Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

урам сăмах пирĕн базăра пур.
урам (тĕпĕ: урам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем ҫак килӗшӳсӗр сӑвва темӗн тӗрлӗ калама, вӗҫӗмсӗр улӑштарма вӗренсе ҫитнӗ, вара йӗп-йӗпе тара ӳкнӗ Давыдов, ачасене, Лушкӑна тата хӑйӗн ҫемҫешке кӑмӑлне чунтан ылханса, Лушкӑпа пӗрле икӗ урам тӑваткалӗ кайнӑ ҫӗре хайхи «унаман чуста» унанӑ чуста, тӑварсӑр, кӑпӑш, тутлӑ чуста тата темле чуста та пулса тӑнӑ.

Они бешено изощрялись, без конца варьируя свое нелепое двустишие, и пока мокрый от пота Давыдов проходил с Лушкой два квартала, кляня в душе ребятишек, Лушку и свою слабохарактерность, «кислое тесто» последовательно превращалось в крутое, пресное, сдобное, сладкое и так далее.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сасартӑк N господин йӑл кулса ячӗ, вара пуҫне сӑтӑрса илчӗ те: — Маншӑн чи лайӑххи вӑл, — терӗ хыттӑн, — «иккӗллӗ вуннӑ» уявне пӗрремӗш хут уявланӑ хыҫҫӑн урам хушшипе никам йӗкӗлтесе кулнине, вӑрҫнине илтмесӗр ҫӳрени.

Господин N улыбнулся, провел рукой по волосам и неожиданно громко произнес: — А знаешь, что радует меня больше всего? Что с первого же дня революции я могу смело ходить по улицам, не слыша больше ни насмешек, ни ругани.

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Кӑнтӑрла вара, пурте вилсе пӗтнӗ пек пуш-пушӑ урам тӑрӑх утса тух — пӗр ҫынна та тӗл пулаймӑн.

В полдень пройти по мертвой улице — человека не встретишь.

38-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Урам вӗҫӗнчи пӗчӗкҫеҫ пӳрт умӗнче, тӑпрас ҫинче, пӗр ватӑ, анчах та патвар мучи ларать.

Возле крайней хатенки на завалинке сидел старый, но молодцеватый дед.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӳртӗн урам енчи кантӑкӗ уҫӑ тӑрать.

В курене окно на улицу раскрытое.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ну, эсӗ акӑ мӗн… ку ӗҫе ан хутшӑн… — урам хушшинчех чарӑнса тӑрса йӑлӑнчӗ Макар.

— Ну, ты вот чего… зараз в это дело не лезь… — останавливаясь среди улицы, попросил Макар.

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пире выҫӑ вӗлерес мар тесе, анне урам тӑрӑх кайрӗ!

Пошла на улицу мать, чтобы мы с голоду не подохли!

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Мӗнле урам пултӑр унта, урам ҫинчен асна та ан ил!

Какие там линии — и в помине не было линий!

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Акӑ пӗрремӗш урам-ха, мана пиллӗкмӗш урам кирлӗ, ҫиччӗмӗш ҫӳрт.

Вот и первая линия, а мне нужно на Пятую линию, семь.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӳречесем ҫине ӳксе йӑлтӑртатать, тӗттӗмре чупакан салтаксен мӗлкисем курӑнаҫҫӗ, хӗрлӗ ялав татӑкӗсем, заряд ещӗкӗсем, лафетсем, урам урлӑ йӑвантарса вырттарнӑ конка вагонӗсем курӑнаҫҫӗ.

Вспыхивал в стеклах, выдергивал из темноты бегущих солдат, красные лоскутья флагов, зарядные ящики, лафеты, поваленные поперек улицы конки.

XVI. «Башеннӑй, пер!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Урам тӑрӑх винтовкӑран пенӗ сасӑсем вӑрӑм рельсӑсем пек тӑсӑлнӑ.

Длинными рельсами упали вдоль мостовых железные винтовочные залпы.

XVI. «Башеннӑй, пер!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Йӗпеннӗ урам шӑнатчӗ пулин те, шинелӗм хулпуҫҫинчен сирӗлсе кайнӑччӗ пулин те, ҫак тӗлӗкпе уйрӑлмашкӑн маншӑн питӗ хӑрушӑччӗ.

Мне было страшно расстаться с этим сном, хотя и холодно было промокшей ноге, хотя далеко сползла с плеча и подмялась шинель.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗтӗмпех кураттӑм эпӗ: юр хӳсе кайнӑ шавсӑр урамсене те, пӗчӗк ҫунашка ҫинчи чӗркенӗ вилле те, урам леш енӗпе пӗр карчӑк туртса пыракан тепӗр вилле те куртӑм.

Я видела всё: бесшумные, занесённые снегом улицы, спелёнатый труп на саночках и ещё другой труп, который какая-то женщина везла по той стороне,

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗнер ҫеҫ сӗм-тӗттӗм урам хушӑкӗсем паян ҫутӑпа тулнӑ аслӑ ҫырмасем пек ялкӑшса юхаҫҫӗ.

Вчера еще темные, ущелья улиц сегодня превращаются в русла светоносных рек.

30 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Таҫта, пиншер километр инҫетре, Гвадаррама тӑвӗсем ҫинче, ҫапӑҫу пырать, манӑн каҫхи сӗтел тӗлӗнче пӗчӗк ялавсемпе тирсе тултарнӑ картта ҫакӑнса тӑрать; инҫетри паллайми Испани, Хосе Диаспа Долорес Ибаррури Испанийӗ мана хам ачалӑха ирттернӗ тӑван урам пек ҫывӑх туйӑнать.

Где-то за тысячу километров, в горах Гвадаррамы, идут бои; истыканная флажками карта висит над моим ночным столиком; Испания, далёкая и таинственная, Испания Хосе Диаса и Долорес Ибаррури, становится близка, как улица, на которой я провела своё детство.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ площадь урлӑ часрах чупса каҫрӑм, хам пӗлекен сарлака урам тӑрӑх пӑхса илтӗм.

Я перебежала через площадь, глянула вдоль знакомой широкой улицы.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Лешӗ, кӗтмен ҫӗртен, урам кӗтессинчен сиксе тухнӑ.

Она неожиданно выскочила из-за угла.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Халӗ Ишекре 14 урам та 200 яхӑн кил.

Помоги переводом

Ишек // Наг ТУРАН. Самант, 2013, 11№

Акӑ унӑн шакмаксем сарса тунӑ урам урлӑ каҫса каймалла, кунта ӑна шахмат вӑййи аса килет, чул ҫинчен чул ҫине шахмат лаши пек сикме тытӑнать: икӗ чул тӳрех те, тепӗри — чалӑшла.

Когда надо было пересекать улицу, мощенную брусчаткой, он перешел ее ходом шахматного коня — два камня прямо, один наискосок.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Трамвай ҫинчен анса, хамӑн йывӑр чӑматанӑма ҫӗклесе утнӑ урам та пушӑрах курӑнчӗ.

Пустовата была и та, по которой, сойдя с трамвая, я тащилась с моим чемоданом.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней