Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ҫӗр сăмах пирĕн базăра пур.
Ҫӗр (тĕпĕ: ҫӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Халӑх инвентаризацийӗн» пӗрремӗш тапхӑрӗнче 1700 ытла хуҫасӑр е тухӑҫсӑр усӑ куракан ҫӗр лаптӑкне тупса палӑртнӑ, вӗсене кирлӗ пек ҫырса йӗркелемелле тата ҫаврӑнӑша кӗртмелле.

В ходе первого этапа «народной инвентаризации» земельных участков выявлено более 1700 пустующих или неэффективно используемых участков, которые следует должным образом оформить и пустить в оборот.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Пӗлтӗр муниципалитетсен умне хуҫасӑр ҫӗр пайӗсемпе вырӑнлӑ усӑ курассине тата бюджетӑн тупӑш пайне пысӑклатассине тивӗҫтерме вӗсене муниципалитет харпӑрлӑхне шута илмелли ӗҫе виҫӗ ҫулта вӗҫлеме тӗллев лартнӑччӗ.

В прошлом году перед муниципалитетами была поставлена задача за три года завершить работу по регистрации в муниципальную собственность невостребованных земельных долей для обеспечения их рационального использования и пополнения доходной части бюджета.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Анчах та халичченех ялхуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ 40 пин ытла гектар ҫӗр усӑ курманнисен йышӗнче шутланать.

Однако до сих пор остаются необработанными более 40 тыс. га земель сельскохозяйственного назначения.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Республикӑри ҫӗр ӗҫченӗсемшӗн тата аграри секторӗшӗн хушма майсем уҫӑлчӗҫ.

Перед земледельцами и аграрным сектором республики открылись дополнительные возможности.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Инвестор ҫӗр лаптӑкӗсене илнӗ, строительство пирки калаҫса килӗшнӗ, инженери инфратытӑмӗпе ҫыхӑнтарнӑ чухне муниципалитет шайӗнче ҫивӗч ыйтусемпе тӗл пулать пулсан, вӑл урӑх территорие е урӑх региона куҫать тата ӑна ҫакна тума нимле инвестици ҫӑмӑллӑхӗсем те чарма пултараймаҫҫӗ.

Когда инвестор на муниципальном уровне столкнется с проблемами при получении земельных участков, согласовании строительства, подключении к инженерной инфраструктуре, он уйдет на другую территорию или в другой регион, и никакие инвестиционные преференции его не удержат.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Патшалӑх харпӑрлӑхӗпе усӑ курасси унчченхинчен чылай тухӑҫлӑрах пулса пырать, республикӑн ҫӗр айӗнчи пурлӑхӗсемпе усӑ курнӑшӑн кӗрекен укҫа-тенкӗ вуншар хут ӳсрӗ.

Значительно эффективнее, чем раньше, используется государственная собственность, поступление средств за использование недр республики увеличилось в десятки раз.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Тӳрӗ мар кӑмӑллӑ инвесторсен преступлениллӗ ӗҫӗсене пула темиҫе ҫӗр пайҫӑ хӑйсене пама шантарнӑ хваттерсӗр тӑрса юлнӑ, вӗсен умӗнчи пурнӑҫламан тивӗҫсен виҫи 2 миллиард тенке ҫитнӗ, ҫурт-йӗре комплекслӑ майпа лартмалли «Ҫӗнӗ хула» чи пысӑк проект пурнӑҫланма чарӑнса ларнӑ.

Из-за преступной деятельности недобросовестных инвесторов несколько сотен дольщиков не получили обещанных квартир, размер не выполненных перед ними обязательств достиг 2 млрд. рублей, был заморожен самый крупный проект комплексной застройки – «Новый город».

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Ҫӗр ҫинче пурӑнакан кашни ҫыннӑн шӑпи хӑйне евӗр.

Помоги переводом

Ял халӑхӗ савӑнать… мӑнукӗсем – мӑнаҫланаҫҫӗ // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 2016.02.16

Унта Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев, вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ Владимир Иванов, пурлӑхпа ҫӗр хутшӑнӑвӗсен патшалӑх комитечӗн председателӗ Наталья Тимофеева, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов, Ҫветтуй Татиана чиркӗвӗн настоятелӗ Николай Иванов протоиерей, Тинӗс-ҫар флочӗн, Раҫҫей Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсен ветеранӗсем хутшӑнчӗҫ.

Там приняли участие Глава Чувашской Республики Михаил Игнатьев, министр образования и молодежной политики Владимир Иванов, председатель государственного комитета по имуществу и земельным отношениям Наталья Тимофеева, Глава города Чебоксары Леонид Черкесов, настоятель церкви Святой Татианы протоиерей Николай Иванов, ветераны Вооружённых Сил России.

Ҫӗршыва усӑ кӳрекен ҫын пулса ӳсӗр // Ирина ПУШКИНА. http://hypar.ru/ru/node/15764

Ҫӗр ҫул каялла Турцире эрмен халӑхне хирӗҫле хӑрушӑ геноцид пулнӑ, ҫавна пула пирӗн нумайӑшӗн йӑх йывӑҫҫи ҫухалнӑ.

Сто лет назад в Турции был ужасный геноцид против армянского народа, поэтому у многих из нас потерялось родовое древо.

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

— Сӑранҫӑ патне кайрӗ пуль; ху каларӑн-ҫке ӑна ҫӗр лир илсе кайма.

— Должно быть, отправился к кожевнику; ты велел отвезти ему сто лир.

III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӗр ҫыншӑн тӑшманӑн ҫӗр ҫыннине пӗтерӗпӗр!

За одного — сотню!

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫӗр ылтӑнне тупайрӑр-и? — пӑшӑлтатса ыйтрӗ Бӑрзобегунек.

— А сто золотых достали? — спросил Бырзобегунек шепотом.

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫӗркаҫ ҫӗр варринче Каблешков килчӗ.

— Вчера поздно ночью приехал Каблешков.

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ровоама хаджи тесен, Бойчо мӗнле вилнине сехре хӑпартмалла тӗплӗн кала-кала кӑтартрӗ: Огнянов аманнӑ пулнӑ та имӗш, ҫӗр варринче ҫырмаран хӑпарасшӑн тем пек асапланнӑ, тет, кашкӑрсем вара ӑна ҫавӑнтах кӑшласа янӑ пулать.

Хаджи Ровоама описывала смерть Бойчо с потрясающими подробностями: но ее словам, он, раненый, ночью пытался выползти из оврага, но волки свели его заживо.

I. Бяла Черква // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кӗмӗл уйӑх ҫути ҫарана ҫутатрӗ, йывӑҫсен тӗлӗнмелле мӗлкисем ҫӗр ҫине хывӑнчӗҫ.

Серебристый лунный свет залил луга, и деревья отбросили на землю причудливые тени.

XV. Кӗтмен тӗл пулу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӗр кӑмӑлӗ унӑн вӑйлӑ тӑвӑлпа ҫил-тӑман кӗтекен паттӑр хыр пек, тепри вара — хӗвел ҫутипе сывлӑм курасшӑн ҫунакан шӑлан чечекӗ пек ачаш пулчӗ, анчах икӗ кӑмӑлӗ те пӗр ҫӗр ҫинчех ӳсет, хӗвелӗсем кӑна уйрӑмшар.

И одна любовь была как исполинская сосна, ожидающая бурь и метелей, другая — как нежный цветок, жаждущий солнечного света и росы; но обе выросли на одной почве, только под двумя разными солнцами…

XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Маларах каланӑ сӑмах унӑн ӑс-тӑнӗ «пӑнтӑхнине» пӗлтерет ӗнтӗ, тепри вара — чӑпӑрккана пуҫ тайни пулать: тӗрӗк чӗлхине юратакан пӑлхар ҫынни, тӗрӗксене хӑйсене те юратса, пӗр вӗсенчен кӑна ҫӗр ҫинчи ырлӑха кӗтет-ҫке.

Первое свидетельствовало о косности и заплесневелости его ума, второе — о преклонении перед бичом: ведь любить турецкий язык мог только тот болгарин, который любил и самих турок или ждал от них благ земных.

XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫӗр тӗпне анса каясса ҫитрӗ вӑл.

В пору было хоть сквозь землю провалиться.

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тен, ҫӗр ҫын та пӑхать пуль ӑна ҫак самантра, ҫавӑнпа вӑл хӑйне халь-халь аптраса ӳкес пек тыткалать.

Рада чувствовала, что на нее устремлены сотни любопытных взглядов, и это смущало ее до потери самообладания.

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней