Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кайнине (тĕпĕ: кай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ сана куртӑм тесе каласа кӑтартсан кайран курӑсӑнччӗ Катя епле савӑнса кайнине.

И ты бы видел, что с нею сталось, когда я сказал, что видел тебя!

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл Фрунзе училищинчен кайнине пӗлеттӗм, унтан вара вӑл гидрографически судно командирӗ пулчӗ, МВФ Халӑх Комиссариачӗн Гидрографически управленийӗнче ӗҫлерӗ.

Я знал, что он ушёл из училища Фрунзе, командовал гидрографическим судном, работал в Гидрографическом управлении наркомата ВМФ.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вара эпӗ хам Испанирен таврӑнсан Катьӑпа Энск хулине кайнине аса илтӗм, ун чухне те ачасем, ман хыҫран ҫӳресе, хам мӗн тунине пурне те туса пыратчӗҫ.

И мне вспомнилось, как после Испании мы с Катей поехали в Энск и как мальчики в Энске ходили за мной и всё делали совершенно так же, как я.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ месерле выртса пӗлетелле пӑхатӑп та вӑл сайра ӑвӑслӑх витӗр тӗттӗмленсе таҫта инҫете кайнине асӑрхатӑп.

Лёжа на спине, я смотрел в небо, которое всё темнело и уходило от меня среди трепещущих жидких осин.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр-пӗрне куҫран пӑхса илнӗ чух унӑн пичӗ шурса кайнине асӑрхарӑм.

У него было белое лицо, когда, одновременно обернувшись, мы взглянули в глаза друг другу.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Шурӑ кӗпепеччӗ хам, калаҫассӑм та кулассӑм та килетчӗ, илемлӗрех пулма тӑрӑшаттӑм, мӗншӗн тесен хам ыттисене килӗшекен пулни Саня кӑмӑлне те кайнине пӗлеттӗм эпӗ!

в белом платье, говорить и смеяться и стараться быть красивой, потому что я знала, что ему нравится, когда я нравлюсь другим!

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл ытла ҫӳле вӗҫме кайнине пӗлсен, эпӗ ӑна ирхаллӗн ҫырткаламалли апат хатӗрлеттӗм.

я готовила ему лёгкий завтрак, когда знала, что он идёт на высокий полёт.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эсир пӗлетӗр ӗнтӗ, август уйӑхӗнче эпӗ Ленинград фронтӗнчен кайнине.

 — Вы знаете, что в августе я уехал с Ленинградского фронта.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Екки кайнине пула вӑл манпа та ӗҫленӗ чухнехи сассипех калаҫма тытӑнчӗ:

По инерции она и со мной заговорила деловым тоном:

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ачасем мӗнле кайнине аса илсен, халӗ те ман ӑшӑм вӑркать, ун ҫинчен пӗтӗмпех каласа та параймастӑп.

До сих пор я волнуюсь, вспоминая, как уезжали дети, — между прочим, ещё потому, что не в силах рассказать об этом со всей полнотой.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӗсем пӗр-пӗринпе алӑран-алла тытӑнса хастарлӑн пычӗҫ, анчах ҫакна куҫҫуль юхтармасӑр пӑхма пулмарӗ, — ҫак пӗчӗкҫӗскерсем ҫурӑмӗсем ҫине кутамккасем ҫакса кайнине курсан ирӗксӗрех куҫҫуль тӑкӑнчӗ!

Они шли, взявшись за руки, бодро, но это было невозможно, невозможно видеть без слёз, как они идут, такие маленькие и уже с мешками за спиной!

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл каллех чире кайнине куртӑм эпӗ.

Я видела, что он опять заболевает.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Лаҫра, пӗртен-пӗр пӗчӗк чӳречене хаҫатпа карса хунӑран чылай тӗттӗм пулсан та, эпӗ хут тӗркисен хушшинчен кӑнттамрах почеркпа ҫырнӑ пӗр листана туртса кӑларсан, Игорь епле хӗрелсе кайнине чиперех асӑрхарӑм.

Несмотря на то что в пристроечке нашей, после того как я закрыла газетой окошко, стало почти совсем темно, я все же заметила, как покраснел Игорь, когда я вытащила из кипы бумажек листок, исписанный угловатым, неровным почерком.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

М.Р. Федотовӑн этимологи словарӗпе чӑваш чӗлхинчи сӑмахсем мӗнле пулса кайнине тата пирӗн чӗлхене ӑҫтан лекнине ӑнлантарса парать.

Вместе с этимологическим словарем М.Р. Федотова он объясняет как произошли слова и откуда они попали в наш язык.

Сӑмахсарсен сайчӗ ҫӗнӗ словарьпе пуянланчӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/23064.html

Мускава хӳтӗлеме туркмен халӑхӗн чи лайӑх йӗкӗчӗсем кайнине, вӗсене Сталин хӑй чӗнсе илнине хӗрӳллӗн пӗлтерчӗ мана Курбан.

И долго еще пояснял мне Курбан, что пошли защищать Москву самые лучшие туркменские джигиты.

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Проводницӑран расписани ыйтса илсе, мӗнле-мӗнле станцисем хыҫа юлнине паллӑ тӑвать, поезд талӑкра мӗн чухлӗ кайнине хисеплет.

Выпросив у проводницы расписание, он отмечает, какие станции мы проехали, подсчитывает, сколько километров за сутки сделал наш поезд.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ ӑна хамӑр ӑҫта кайнине каласа патӑм.

Я ему рассказала, куда мы едем.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ ун ҫине ҫаврӑнса пӑхрӑм та, вӑл ӑшӑ ыйӑха кайнине куртӑм.

И, взглянув на нее, я увидела, что она спит.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах та гороскопсем ҫухалнине тата кимме илсе кайнине паянччен те ӑнланма ҫук.

Но до сих пор были непонятны исчезновение гороскопов и кража лодки.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Горки станци ҫывӑхне кайнине пӗлеҫҫӗ, тата — Водохранилище хӗрринче ҫӗр каҫассине.

Знают, что поехали до станции Горки, поход с ночевкой на берегу водохранилища.

4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней