Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӑшт ҫитӗнерех панӑ хӗрачасем, плошадӗн тепӗр кӗтессинче карталанса, ҫинҫе те хӑюсӑр сассисемпе вӑйӑ калама пуҫланӑ та ӗнтӗ.
XXXV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Оленин хӑйне питӗ хӑюсӑр тыткаларӗ, «мӗн тупса калас-ши» тесе шутларӗ, пурте хӑй ҫине пӑхнине туйрӗ, «тен, кулӑшла курӑнатӑп пуль е ыттисем те мана пула именсе тӑраҫҫӗ пуль», тесе пӑшӑрханчӗ.
XXIV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Лукашка сайра хутра ҫырма ҫине тата уйӑхӑн хӑюсӑр ҫутинче шывран аран ҫеҫ уйрӑлса тӑракан инҫетри ҫыран ҫине пӑхкаласа чеченецсем ҫинчен шухӑшлама та пӑрахрӗ ӗнтӗ, юлташӗсене вӑратма тата станицӑна кайма вӑхӑт ҫитессе анчах кӗтет вӑл.
VIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
— Эпӗ сире юрататӑп, — шӑппӑн каларӗ те Ромашов, чӗтӗрекен, хӑюсӑр пӳрнисемпе ун алли ҫумне ҫемҫен сӗртӗнчӗ.
XXII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Анчах эпӗ унта мӗн тери хӑюсӑр кайнине, ҫул синче аяккалла шиклӗн пӑхкаланине тата кашни самантрах алӑри карҫинккана пӑрахса тарма хатӗр пулнине курнӑ пулсан, эсир ман ҫинчен ку мӗнле те пулин пысӑк айӑплӑ ҫын, ырӑ мар ӗҫ тунӑ пирки унӑн ӑшӗ вӑркать пулмалла тенӗ пулӑттӑр.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫавӑн пек иккӗленекен, хӑюсӑр хӗрарӑмпа ун пек ӗҫ ҫинчен калаҫма та юрамасть ҫав.Он понял, что с нерешительной и слабой женщиной нельзя говорить о таких серьезных вещах.
XXXI. Тата тепӗр ӗмӗт // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хайхи айӑплӑ ҫынсем, хӑйсем вилӗмрен ҫӑлӑннине ӑнланса, хӑрушӑ тӗлӗк хыҫҫӑн вӑраннӑ ҫынсем пек тавралалла хӑюсӑр пӑхкаласа илчӗҫ.
XXIX. Юнпа тӗне кӗртни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Варя кӳренсе, пӗр шарламасӑр пӑрӑнса кайнӑ пулсан — вӗсем ҫавӑнпа уйрӑлнӑ пулӗччӗҫ, анчах хӗр хӑюсӑр сасӑпа шӑппӑн: — Манӑн мӗн тӑвас пулать-ха, Ҫемен, тусӑм? — тесе ыйтрӗ.
XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Юнашарти пӳлӗмрен пӗр хӗр — ялсоветри дежурнӑй — хӑюсӑр утса тухрӗ.Из смежной комнаты несмело вышла девушка — дежурная сельсовета.
XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫак сӑмахсӑр каланӑ хӑюсӑр чӗнӳрӗн Давыдов кулса илчӗ.Этот молчаливый и несмелый призыв заставил Давыдова улыбнуться.
IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Эсӗ, Макарушка, лериги ҫыннисене ан тӗкӗн: ҫылӑх! — хӑюсӑр хушса хучӗ Ҫӑрттан мучи, ку таранччен ним чӗнмесӗр шӑпӑрт ларнӑскер.
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Макарушка, политикӑ вӑл автансене тивмест пулӗ? — хӑюсӑр ыйтрӗ Ҫӑрттан мучи.— Макарушка, но ить петухов политика не затрагивает? — робко вопросил дед Щукарь.
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Аллӑ ҫул ытла каярах вӑл — ун чухне ҫамрӑк та хитре казачка — алӑри ӗҫне пӑрахсах, кӑмака умӗнчен хӑпсах хӑйӗн малтанхи ывӑлӗ, пӑхса ытарайми пӗртен-пӗр Яшукӗ, упаленчӗк, тин ҫеҫ утма пуҫланӑскер, юнашар пӳлӗмре хӑюсӑр, чарӑна-чарӑна, ҫат-ҫат утса ҫӳренине савӑнса, кулса итлесе тӑнӑ.
II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Гаврик, хӗпӗртенипе, тир хуҫи ҫине хӑюсӑр пӑхса илчӗ.Гаврик, задохнувшийся от счастья, нерешительно посмотрел на хозяина тира.
XVIII. Ыйтусемпе ответсем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Кивеле пӗлмен авалхи лабрадор чулӗнчен тунӑ палӑк тавра ҫепӗҫ те хӑюсӑр курӑк тин ҫеҫ шӑткаланӑ.
29 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫӗнӗ, илемлӗ те ырӑ пурнӑҫа кӗрекен ҫын пек хумханса, Ваня ещӗк ҫине ларчӗ те, аллисене хӑюсӑр кӑна чӗркуҫҫисем ҫине хучӗ.
17 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
— Ку пӗтӗмпех мана-и? — терӗ вӑл юлашкинчен хӑюсӑр.
17 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948