Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӑлса (тĕпĕ: ҫӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мана вилӗмрен ҫӑлса хӑвартӑн ав… —

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Юрать санитари пуйӑсӗн начальникӗ ҫӑлса хӑварчӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тен, вӑл Ваньккана шеллет, ӑна тата пысӑкрах инкекрен ҫӑлса хӑварасшӑн?

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Халь вара, тусӑм, кайиччен ҫӑлса хӑвар пире, тархасшӑн, ҫитсе кил ҫав Мурӑма…

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл хӑйӗн ентешне, юлташне, командирне ҫӑлса хӑвараймарӗ, Улькана панӑ сӑмаха тытаймарӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Кӑнтӑрла иртни 1 сехетсенче аттепе анне килтеччӗ. Атте ӑнсӑртран тӑнне ҫухатрӗ. Анне васкавлӑ медпулӑшу чӗнчӗ, ӑна хӑй искусствӗннӑй май сывлаттарма тытӑнчӗ. Тухтӑрсем 10 минутран ҫитрӗҫ, анчах аттене ҫӑлса хӑвараймарӗҫ», — каласа кӑтартнӑ Олег Мустаевӑн хӗрӗ Силиса.

«В час пополудни родители были дома. Отец неожиданно потерял сознание. Мама вызвала скорую медпомощь, стала делать ему искусственное дыхание. Врачи пришли через 10 минут, но отца спасти не смогли», — рассказала дочь Олега Мустаева Силиса.

Паян Олег Мустаевӑн чӗри тапма чарӑннӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31269.html

Сирӗн ӗҫӗре нимӗнле сӑмахпа хаклама та май ҫук, эсир хӑвӑра шеллемесӗр ӗҫленине пула пиншер ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ.

Ваш труд бесценен, благодаря вашей самоотверженной работе спасены тысячи жизней.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1

Вӑхӑтра тунӑ ӗҫсене пула ҫӗршер ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма, пурлӑх тӗрӗс-тӗкеллӗхне тивӗҫтерме май килет.

Своевременно принятые меры позволили спасти сотни человеческих жизней, минимизировать последствия чрезвычайных ситуаций и обеспечить сохранность имущества.

Михаил Игнатьев Ҫӑлавҫӑ кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/12/27/news-4004092

Сирсе янӑ терактсем, обществӑпа патшалӑха хирӗҫ тӑвакан тупса палӑртнӑ тата уҫса панӑ преступленисем, ҫӑлса хӑварнӑ пурнӑҫсем – ҫаксем пурте сирӗн ӗҫ кӑтартӑвӗсем, ҫынсем ҫавна пула хӑйсене хӳтлӗхре туяҫҫӗ тата малашлӑха шанчӑклӑн пӑхаҫҫӗ.

Предотвращённые теракты, выявленные и раскрытые преступления против общества и государства, спасённые жизни людей – это результаты вашей работы, благодаря которой граждане чувствуют защищённость и уверенность в завтрашнем дне.

Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийӗн Хӑрушсӑрлӑх органӗсен ӗҫченӗ кунӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/12/20/news-4000191

Фирмӑна ҫӑлса хӑварас тесе икӗ пӳлӗмлӗ хватерне, унти япалисене сутни та ҫӑлса хӑвараймарӗ.

Помоги переводом

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Ырӑ ҫынсем милици уйрӑмне шӑнкӑравласа хӗрачана вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ, ачасен ҫуртне леҫнӗ.

Помоги переводом

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Ҫӑлавҫӑсен пысӑк ӑсталӑхӗ, дисциплинӑна пӑхӑнни тата кал-кал ӗҫӗ ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма, пурлӑх сыхлавлӑхне тивӗҫтерме май парать.

От подготовки, дисциплины, слаженности действий спасателей зависят жизнь людей, сохранность имущества.

Михаил Игнатьев Пушар хуралӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/04/30/news-3841470

Сире Ҫӑлавҫӑ кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп, пысӑк шайри професси ӑсталӑхӗшӗн, вӑр-вар та ҫирӗп чунлӑ пулнӑшӑн, тивӗҫе парӑнса тата тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлакан службӑшӑн, хӑрушсӑрлӑхпа шанчӑклӑн тивӗҫтернӗшӗн, Чӑваш Енре пурӑнакан ҫынсен ҫӑлса хӑварнӑ пурнӑҫӗсемпе сывлӑхӗсемшӗн тав тӑватӑп!

От всей души поздравляю вас с Днем спасателя, благодарю за высокий профессионализм, оперативность, решительность, верную и преданную службу, надёжное обеспечение безопасности, за спасённые жизни и здоровье жителей Чувашии!

Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Ҫӑлавҫин кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2021/12/27/gla ... et-s-dnyom

Носович генерала, арестран хӑтарса Балашова ӑсатнипе, Троцкий ҫӑлса хӑварать.

Генерала Носовича спас Троцкий, освободив его из-под ареста и направив в Балашов.

8 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Царицына ҫӑлса хӑварасси вӑл пӗтӗм фрончӗпе — Воронеж кӗпӗрнин ҫурҫӗр кӗтессинчен пуҫласа Сальски ҫеҫен хирӗ таран — наступлени тӑвассинче пулмалла тенӗ ҫӗнӗ тема хаяррӑн та уҫӑмлӑн илтӗнет….

Суровой ясностью звучала новая тема: оборона Царицына должна быть наступлением по всему фронту — от севера Воронежской губернии до Сальских степей.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Царицына ҫӑлса хӑварасси, кунччен пӗр Царицын ӗҫӗ ҫеҫ пек курӑнаканскер, пӗтӗм Совет республикине ҫӑлса хӑварасси таранах хакланса ӳснӗ.

Оборона Царицына, казавшаяся до этого делом одного Царицына, поднималась на высоту обороны всей Советской республики.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вӗсен чи пысӑк шанчӑкӗ ҫакӑ пулнӑ: кӗпере ӗлӗкхи ведомствосем «ӗҫ вӑйӗ» текен вӑй мар, боевой пролетариат тумалла, ку пролетариат ҫак ӗҫе тӑвасси вӑл — эшелонсенчи пурлӑха ҫӑласси, темиҫе пин пурнӑҫа ҫӑласси, Царицына ҫӑласси, вӑлах тата ҫак хӑрушӑ уйӑхсенче революцине ҫӑлса хӑварасси пулни иккенне лайӑх ӑнланать.

Главной надеждой на успех им представлялось то, что строить мост будет не прежняя — по ведомостям — «рабочая сила», но боевой пролетариат, понимающий, что эта работа означает спасение эшелонного имущества, спасение тысячей жизней, спасение Царицына, спасение в эти страшные месяцы пролетарской революции.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вара ҫакӑ, пӗр ҫакӑ кӑна — задачӑсем пысӑк пулни тата мораль тӗлӗшӗнчен чӑтӑмлӑ пулни анчах ҫӑлса хӑварчӗ те революцие.

И это, и только это, спасло революцию: величие ее задач и суровость ее морального поведения.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ку канашлу: Российӑна Антантӑпа союз тытни ҫеҫ тата капитализм енне калла таврӑнмалла текен ҫирӗп лозунг ҫеҫ ҫӑлса хӑварма пултарать, тесе йышӑнать.

Они вынесли, резолюцию: Россию может спасти только союз с Антантой и твердый лозунг: назад — к капитализму.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Дон ҫийӗнчи Новочеркасскра, нимӗҫсен хӳттинче, «Дона ҫӑлса хӑтаракан круг» ятлӑ ушкӑн пуҫтарӑннӑ; казак офицерӗсемпе станицӑсенчи пуянсем ҫак пухура, нимӗҫсем тӗллесе кӑтартнӑ тӑрӑх, ҫивӗч чӗлхе-ҫӑварлӑ ҫамрӑк генерала, Краснова, Дон ҫинчи «всевеликое войско» атаманӗ пулма суйласа лартнӑ; вара Краснов — «Круга» — кӗркунне тӗлне пӗтӗм Дон округӗсене, Атӑл ҫинчи Царицын хулипе пӗрле, хӗрлисенчен йӑлтах тасатӑп, тесе сӑмах парса пуҫҫапнӑ.

В Новочеркасске-на-Дону, под защитой немцев, собрался «Круг спасения Дона», на котором казачье офицерство и крепкие станичники избрали указанного немцами молодого речистого генерала Краснова в атаманы всевеликого войска Донского, и Краснов поклонился «Кругу» на том, что к осени очистит донские округа вместе с приволжским Царицыном от красных.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней