Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӑлса (тĕпĕ: ҫӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑй чутах ҫунса кайман, мунчана ҫапах ҫӑлса хӑварнӑ, — мухтарӗ хӗре хуҫа.

Помоги переводом

Сергейпе Хрестук // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗркун мана кашкӑртан ҫӑлса хӑварчӗ, паян — мунчана, вутран.

Помоги переводом

Сергейпе Хрестук // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар ҫав каҫ хӑйӗн хуҫалӑхне тискер пушартан ҫӑлса хӑварнӑ ҫынсене пӗтӗм чӗререн тав турӗ.

Помоги переводом

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах Тукай мӑрса ӑна хӗрхенсе ҫӑлса хӑварнӑ тет.

Помоги переводом

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливан тӗлӗнсе (мӗн пытармалли пур — чунтан савӑнса) ҫакӑн ҫинчен шутлать: вӗсене пӳлӗхсӗ мӗнле майпа ҫӑлса хӑварчӗ-ши кӗҫӗр, Тукайпа Сарри тӗкӗрҫисене мӗнле вакласа тӑкман-ха Япанча ҫыннисем?

Помоги переводом

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапах та ҫара ҫӑлса хӑварасси ҫинчен шутласа пӑхмалла пирӗн.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑс патши патне кӗме сӑлтав сахал мар ҫав тутар мӑрсисен: пӗрисем вырӑссен аллинче тыткӑнра пурӑнакан тӑванӗсем патне кайса килме ирӗк ыйтса илесшӗн, теприсем хӑйсен пурнӑҫне ҫӑлса хӑварас тесе ун умӗнче кӑшт йӑпӑлтатса пӑхасшӑн, хӑшӗсем вырӑссене пулӑшас тесе аслӑ княҫа мӗнле те пулин хыпар пӗлтерме кӗресшӗн.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юсуф хӗрӗ телейсӗр ҫуралман-мӗн, ун ӗмӗтне аллах курчӗ, ывӑлӗ йышӑннӑ престола ҫӑлса хӑварма пулӑшрӗ.

Помоги переводом

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унӑн Хусантах тӑшмансем питӗ нумайччӗ, чи малтан вӗсене ҫӗнтерсе престола ҫӑлса хӑвармаллаччӗ.

Помоги переводом

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗнле ҫӑлса хӑварма пулни ҫинчен эпир хамӑр колхоз агрономӗпе те калаҫса тӗплӗн шухӑшларӑмӑр.

Помоги переводом

Чип-чипер мӑшӑрсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 50–51 с.

Ҫӑлса хӑваратпӑр!

Помоги переводом

Чип-чипер мӑшӑрсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 50–51 с.

Ҫӑлса хӑварма пулмастех пуль.

Помоги переводом

Чип-чипер мӑшӑрсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 50–51 с.

Малтан вӑл эпӗ шӑнкӑрч чӗппине мӗнле ҫӑлса хӑварни ҫинчен каласа пачӗ, унтан юррине итлеме сӗнчӗ.

Помоги переводом

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

Юрать тухтӑрсем вилесрен ҫӑлса хӑварчӗҫ, анчах сылтӑм ури уксахах пулса юлчӗ…

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ҫакӑ чылай ҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма май парать.

Помоги переводом

Хӑрушлӑха сирме хатӗр пулмалла // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11658-kh ... r-pulmalla

— Ах, ачам, мӗнле ырӑ ҫынсем тӗлне пулнӑ эсӗ, вилес ҫӗртен ҫӑлса хӑварнӑ-ҫке, — терӗ кукамай, куҫне шӑлкаласа.

Помоги переводом

Пичче инкекӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Васса Спанюка пуҫӗнчен ярса илчӗ, тутрине ҫӑлса антарчӗ… икӗ хӗрарӑм пӗр-пӗрне ҫӳҫрен туртса ҫыхланса ӳкрӗҫ.

Помоги переводом

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Пурпӗр ҫӑлса хӑвараймастӑр.

Помоги переводом

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ваҫҫа, Укҫине умне пырса, ӑна питӗнчен чышрӗ, ҫӳҫӗнчен ҫӑлса илчӗ, тӑпӑлнӑ ҫӳҫ пайӑркисене ҫӗре пӑрахрӗ, вӗсем ункӑланса ҫул айккинелле вӗл вӗҫсе ӳкрӗҫ.

Помоги переводом

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Усал вилӗм аллинчен Пире ҫӑлса хӑварчӗҫ.

Помоги переводом

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней