Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ирттернӗ (тĕпĕ: ирттер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Н.А. Синелев – «Раҫҫей – Франци» ятпа ирттернӗ радиокурав ҫӗнтерӳҫи, тӗп приз хуҫи.

Помоги переводом

Сӑмахӑм – тетем ҫинчен // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &id=237685

— Мониторинг ирттернӗ лавккасенче республикӑри тӗрлӗ предприяти хатӗрлекен мӗнпур йышши апат-ҫимӗҫ, пылак ҫимӗҫ, сӗт юр-варӗ, ял ӗҫченӗсем ҫитӗнтерекен пахчаҫимӗҫ, ҫӗрулми, ӗҫмелли шыв, эрех-сӑра, ытти тавар ҫителӗклӗ пуррине хамӑр куҫпа курса ӗнентӗмӗр, — терӗ ял хуҫалӑх министрӗ рейда пӗтӗмлетсе.

Помоги переводом

Хамӑрӑн тавара туянӑр! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.20

Ял хуҫалӑх министерстви кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче ирттернӗ мониторинг пӗтӗмлетӗвӗ ҫавнашкал: потребительсем туяннӑ тавар тата пулӑшу ӗҫӗсен хакӗ пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнчипе танлаштарсан 2,5 процент /Раҫҫейре — 3,3/ ӳснӗ.

Помоги переводом

Хамӑрӑн тавара туянӑр! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.20

Анчах ку меслете ырлакансем сахал пулнӑран урӑх шухӑш тытрӗҫ, пуху ирттернӗ пек туса протокол ҫырса алӑ пусрӗҫ те ӗҫ пулчӗ.

Помоги переводом

Шӑннӑ чӗресем пирки // Базиль Кириллов. https://chuvash.org/content/3102-%D0%A8% ... D0%B8.html

Инҫе кайма та кирлӗ мар — ӗнер кӑна Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи Ҫӑкалӑх ялӗ хӑйӗн уявне ирттернӗ, вӗсем те ҫырма вырӑсла кӑна ӑс ҫитернӗ.

Помоги переводом

Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1

11-мӗш класра вӗреннӗ чухне вырӑс чӗлхипе республика шайӗнче ирттернӗ олимпиадӑра 1-мӗш вырӑн йышӑнтӑм.

Помоги переводом

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

Юбилее хатӗрленсе Шупашкар хула администрацийӗ питӗ пысӑк калӑпӑшлӑ ӗҫ туса ирттернӗ.

Помоги переводом

Уявра парад та пулӗ // Юрий ЛИСТОПАД. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Кунта кӑна мар, ӳнерҫӗн ытти ӗҫӗсенче те эрмен халӑхӗ 100 ҫул каялла тӳссе ирттернӗ хӑрушӑ геноцид куҫа курӑнман асӑрхаттаруллӑ хӗрлӗ йӗрпе палӑрса тӑрать.

Помоги переводом

Аннесен куҫҫулӗ юхнӑ чух чулсем те йӗреҫҫӗ // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Чӑваш писателӗсемпе композиторӗсем йӗлтӗрҫӗ-ударниксене хисеплесе юрӑ ҫырас тӗллевпе конкурс ирттернӗ.

Помоги переводом

Ӗҫ­не кура мухтавӗ // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 2012.06.12

Районта ҫамрӑк йӗлтӗрҫӗсемпе тупӑшусем ирттернӗ.

Помоги переводом

Ӗҫ­не кура мухтавӗ // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 2012.06.12

Чӑваш Республикинче 2016 ҫулта ку енӗпе 74 тӗрӗслев ирттернӗ, саккуна пӑснӑ 61 тӗслӗх тупса палӑртнӑ.

В 2016 году в этом отношении было проведено 74 проверки, и было выявлено 61 пример нарушения закона.

Пахалӑхӗ тивӗҫтерет-ши? // Надежда Васильева. «Хресчен сасси», 5(2643)№, 2017.02.09

Ҫакна пула Андрей ытларах ашшӗпе вӑхӑт ирттернӗ.

Помоги переводом

Ял пурнӑҫне кӑмӑллакан Типшӗм Андрей // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Енри Общество палатин председателӗпе Алексей Судленковпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ.

Помоги переводом

Влаҫпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеҫҫӗ // Юрий ПЕТРОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Кӑҫалхи халиччен ирттернӗ мероприятисенчен мӗнпе уйрӑлса тӑрать? - ҫакна уҫӑмлатрӗ Чӑвашстат ертӳҫи Эльвира Максимова республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсен журналисчӗсем валли ирттернӗ пресс-конференцире.

Помоги переводом

«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Алексей Никифорович тырпул туса илессине наука вӗрентӗвӗн никӗсӗ ҫинче туса пырассине йӗркелесе янӑ, анлӑ лаптӑксем ҫинче сӑнавсем ирттернӗ, ҫӗнӗ меслетпе пур ҫӗрте те пысӑк тухӑҫ илме май пуррине кӑтартса панӑ.

Помоги переводом

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Икӗ район – Элӗкпе /6370 кг\ Сӗнтӗрвӑрри /6242\ районӗсем – 6000 килограмран ирттернӗ.

Помоги переводом

Сӗт юр-варӗ сывлӑхшӑн усӑллӑ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Мӑшӑрӗ вӑхӑтне ытларах ӗҫре ирттернӗ.

Помоги переводом

Йӗппи ӑҫта — ҫиппи ҫавӑнта // Зинаида СОЛОВЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Илтнӗ тӑрӑх — ҫӗнӗ йыш чылай мероприяти ирттернӗ.

Помоги переводом

Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Эпӗ студент чухнех авланнӑ та арӑмпа Светлана Зиновьевнӑпа канмалли кунсене, отпусксене ялта ирттернӗ.

Я женился студентом и с женой Светланой Зиновьевной все выходные дни, отпуска проводили в деревне.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Вӗсем ҫул ҫитменнисем валли пушар хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе викторина ирттернӗ.

Они провели викторину для несовершеннолетних по пожарной безопасности.

Тӗллев — лайӑхрах пуласси // Хыпар. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней