Поиск
Шырав ĕçĕ:
41. Иисус каланӑ: икӗ ҫыннӑн пӗр ҫынна парӑм тӳлемелле пулнӑ: пӗрин — пилӗкҫӗр динари, тепӗрин — аллӑ динари; 42. анчах вӗсен тӳлеме нимӗн те пулман та, ку вӗсене иккӗшне те каҫарнӑ.
Лк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӗсем вара Ун патне хӑйсен вӗренекенӗсемпе Ирод майлисене ҫапла калама яраҫҫӗ: Вӗрентекен! эпир Эсӗ тӳррине пӗлетпӗр, Эсӗ чӑн-чӑнах Турӑ ҫулне вӗрентетӗн, никама та юрасшӑн тӑрӑшмастӑн, Саншӑн пур ҫын та пӗрех; 17. эппин, кала-ха пире: Эсӗ мӗнле шутлатӑн: кесаре куланай тӳлемелле-и, тӳлемелле мар-и?
Мф 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Хуҫи вара вӗсенчен пӗрне ҫапла хуравласа каланӑ: «тусӑм, эпӗ сана кӳрентерместӗп-ҫке — сана пӗр динари тӳлемелле калаҫса татӑлманччӗ-и-ха эпир?
Мф 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Кайран Артаксеркс патша ҫӗршӗн тата тинӗс утравӗсемшӗн хырҫӑ тӳлемелле тунӑ.1. Потом наложил царь Артаксеркс подать на землю и на острова морские.
Эсф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Турӑ чури Моисей Израиль ҫыннисене пушхирте чухнех Ҫӳлхуҫана тӳлемелле тунӑ хырҫӑна пуҫтарасси ҫинчен Иудейӑра тата Иерусалимра пӗлтерсе тухнӑ.
2 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Фараона Иоаким ылтӑн-кӗмӗл парса тӑнӑ: фараона кӗмӗлпе тивӗҫтерсе тӑрас тесе, хура халӑха хырҫӑ тӳлеттернӗ, ҫавна фараона парса тӑнӑ; кашни ҫыннӑн хӑйӗн пайне, ылтӑнпа кӗмӗл, тӳлемелле пулнӑ, патша вара ҫакна Нехао фараона парса тӑнӑ.
4 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Давид ҫак ҫынна тарӑхса кайнӑ та Нафана каланӑ: Турӑ пур! ҫавӑн пек тунӑ ҫын вилӗме тивӗҫлӗ; 6. ҫапла тунӑшӑн, хӗрхенме пӗлменшӗн унӑн сурӑхшӑн тӑватӑ хут тӳлемелле, тенӗ.
2 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вар уҫса ҫуралнисем, Ҫӳлхуҫана панисем — этем-и, выльӑх-и вӑл — пурте санӑн пулччӑр; анчах малтан ҫуралнӑ арҫын ачана каялла тӳлесе илмелле, малтан ҫуралнӑ таса мар выльӑха та каялла тӳлесе илмелле; 16. вӗсемшӗн ҫапла тӳлемелле: ху хак панӑ тӑрӑх, пӗр уйӑхринчен пуҫласа кашни ачашӑн пилӗк сикль кӗмӗл ил, таса сикль виҫипе ил, сикльре ҫирӗм гера пулмалла; 17. анчах малтан ҫуралнӑ вӑкӑршӑн та, малтан ҫуралнӑ сурӑхпа малтан ҫуралнӑ качакашӑн та укҫа ан ил: вӗсем — сӑваплӑ; парне кӳрекен вырӑна вӗсен юнӗпе сирпӗт, ӑш ҫӑвне вут ҫинче ҫунтарса яр, ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр; 18. вӗсен ашӗ вара сана пултӑр, силлентерсе кӳнӗ ӑмӑрӗ те, сылтӑм хулӗ те сана пултӑр.
18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
50. Вӑл хӑйне сутӑн илекенпе хӑй сутӑннӑ ҫултан пуҫласа юбилей ҫулне ҫитиччен тӳлесе татӑлтӑр, хӑйне сутса илнӗ кӗмӗле унӑн ҫав ҫулсен шутне кура памалла; вӑл ун патӗнче вӑхӑтлӑха кӗрӗшнӗ тарҫӑ пек пултӑр; 51. ирӗке тухиччен чылай ҫул юлнӑ пулсассӑн, хӑйне сутса илнӗ кӗмӗле унӑн ҫав ҫулсене шута илсе тӳлемелле; 52. юбилей ҫулӗччен сахал ҫул юлнӑ пулсассӑн, вӑл шутласа тухтӑр та хӑйшӗн ҫав ҫулсен шутне кура тӳлетӗр.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эхер те кам та пулин хӑйӗн ҫывӑх ҫыннинчен выльӑх тара илсессӗн, анчах выльӑхӗ суранланас е вилес пулсассӑн, хуҫи унта пулман пулсассӑн, тара илекенни тӳлеме тивӗҫлӗ; 15. хуҫи унтах пулнӑ пулсассӑн — тӳлемелле мар; выльӑхне тара илнӗшӗн мӗн чухлӗ тӳлемелле пулнӑ, ҫавӑн чухлӗ тӳлетӗр.
Тух 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Кам та пулин хӑйӗн ашакне е вӑкӑрне, е сурӑхне, е тата урӑх выльӑхне ҫывӑх ҫынни патне парса хӑварсассӑн, выльӑхӗ вилес пулсассӑн е амансассӑн, е ӑна тытса кайсассӑн, анчах ҫакна никам та куракан-тӑвакан пулмасассӑн, 11. илсе юлаканӗ «ҫын япалине аллӑмпа та тӗкӗнмерӗм» тесе Турӑ умӗнче тупа тутӑр; вара выльӑх хуҫин ҫакӑнпа ҫырлахмалла, лешӗн тӳлемелле мар; 12. хӑй патӗнченех вӑрласа тухас пулсассӑн, унӑн выльӑх хуҫине тӳлемелле пулать; 13. эхер те тискер кайӑк ҫурса пӑрахас пулсассӑн, ӗнентермешкӗн ҫурнӑ выльӑхне илсе пырса кӑтарттӑр: ҫурса пӑрахнӑ выльӑхшӑн вӑл тӳлемест.
Тух 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Вӑкӑр арҫын чурана е хӗрарӑм чурана сӗксе вӗлерес пулсассӑн, вӗсен хуҫине вӑтӑр сикль кӗмӗл тӳлемелле, вӑкӑрне чулпа персе вӗлермелле.
Тух 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Эхер те вӑкӑр арҫынна е хӗрарӑма вӗлермеллех сӗкес пулсассӑн, вӑкӑрне чулпа персе вӗлермелле, унӑн ашне ҫимелле мар; вӑкӑр хуҫи айӑплӑ мар; 29. эхер те вӑкӑрӗ ӗнер те, виҫӗмкун та сӗкӗшнӗ пулсассӑн, хуҫи ҫакна пӗле тӑркач ӑна сыхламан пулсассӑн, вӑкӑрӗ арҫынна е хӗрарӑма вӗлернӗ пулсассӑн, вӑкӑрне чулпа персе вӗлермелле, хуҫине вӗлерме тытса памалла; 30. вӗлерес вырӑнне тӳлеттермелле тунӑ пулсассӑн, ӑна мӗнле хак хунӑ, унӑн хӑйӗн чунӗшӗн ҫавӑн чухлӗ тӳлемелле.
Тух 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫынсем ҫапӑҫнӑ чухне йывӑрланнӑ хӗрарӑма ҫапсассӑн, вӑл хырӑм пӑрахсассӑн, анчах урӑх сиен пулмасассӑн, ҫав арӑм упӑшки айӑплӑ ҫынран мӗнле тӳлев шырамалла тӑвать, ҫавӑн чухлӗ тӳлемелле, ӑна ытти ҫынсем умӗнче памалла; 23. эхер те сиен пулас пулсассӑн, чуншӑн чун пар, 24. куҫшӑн — куҫ, шӑлшӑн — шӑл, алӑшӑн — алӑ, урашӑн ура пар, 25. ҫунтарнӑшӑн ҫунтар, сураншӑн суранлат, ыраттарнӑшӑн ыраттар.
Тух 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. [Иккӗн] вӑрҫнӑ чухне пӗр ҫынни тепӗрне чулпа е чышкӑпа ҫапас пулсассӑн, лешӗ вилмест, анчах унӑн вырӑнпа выртмалла пулсассӑн, 19. кайран ури ҫине тӑрса, килӗнчен туя ҫине тӗренсе туха пуҫласассӑн, [ӑна] ҫапаканни вилӗме тивӗҫлӗ пулмӗ; унӑн ӗнтӗ ҫыннин ӗҫӗ чарӑнса тӑнӑшӑн тата ӑна эмелленӗшӗн тӳлемелле.
Тух 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
«Ҫын пуҫне уйӑхсерен 6,3 пин тенкӗ ытла тӳлемелле. Тӗрӗссипе, сывлӑшшӑн тӳлемелле. Кун пирки ҫур ҫул калаҫатпӑр — улшӑну ҫук», — кӑмӑлсӑрланчӗ вӑл.
Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Анчах ку малашне алимент тӳлемелле маррине пӗлтермест.
Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Кунран ытла ывӑлӗшӗн Владикшӑн пӑшӑрханать вӑл: Шупашкарта медколледжра вӗреннӗшӗн укҫа тӳлемелле, хулара пурӑнма та нухрат сахал мар кирлӗ.
Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Унпа килӗшӳллӗн, 80 ҫултан иртнӗ пенсионерсен капиталлӑ юсав фондне вуҫех те тӳлемелле мар, 70 ҫултисем, I и II ушкӑнри инвалидсем тата сусӑр ачаллӑ ҫемьесем валли вара ҫӑмӑллӑхсем пур.
Капиталлӑ юсав фончӗ калаҫтарчӗ // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
Закона пӑхӑнманшӑн РФ УК-ӗн 157 статйипе (1 п.) айӑпланӑ, унӑн юсанмашкӑн 7 уйӑх ӗҫлемелле тата тупӑшӗн 10% патшалӑха тӳлемелле.
Сӑмах ҫерҫи мар, уншӑн – 5 пин тенкӗ // Хаҫат редакцийӗ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24