗм», кӗнеке ҫинчи пек каласан, «апробация» пулса тухать.

По-простому сказать — «милушка ты моя», а по-книжному выходит «апробация».

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫӑрттан мучи куҫне шухӑшлӑн хӗссе илчӗ те сасӑпах: — Ҫакнашкал йӗркесӗр пурнӑҫра ҫылӑхсӑр пурӑнма та ҫук ҫав! Пӗтӗмпех ҫӗнӗлле, ташӑ ӑсти авкаланнӑ пек ним ӑнланмалла мар пулса пырать… — терӗ.

Дед Щукарь задумчиво сощурился и уже вслух проговорил: — Грехи наши тяжкие с такой неустроенной жизней! Все идет по-новому да все с какой-то непонятиной, с вывертами, как у хорошего плясуна…

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Мана Макарушка та ырласа ҫапла калать: «Эсӗ, мучи, пролетарьят пулса тӑтӑн, вакӑ харпӑрлах тытма килӗшменнипе лайӑх турӑн», тет.

Да и Макарушка меня одобряет, говорит: «Ты, дед, чистым пролетарьятом стал и хорошо сделал, что отказался от мелкой собственности».

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Юлашки вӑхӑтра, тӗрӗссипе илес пулсан, Ҫӑрттан мучин ӗҫӗ, яланхи пекех, пӗртте ӑнса пымарӗ, ку кун вара пӗтӗмпех пысӑк-пӗчӗк куренӳсемпе тулса ларчӗ, ҫавӑнпа та талӑк иртнӗ тӗле тем чухлӗ йывӑрлӑхсене тӳссе ирттернӗ Ҫӑрттан мучи пушшех те тӗшмӗшлӗрех пулса кайрӗ…

В последнее время, впрочем как и всегда, деду Щукарю положительно во всем не везло, ну а уж этот день выдался целиком сотканным из больших и малых огорчений и даже несчастий, так что к исходу суток, вконец измученный обильно выпавшими на его долю испытаниями, Щукарь стал еще более суеверен, чем когда бы то ни было прежде…

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Правлени ларӑвӗсем пулса иртекен тӗттӗмрех пӳлӗмре Яков Лукичпа кладовщик шашкӑлла выляҫҫӗ.

В полутемной комнате, где обычно происходили заседания правления, Яков Лукич и кладовщик играли в шашки.

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Пушӑ вӑхӑт пулсан, мӗнле те пулса килсе куратӑпах, факт! — шантарса каларӗ Давыдов, вара ҫавӑнтах, малтан калаҫнипе пачах ҫыхӑнман ыйту пачӗ.

— Как-нибудь в свободную минуту загляну непременно, факт! — заверил Давыдов и сейчас же, без видимой связи с предшествовавшим разговором, спросил.

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫакӑ пӗтӗмпех пӗр самантра пулса иртнишӗн Давыдов малтан тӗлӗннипе куҫне мӑчлаттарса илме ҫеҫ ӗлкӗрчӗ, унӑн пичӗ каярахпа ҫеҫ шуралма пуҫларӗ…

Все это произошло так мгновенно, что Давыдов в первый момент только ошалело заморгал, а бледнеть начал уже после…

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах тепӗр минутран пулса иртнӗ ӗҫе Давыдов тахҫан кайран та шиклӗн чӗтремесӗр аса илме пултараймарӗ.

Но через минуту произошло такое, о чем Давыдов и долгое время спустя не мог вспоминать без внутреннего содрогания.

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Йӗркене кӗрсен, Давыдов куҫ хӳрипе учительница ҫине пӑхса илчӗ, анчах лешӗ те, куллине пытарасшӑн пулса, кантӑк патнелле ҫаврӑнса тӑнӑ-мӗн.

Овладев собою, Давыдов с виноватой улыбкой покосился на учительницу, но увидел, что она, отвернувшись к окну, также пыталась скрыть смех.

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл, уссине якаткалам пек пулса, пӳрнипе ҫӳлти тутине сӑтӑрса илчӗ те ачасене савӑнӑҫлӑн куҫ хӗсрӗ.

Он с нарочитой важностью провел пальцами по верхней губе, делая вид, будто разглаживает усы, и дружески подмигнул ребятам.

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хӑй Шырланпуҫра пурӑнма тытӑннӑранпа чи хӗрӳ ӗҫ вӑхӑчӗ ҫитсе килнине Давыдов юлашки кунсенче ҫеҫ уҫҫӑн туйса илчӗ: утӑ ҫулса та пӗтермен-ха — ӗҫҫи килсе ҫитет, ыраш куҫ умӗнчех саралса пырать; унпа пӗрлех тенӗ пек урпа пулса ҫитет; ҫум курӑксем те ашкӑнсах ӳсеҫҫӗ; ҫавӑнпа та, уйрӑм хуҫалӑхсен анисемпе танлаштарсан, тем пысӑкӑш курӑнакан колхоз пуссисенчи хӗвел ҫаврӑнӑшӗпе кукуруз хӑйсене ҫӑм курӑкӗнчен тасатасса кӗтсе лараҫҫӗ; тулӑ вырма та кӗҫех тухас пулать.

Только в последние дни Давыдов ощутимо почувствовал, что настает самая напряженная рабочая пора за все время его пребывания в Гремячем Логу: еще не управились с покосом травы, а уже подходила уборка хлеба, на глазах начинала смуглеть озимая рожь; почти одновременно с ней вызревал ячмень; бурно зарастали сорняки, и молчаливо требовали прополки невиданно огромные, по сравнению с единоличными полосами, колхозные деляны подсолнечника и кукурузы, и уже не за горами был покос пшеницы.

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эсӗ, Давыдов, Макарушкаран та япӑхрах пулса пыратӑн, тупата туршӑн!

Ты, Давыдов, хуже Макарушки становишься, ей-богу!

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫӑрттан мучи, кӑштах лӑпланса, васкамасӑр кӑна урине тӑхӑнма пуҫларӗ, вара, Давыдова пачах асӑрхаман пек пулса, хӗрсех малалла каласа кайрӗ:

А Щукарь, немного успокоившись, стал не спеша обуваться и, уже не обращая на Давыдова никакого внимания, самозабвенно продолжал рассказ:

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Островновпа счетовод хӗрсех тем калаҫатчӗҫ, анчах Давыдов алӑка уҫса ярсанах, пӳлӗмре команда панӑ хыҫҫӑнхи пек шӑп пулса тӑчӗ.

Островнов и счетовод о чем-то оживленно говорили, но как только Давыдов открыл дверь — в комнате, будто по команде, наступила тишина.

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫирӗм ҫул маларах ҫуралас пулсан, эсӗ пурпӗрех чӑн-чӑн кулак пулса тӑнӑ пулӑттӑн, сана чӑнласах калатӑп!

Родись ты лет на двадцать раньше, из тебя непременно вышел бы самый настоящий кулак, фактически тебе говорю!

XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней