Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

параҫҫӗ (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
29. Сӑмаха шухӑшласа калакансем хӑйсем те ӑслӑланаҫҫӗ, ытарӑшӗсене шыв юхнӑ пек каласа параҫҫӗ.

29. Рассудительные в словах и сами умудряются, и источают основательные притчи.

Сир 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Эсӗ Хӑвӑн ӑслӑлӑхун ӗҫӗсем кӑлӑх ан пулччӑр тесе тӑрӑшатӑн; ҫавӑнпа та ҫынсем хумсем ҫийӗн кимӗпе ҫӳренӗ чухне хӑйсен пурӑнӑҫне ҫак пӗчӗкҫеҫҫӗ йывӑҫа шанса параҫҫӗ те — ҫӑлӑнаҫҫӗ.

5. Ты хочешь, чтобы не тщетны были дела Твоей премудрости; поэтому люди вверяют свою жизнь малейшему дереву и спасаются, проходя по волнам на ладье.

Ӑсл 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Питлевпе хулӑ ӑс параҫҫӗ; анчах япӑх пӑхнӑ ача кайран амӑшне намӑс кӑтартать.

15. Розга и обличение дают мудрость; но отрок, оставленный в небрежении, делает стыд своей матери.

Ытар 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Хӑйсен ҫӗрне хӑйсен ятне параҫҫӗ пулин те, вӗсен ӗмӗрхи ҫурчӗ, сыпӑкран сыпӑка пыракан килӗ виле шӑтӑкӗ пулӗ.

12. В мыслях у них, что домы их вечны, и что жилища их в род и род, и земли свои они называют своими именами.

Пс 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Анчах этеме ӑшӗнчи чӗрӗлӗх сывлӑшӗпе Пурне те Тытса Тӑраканӑн Сывлӑшӗ ӑстӑн параҫҫӗ иккен.

8. Но дух в человеке и дыхание Вседержителя дает ему разумение.

Иов 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Ҫавӑнпа та ялсенче, уҫӑ вырӑнсенче пурӑнакан иудейсем адар уйӑхӗн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче уяв тӑваҫҫӗ, ӗҫкӗ-ҫикӗ туса савӑнаҫҫӗ, пӗр-пӗрне парне параҫҫӗ; [хуласенче пурӑнакансем вара адар уйӑхӗн вунпиллӗкмӗш кунӗнче те савӑнаҫҫӗ, уяв тӑваҫҫӗ; ҫывӑх ҫыннисене парне параҫҫӗ].

19. Поэтому Иудеи сельские, живущие в селениях открытых, проводят четырнадцатый день месяца Адара в веселье и пиршестве, как день праздничный, посылая подарки друг ко другу; [живущие же в митрополиях и пятнадцатый день Адара проводят в добром веселье, посылая подарки ближним].

Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Вӑрҫа ҫӳременнисем, ҫапӑҫманнисем ҫӗр ӗҫлеҫҫӗ, акнӑ хыҫҫӑн пуҫтарса илнине каллех патшана кӳрсе параҫҫӗ, 7. пӗри тепӗрне хисте-хисте патшана хырҫӑ парса тӑраҫҫӗ.

6. И те, которые не ходят на войну и не сражаются, но возделывают землю, после посева, собрав жатву, также приносят царю 7. и, понуждая один другого, приносят царю дани.

2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Пӗр-пӗрне хирӗҫ тапӑнса тухма каласассӑн та, ҫавна тӑваҫҫӗ вӗсем; вӗсене тӑшмансене хирӗҫ ярать пулсассӑн, вӗсем каяҫҫӗ, тусене, хӳмесене, пашнесене аркатаҫҫӗ, 5. вӗлереҫҫӗ, хӑйсем те вилеҫҫӗ, анчах патша сӑмахӗнчен иртмеҫҫӗ; ҫӗнтерес пулсассӑн, туртса илнӗ тупӑша та, ыттине те пӗтӗмпех патшана килсе параҫҫӗ.

4. Если скажет, чтоб они ополчались друг против друга, они исполняют; если пошлет их против неприятелей, они идут и разрушают горы и стены и башни, 5. и убивают и бывают убиваемы, но не преступают слова царского; если же победят, все приносят царю, что получат в добычу, и все прочее.

2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Ун ҫумӗнчи хӗрарӑмсем, ӑслисем, ӑна хуравлаҫҫӗ, вӑл та хӑйне хӑех хуравлать: 30. «Ахӑртнех, вӗсем тупнӑ тупӑша уйӑраҫҫӗ пулӗ, ҫар ҫыннисене кашнине — пӗрер хӗр, икшер хӗр; Сисарӑна вара тӗрлӗ тӗслӗ хӳхӗм тум параҫҫӗ — тыткӑна лекнӗ ҫын ҫинчен сӳсе илнӗ, икӗ енчен те тӗрленӗ тӗрлӗ тӗслӗ хӳхӗм тум параҫҫӗ».

29. Умные из ее женщин отвечают ей, и сама она отвечает на слова свои: 30. верно, они нашли, делят добычу, по девице, по две девицы на каждого воина, в добычу полученная разноцветная одежда Сисаре, полученная в добычу разноцветная одежда, вышитая с обеих сторон, снятая с плеч пленника.

Тӳре 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

31. Вӗсен хӳтӗлевҫи пирӗн Хӳтӗлевҫӗ пек мар; ҫакна пире тӑшмансем хӑйсемех кӑтартса параҫҫӗ.

31. Ибо заступник их не таков, как наш Заступник; сами враги наши судьи в том.

Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Бюджет укҫи-тенки шучӗпе муниципалитетсен культурӑпа кану учрежденийӗсен тытӑмӗ ҫӗнелсе улшӑнать, театрсене ҫӗнӗ спектакльсем лартма грантсем уйӑрса параҫҫӗ, культура ӗҫченӗсене тӳлекен ӗҫ укҫи шайӗ ӳсет.

За счет бюджетных средств модернизируется сеть муниципальных культурно-досуговых учреждений, выделяются гранты на новые театральные постановки, повышается заработная плата работников культуры.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Культура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1614822

Ку ӗҫе тума хваттер харпӑрлӑхҫи уйӑракан кашни пӗр тенкӗ пуҫне федераци, республика тата муниципалитет виҫӗ тенкӗ параҫҫӗ.

Помоги переводом

Хула ҫыннисемпе тӗл пулчӗҫ // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫав ҫичӗ нотӑпах вӗсем ҫынсене куҫҫульлентереҫҫӗ, хаваслантараҫҫӗ, пурӑнма вӑй-хӑват параҫҫӗ...

Помоги переводом

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Чӑваш Республикин прокуратурин ӗҫченӗсем хӑйсен тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫлаҫҫӗ, вӑхӑт чӗнӗвӗсем ҫине пӗлсе тата хӑвӑрт ответ параҫҫӗ, прокурор асӑрхавӗн ӗҫне тӑтӑшах лайӑхлатса пыраҫҫӗ.

Работники прокуратуры Чувашской Республики достойно исполняют свой долг, оперативно и быстро реагируют на вызовы времени, постоянно совершенствуют практику прокурорского надзора.

Раҫҫей Федерацийӗн прокуратура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1556241

Наукӑпа тӗпчев ӗҫӗ-хӗлӗ валли тата ӑслӑлӑх проекчӗсене пурнӑҫлама бюджет укҫи-тенкине ятлӑ-сумлӑ экспертсен хаклавне тӗпе хурса кашни ҫулах конкурс мелӗпе уйӑрса параҫҫӗ.

Ежегодно через конкурсные механизмы на основе оценок авторитетных экспертов направляются бюджетные средства на финансирование научно-исследовательской деятельности и реализацию научных проектов.

Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1577767

Юлашки вӑхӑтра Якут, Тутарстан, Пушкӑрт республикисемпе пӗрле Раҫҫейри чи вӑйлӑ наци издательствисен шутӗнче тӑратпӑр, пирӗн кӗнекесене тӗнчипех иртекен куравсенче те лайӑх хак параҫҫӗ.

Помоги переводом

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Калӑр-ха, мӗн параҫҫӗ сире ҫавӑн пек ҫӳревсемпе командировкӑсем?

Помоги переводом

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Вӗсен ӗҫӗсемпе кӑсӑкланать вӑл, ҫав вӑхӑтрах лешсем те ӑна хавхалантараҫҫӗ, тепӗр чухне сӗнӳ-канаш параҫҫӗ.

Помоги переводом

Вӗҫевҫӗ, скульптор, ӳнерҫӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Вӗрентекенсем ачасене кирек епле хайлавпа е хаҫатри статьяпа мӗнле кӑсӑклантармаллине пӗлеҫҫӗ: малтан пуҫламӑшне вуласа параҫҫӗ, унтан интереслӗ вырӑнта чарӑнаҫҫӗ те малаллине ӑҫта тупмаллине калаҫҫӗ.

Учителя знают, как заинтересовать детей любым произведением или газетной статьей: сначала читают начало, потом останавливаются на интересном месте и говорят, где найти продолжение.

Хаҫат-журнал вулакан — хастар пулакан // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Кашни кун 100 литр сӗт параҫҫӗ.

Каждый день 100 литров молока дают.

Ачаранпах выльӑх пӑхса ӳснӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней