Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

йӑпатма (тĕпĕ: йӑпат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ, амӑшӗ ҫинчен аса илмесӗр, ӑна йӑпатма тытӑнтӑм.

Я стал уговаривать ее, промолчав о матери.

XII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Вӗсем кункаҫа ывӑннӑ, вӑхӑт чылая кайнӑ, Логовсем патне пуҫтарӑнма та хӑрушӑ, апла пулсан та, пурпӗрех, хӗрарӑмсем нумайӑшӗ ларса канмарӗҫ, калаҫса чунӗсене йӑпатма Макариха патне килчӗҫ.

И хотя намаялись за день, и время было позднее, и опасно было собираться в логовском доме, — все равно многие женщины, даже не отдохнув с дороги, пошли посидеть и отвести душу у Макарихи.

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Яша улшӑннине кура тӗлӗнсе кайнӑ хӗрарӑмсем пӗр шарламасӑр йывӑррӑн сывлакаласа илчӗҫ, Макариха Яшӑна ыталаса йӑпатма хӑтланчӗ.

Бабы, пораженные переменами в Яше, молча вздыхали, а Макариха обняла его и попыталась утешить.

XX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑл хӑй пултарнӑ таран Марийкӑна пӗрмай йӑпатма тӑрӑшать.

Он все время старался, чем мог, утешить Марийку.

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Хама хам йӑпатма сӑлтав тупаймарӑм, чӑнласах тунсӑхлама тытӑнтӑм, вара сасартӑк эпӗ кунта ӗлӗкренпех лайӑх пӗлнӗ «Ишицзюй» текен хупах пуррине аса илтӗм.

Развлечься было нечем, и мне, естественно, вспомнился кабачок «Ишицзюй», столь знакомый по старым временам.

Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.

Халӗ вӗсем пӗтӗмӗшех Бек-Агамалова сӗмсӗрлӗрех яланчӑкла юлташла лӑплантарма та йӑпатма пикенчӗҫ.

Теперь все они принялись с фамильярной и дружеской развязностью успокаивать и уговаривать Бек-Агамалова.

XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

«Анчах ку пачах та ҫапла териех мӑшкӑллӑ мар-и, тен? — вӑтанчӑкла чылай-чылай ҫын йӑлипелен, шухӑшра йӑпатма хӑтланчӗ вӑл хӑйне.

«Но, может быть, это вовсе не так уж позорно? — пробовал он мысленно себя утешить, по привычке многих застенчивых людей.

X // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Нуша сиксе тухсан, ӑна йӑпатма юлташ та тупӑнмӗ.

И, если с ним случится беда, у него не найдется друга, который мог бы утешить его.

Пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Робинзон тӗрлӗ инкексем умӗнче шикленсе тӑмасть, вӑл хӑйне хӑй йӑпатма пӗлет, хӑйӗн вӑл-халне, ӑс-хакӑлне пухать, ҫутҫанталӑка тӗпчет, вӗренет.

Робинзон не теряется перед разными бедствиями, он знает как себя утешить, укрепляет свою силу воли и знания, исследует природу, обучается.

«Робинзон Крузо» роман ҫинчен // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 3–4 с.

Кайран вара хамӑрӑн шӗвек чунсене ҫакӑншӑн: «Эпир пысӑк шайри культурӑллӑ ҫынсем пуласшӑн», — тесе йӑпатма тӑрӑшатпӑр.

Помоги переводом

Диагноз лартӑнчӗ, чӗрӗлмелле... // Аркадий Русаков. https://chuvash.org/blogs/comments/4954.html

Ҫук, пӗртен пӗр Бойчо кӑна ӑна йӑпатма та ҫӑлса хӑварма та пултарать…

Нет, нет, один лишь Бойчо может ее утешить, спасти…

XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак кансӗр вӑхӑтра ӑна, ача пек ачашскере, йӑпатма пултаракан Бойчо та унпа пӗрле мар-ҫке…

И нет с нею Бойчо, чтобы утешить и поддержать ее, слабую, как дитя…

XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Бейпе юнашар, старике мӗн кирлӗ таран йӑпатма пултартӑр тесе, Дамянчо Григорова лартрӗҫ.

Рядом с беем посадили Дамянчо Григорова, чтобы тот по мере сил развлекал старика.

XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Мӗнле йӑпатма пултарӑп ӗнтӗ, — тавӑрчӗ асламӑшӗ.

— Уж как умею, — возразила бабка Иваница.

I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Асламӑш ӑна аллинче сиктерсе йӑпатма тытӑнчӗ:

Бабка стала укачивать его на руках, приговаривая:

I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эпӗ сире йӑпатма килтӗм, — ҫавӑнпа та ӗҫ ҫинчен йӗркипе каласа парӑп, — эпӗ пустуй калаҫма юратманнине эсир пӗлетӗр ӗнтӗ, ҫавӑнпа эсир малтанах лӑпланма пултаратӑр.

Предупредив, что общий результат моего посещения будет утешителен, — вы знаете, я не говорю напрасных слов, и потому вперед должны успокоиться, — я буду излагать дело в порядке.

XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Вера Павловна, эпӗ сире халӗ ӗнтӗ чылаях йӑпатма пултаратӑп.

— Вера Павловна, я могу теперь в значительной степени утешить вас.

XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Чарӑн-ха ҫавӑн тӗлне ҫитсен, чарӑн та шутласа пӑх-ха — тавҫӑрса илейместӗн-и. Мерцалова килчӗ, хуйхӑрчӗ, йӑпатрӗ, мастерской ӗҫне хаваслӑнах тытӑнӑттӑм, анчах та пултарайӑп-ши, ҫавна пӗлместӗп, терӗ, унтан каллех хуйхӑрма, йӑпатма пуҫларӗ, япаласене майлаштарма пулӑшрӗ.

Остановись-ка на ней, да и подумай, не отгадаешь ли. Приехала Мерцалова, потужила, поутешила, сказала, что с радостью станет заниматься мастерскою, не знает, сумеет ли, и опять стала тужить и утешать, помогая в разборке вещей.

XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Савнӑ тусӑм эпӗ йынӑшнине илтрӗ те ман пата кӗчӗ, вӑл кӗнӗ чухне эпӗ юрлатӑп ӗнтӗ (вӑранмасӑрах, тӗлӗкре), мӗншӗн тесен манӑн юратнӑ сарпике килчӗ те мана йӑпатма пуҫларӗ.

Миленький услышал этот стон и вошел в мою комнату, а я уж пела (все во сне), потому что пришла моя любимая красавица и утешила меня.

XIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вера Павловна ӑна Крюковӑшӑн тунсӑхлассишӗн йӑпатма пуҫланӑ хыҫҫӑн икӗ-виҫӗ уйӑх иртнӗренпе мӗн пулать-ха ӗнтӗ халӗ?

Да и что же было теперь, через два-три месяца после того, как Вера Павловна стала развлекать его от грусти по Крюковой?

XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней