Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӑлса (тĕпĕ: ҫӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Павӑл Ухтиван ҫине ҫав тери пысӑк япала ҫине пӑхнӑ пек кӑшт ҫӑварне карса та алчӑраса кайса пӑхса тӑнӑ хушӑра Ивук ҫенӗке кӗрсе тухрӗ, пахчана кайса темиҫе тӗп сухан ҫӑлса килчӗ.

Увидев Ухтивана, Павел уставился на него как на невидаль, аж рот раскрыл от удивления, Ивук тем временем успел сбегать в огород и вернулся с пучком лука.

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫӑлса хӑварнӑ пулӑттӑн эсӗ вире!

Помоги переводом

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Тен, эпӗ вире ҫӑлса хӑварнӑ пулӑттӑм, кам пӗлет-ха, акнӑ пӑтӑ шӑтать-и вӑл сирӗн? — хӑйне тӳрре кӑларма тытӑнса пӑхрӗ Сехре Иванӗ.

Помоги переводом

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Шӑрӑх кунсем тӑраҫҫӗ, калчана ҫӑлса хӑвармалла — Кудрявцева ҫук, вӑл тырӑ вырма тухас умӗн ҫеҫ таврӑнчӗ.

Помоги переводом

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Икӗ кимӗ ҫинчи ҫамрӑксем те пӗр-пӗрин кӗсменӗсенчен, кимӗ хӗррисенчен пӗр харӑсах ярса тытрӗҫ, ҫавна пула хӑйсене шыва путассинчен ҫӑлса хӑварчӗҫ.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Диспансеризаци витӗр тухни те нумай пациент пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма пулӑшать.

Помоги переводом

Тухтӑр патне вӑхӑтпа ҫырӑнмалла // А.Мариян. http://kasalen.ru/2022/11/03/%d1%82%d1%8 ... %bb%d0%b0/

Хусан ку ҫӗр-шыва хӑй тытса тӑрайми пулчӗ, халӗ вӑл ӑна Сафа-Гирее ҫӑлса хӑварнӑшӑн, Мускав лартнӑ хана Хусантан хӑваласа янӑшӑн ирӗксӗрех нухайсене парать.

Помоги переводом

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсем Хусана ҫӑлса хӑварнӑшӑн бакшиш пуҫтарчӗҫ.

Помоги переводом

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗнле тав тӑвас мар-ха — вӑл ҫӑлса хӑварчӗ хулана.

Помоги переводом

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗррехинче чӗри чарӑнса ларнӑ ҫынна леш тӗнчерен тавӑрса тенӗ пек больницӑна вӑхӑтра ҫитерсе пурнӑҫне ҫӑлса хӑварни те пулнӑ», — аса илсе каласа парать Сергей Александрович.

Помоги переводом

Ҫын сывлӑхӗшӗн кӑна мар, пурнӑҫӗшӗн те яваплӑ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9235-yn-syvl ... -te-yavapl

Ӑна ҫӑлса хӑварма ӗҫ ҫыннисем каллех унран пулӑшу ыйтнӑ.

Помоги переводом

Кил умӗ - хуҫа сӑнӗ // Марина Илларионова. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10815 ... -khuca-s-n

Пушар вырӑнне пырса ҫитнӗ специалистсем 150 тӗркене ҫӑлса хӑварнӑ.

Специалисты, прибывшие на место пожара, спасли 150 тюков.

Утӑ ҫунса кайнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33137.html

Ку сирӗн хутшӑнӑва ҫӑлса хӑварӗ.

Это спасет ваши отношения.

42-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Видеосене пӑхнӑ май паллӑ пулчӗ ӗнтӗ — ҫӑлса хӑварайман, вӑл тӗппипех ҫунса кайнӑ.

Согласно показанному на видео, стало ясно — не спасли, он сгорел полностью.

Йывӑҫ кӗперсем // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32584.html

Ӑна султан янычарӗсем ҫӑлса хӑварнӑ.

Помоги переводом

4. Ҫар ҫула тухать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Хӑравҫӑ, хӑвна ҫӑлса хӑварма ӗмӗтленетӗн!

Помоги переводом

2. Тыткӑна лекнӗ тӗкӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Мана ҫӑлса хӑварчӗҫ.

Помоги переводом

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ырӑ ҫынсем ҫӑлса хӑварнӑ.

Помоги переводом

Чӗлхесӗр ача // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫапла пире Вӑрӑм Ура ӑсталӑхӗ вӑрӑ-хурахсенчен ҫӑлса хӑварчӗ.

Помоги переводом

Вӑрӑм Ура пулӑшни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Мӗнле пулсан та ӗнтӗ Аспар принцессӑна вилӗмрен ҫӑлса хӑварчӗ.

Помоги переводом

Хура ҫынсен патшалӑхӗнче // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней