Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хутаҫҫи мана тар тултарма кирлӗччӗ, ҫавӑнпа та эпӗ йӗкехӳресем кӗшӗкленӗ урпана картишне, ҫӗрпӳртрен аякках мар, тӑкрӑм.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Унтан эпӗ вӗсенчен шыв ыйтрӑм; хамӑрӑн кӑкшӑмсенчен пӗрне тытрӑм та, вӑл пушӑ пулнине пӗлтерес тесе, ӑна ӳпӗнтерсе кӑтартрӑм, шыв тултарма ыйтрӑм.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Лавккаҫӑ ӑна ӳкӗте кӗртрӗ пулас, вара пысӑк мишука сӗлӗ тултарма тытӑнчӗ.Лавочник убедил его в чем-то и начал сыпать ему овес в большой мешок.
V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Вӑл хӑйӗн сӑнне-питне кунти ҫынсене питех кӑтартасшӑн пулмарӗ, сӗтел ҫинерех ӳпӗнсе ларчӗ те чӗлӗмне тапак тултарма тытӑнчӗ.
XXIX. Канӑҫсӑр канӑҫ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫавӑнтах ун валли пурте эрех тултарма тытӑнчӗҫ.Несколько человек тут же налили вина в стаканы и, улыбаясь, поднесли их слепому.
XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
«Ай, барыня темен ҫав, хӑш вӑхӑтра кӳпсе тултарма ӗлкӗрнӗ-ха, пултарать барыня!»
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Нормӑна тултарма май пуррине ӗҫре кӑтартса патӑмӑр пулсан, епле тухас мар-ха тата?И как не вылезти, если на веществе доказана выполнимость нормы!
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Патша коронине юрӑхлӑ ахаха тинӗс тӗпӗнчен тупса кӑлариччен шыв айне анаканӑн малтан Перс заливӗнче пушӑ рак хуранӗсемпе йӳнӗ ӗнчӗсене нумай-нумай карҫинкка тултарма тивет, эпӗ те сана ҫавнашкалах тупрӑм.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ҫакна илтсен Андрей тин асӑрхаса илчӗ; хӗр, ҫынсем тӗпӗртетнӗ хушӑра, малти пӳлӗмрен пӗр тӗрке ҫи-пуҫ тӑхӑнмалли илсе тухнӑ та, хӑй ҫине купипех ҫӑм платьесем тӑхӑнса тултарма ӗлкӗрнӗ.
7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Анчах кайӑк ҫылӑхне тума, выҫӑхса ҫитнӗ хӗрарӑм телейне тултарма нумай вӑхӑт кирлӗ-ши?Но много ли времени для птичьего греха, для бабьего голодного счастья надо?
5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Кунашкал ӑнланупа эсӗ ҫителӗклех вут-шанкӑ касса тултарма пултаратӑн.— Дров с такими воззрениями ты можешь наломать сколько хочешь.
2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тӗрлӗрен машинӑсем, керменсем, пысӑк карапсем е ылттӑнран шӑратса илемлӗ пӗчӗк япаласем тума ӑста пултараканскерсем, вӗсем хӑйсен кунне, хӑнӑхса ҫитнӗ ӗҫсемпе тултарнисӗр пуҫне, нимӗнпе те тултарма пултараймаҫҫӗ.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Яланхи пекех ывӑннӑ та ҫывӑрма выртнӑ, паян вара — вӑраннӑ та пушӑ куна мӗнпе те пулин тултарма хушакан ӗҫсӗрлӗх, тем ыйтса, куҫран пӑхать…
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Макар чӗлӗмӗнчен кӗлне шаккаса тӑкрӗ те ҫӗнӗрен тултарма пуҫларӗ.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Ватӑ цыган вут ҫинелле сурчӗ те, чӗлӗмне ҫӗнӗрен тултарма тытӑнса, калама чарӑнчӗ.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
— Плана тултарма терӗн-ха! — терӗ Маша, — ҫичӗ чӑх тытрӑм, иккӗшӗ вӗлтӗрен ӑшне тарса ӳкрӗҫ, чупрӑм-чупрӑм эп вӗсен хыҫӗнчен, урана пӗтӗмпех вӗтелентерсе пӗтертӗм…
35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Илья Ильичӑн мӗн те пулин тӑвас килсен, вӑл куҫне ҫеҫ хӗссе илет — виҫӗ-тӑватӑ тарҫӑ ун кӑмӑлне тултарма ыткӑнаҫҫӗ; мӗн те пулин ӳкерет-и вӑл, мӗнле те пулин япала илсе килмелле пулать-и, вӑл илеймест, мӗн те пулин пырса памалла-и, чей илсе килмелле-и унӑн, ҫивӗч ачан, пурне те хӑйӗн тӑвасси килет, анчах акӑ сасартӑк ашшӗпе амӑшӗ, виҫӗ инкӗшӗ, пиллӗкӗн пӗр харӑс кӑшкӑрса пӑрахаҫҫӗ:
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Калӑпӑр, ӑна ҫурта ҫункавне илсе пӑрахма е стакана шыв тултарма хушаҫҫӗ: вӑл вара хапха уҫнӑ чухне мӗн чухлӗ вӑй кирлӗ, ҫак ӗҫре те ҫавӑн чухлӗ вӑй хурать.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Куҫӗсем умӗнче кирлӗ тата питӗ кирлӗ тесе ҫырнӑ пакетсем вӗлтлетсе илме пуҫласан, хӑйне тӗрлӗрен справкӑсем, выпискӑсем ҫырма, делосенче чакаланма, мӑшкӑлланӑ пекех «запискӑсем» тесе ят панӑ икӗ пӳрне хулӑнӑш тетрадьсем ҫырса тултарма хушсан — Обломов тата хытӑрах шухӑша кайнӑ; ҫитменнине ӑна пурте хыпалантарнӑ, пурте таҫта васканӑ, нимӗн ҫинче те чарӑнса тӑман: аллинчи пӗр ӗҫне пӑрахма та ӗлкӗреймен, каллех теприне ярса тытнӑ, вӑл пуринчен кирлӗреххи тейӗн, ӑна туса пӗтерсен, ун ҫинчен манса кайнӑ та виҫҫӗмӗшне алла илнӗ, нихҫан та ҫакнашкал ӗҫсен вӗҫӗ-хӗрри курӑнман.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сиенленнӗ карап чалӑшсан тепӗр вырӑнти уйрӑма шывпа тултарма тенӗччӗ вӑл.Для этого достаточно затопить те отсеки, которые уравновесили бы поврежденные.
Ҫирӗммӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.