Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ыйтмалла (тĕпĕ: ыйт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ну, пӗлни ҫитеймесен, сасартӑк хӑвӑн ҫулна ху шыраса тупаймасан; канашламалла, ыйтмалла пулсан — Рейнгольд патне кӗр: вӑл вӗрентет.

— Ну, а если не станет уменья, не сумеешь сам отыскать вдруг свою дорогу, понадобится посоветоваться, спросить — зайди к Рейнгольду: он научит.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Штольц таврӑнсанах унран ыйтмалла, — сӑмахне малалла тӑсрӗ Обломов.

— Надо Штольца спросить, как приедет, — продолжал Обломов.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Ҫапла, Кӗҫӗн Арнаутски, вунпиллӗк, дворникран Иосиф Карловича ыйтмалла.

— Значится, Малая Арнаутская, пятнадцать, спросить у дворника Иосифа Карловича.

XXXIV. Подвалра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Виличчен ыйтмалла пулнӑ.

Помоги переводом

Виличчен ма ыйтса юлмарӑн? // Римма Прокопьева. Хыпар, 2014.12.27

Ыйтмалла та марччӗ ӗнтӗ.

Нечего было и спрашивать.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Яччӑр тесе те ыйтмалла мар.

И не нужно никаких разрешений.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«… Мана хуть Главсевморпутьне чӗнтермелле пулнӑ та сӑмах мӗн ҫинчен пынине ыйтмалла пулнӑ!

«…Меньше всего следовало бы им желать, чтобы меля вызвали в Главсевморпуть и потребовали объяснений!

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Иккӗмӗшӗ, — терӗ Кораблев, — санӑн Ромашкӑран каҫару ыйтмалла пулать.

— Во-вторых, — продолжал Кораблев, — ты должен извиниться перед Ромашкой.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Лихоран каҫару ыйтмалла санӑн.

— Ты должен извиниться перед Лихо.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тахҫанах ҫавсенчен ыйтмалла мӗн — ачасем мана, пӗр харӑс кӑшкӑрса, Расщепей ӑҫта пурӑннине, ун патне мӗнле кӗмеллине, ун хваттерне ҫитме миҫе картлашка иккенне, алӑкӗ мӗн тӗслине — йӑлтах ӑнлантарса пачӗҫ.

И они, конечно, сразу бросились хором объяснять мне, где живет Расщепей, как пройти к Расщепею, сколько ступенек до Расщепея, какая дверь у него.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ, ӑнланмасӑр, анне енне ҫаврӑнтӑм та: «Ку мӗне пӗлтерет. Ку атте мар-ҫке? Мӗн тесе манӑн мужикрен пиллӗх ыйтмалла?» — тетӗп.

Я в недоумении оборотился к матушке, говоря ей: — Что это значит? Это не батюшка. И к какой мне стати просить благословения у мужика?

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Унтан, ӗҫне кайса пӑхмалла, ӗҫтешӗсенчен ыйтмалла.

Во-вторых, поехать на работу, расспросить её коллег.

Ҫиччӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Пуҫупа шутличчен чӗлхӳ персе те ярать: «аннерен ыйтмалла».

А то сначала ляпнешь, у мамы надо спросить, потом только голову включаешь.

Вуннӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Аннерен ыйтмалла, пӗлместӗп эп.

Я не знаю, у мамы надо спросить.

Вуннӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Пулӑ тытма каяс килсен — пулӑ тытма кайма ыйтмалла; шыва кӗме каяс килсен — шыва кӗме кайма та ыйтмалла.

Рыбу ловить — спрашивайся, купаться — спрашивайся, куда ни понадобится — везде спрашивайся, черт их дери.

35-мӗш сыпӑк. Хисепе тивӗҫлӗ Гек вӑрӑ-хурахсен шайккине кӗрет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ултавҫӑ серепине лексен вара килти телефонпа - 02 е карас телефонӗпе 020 номерпе шӑнкӑравласа пулӑшу ыйтмалла.

Помоги переводом

«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

ШӖМ специалисчӗн шухӑшӗпе - хваттере ют ҫынна кӗртиччен алӑка яри уҫмалла мар, унран документ ыйтмалла.

Помоги переводом

«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

«Сирӗн 5 ҫул тӑрӑшса ӗҫлемелле. Ҫакна асра тытмалла: должноҫ мӗн чухлӗ пысӑкрах, сирӗн хӑвӑртан ҫавӑн чухлӗ ҫирӗпрех ыйтмалла. Кашни депутатӑн хӑйӗн суйлавҫисен наказӗсене пурнӑҫлас тӗлӗшпе ӗҫсен алгоритмне, ҫул-йӗр карттине хатӗрлемелле», — пӗтӗмлетрӗ республика Пуҫлӑхӗ.

Помоги переводом

Пирӗн суйлавҫӑсен шанӑҫне тӳрре кӑлармалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсен, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен депутачӗсен тата ял старостисен кунпа пӗрлех ҫывӑх вӑхӑтрах граждансен пухӑвӗсенче ҫуркуннехи-ҫуллахи тапӑхрта пушар тухасран асӑрхаттарас, кӑнтӑрла та, каҫпа та ял ҫыннисенчен хурал тӑрассине йӗркелес, пӗвесем патне пыракан ҫулсене тирпейлӗ пӑхса тӑрас ыйтусене пӑхса тухмалла, пушара хирӗҫ кӗрешекен служба ӗҫченӗсемпе пӗрле ӗҫ коллективӗсенче, граждансем хушшинче типӗ курӑкпа ҫӳп-ҫапа ҫунтарма, кӑвайтсем чӗртме юраманни пирки калаҫусем ирттермелле, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркине пӑхӑнманнисенчен ҫирӗп ыйтмалла, халӑха ялсене санитарипе экологи тӗлӗшӗнчен тасатса тирпей-илем кӗртмелли мероприятисене активлӑ явӑҫтармалла, апрелӗн 26-мӗшӗнчен тытӑнса майӑн 6-мӗшӗччен урамсемпе картишсене, парксене, масарсене, ҫул хӗррисене ҫӳп-ҫапран тасатас, чечексемпе йывӑҫ-тӗм лартас, Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑксене, обелисксемпе стеллӑсене йӗркене кӗртес тӗллевпе вунӑ кунлӑх йӗркелемелле, ял тӑрӑхӗсен гербӗсемпе ялавӗсене хатӗрлесе йышӑнассине вӗҫлемелле.

Помоги переводом

Ялти пурнӑҫ старостӑран нумай килет // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.30

Ӗҫе йӗркелеме ҫамӑл мар, паллах, вӗренекенсене уроксем хыҫҫӑн юлма ыйтмалла, кӑсӑклантармалла, ачасем вара каҫ енне ывӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Воспитани центрӗн ертӳҫи // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней