Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пурлӑх пуҫтарас тесе тӑрӑшса ӗҫлени те, ывӑҫ тупанне хӑпартса курпунланиччен тӑрӑшни те — ахалех пулчӗ.
3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Темле сарлака карӑлакан тӗттӗм ҫӑвар пек ҫурма уҫӑ алӑк умне —шалта унта пукан хыҫӗсем шӑл речӗ пек курӑнса тӑраҫҫӗ — чунтанах тӑрӑшса вылякан музыкантсен оркестрӗ умне пӗр юпа лартнӑ, юпи ҫинче ҫинҫешке сӑнчӑрпа кӑкарнӑ икӗ упӑте — амӑшӗпе ачи.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Нунча часран часах хӑйӗн хулӑн куҫхаршийӗсене пӗре-пӗре илекен пулчӗ, хӑш чухне тата, картла вылякан тепӗр юлташӗ ҫине унӑн мӗнле картне пӗлме тӑрӑшса пӑхнӑ пек, тутине ҫыртса херӗ ҫине куҫ хывса илет…
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Малтан — пурте хӑвӑрт пулса иртрӗ: эпӗ кӗсмене ярса тытрӑм ҫеҫ — пире, шыв кӑпӑкӗ хупланӑскерсене, темӗн таҫталла вӗҫтере пачӗ, ҫил хумсен тӑррисене, нуп пек, пирӗн ҫине сирпӗтет, ҫылӑхӑмӑрсене ҫуса тасатас тенӗ пек мар, ҫав тери тӑрӑшса сирпӗтет.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Вӗсем яланах ӗҫлеҫҫӗ, ӗмӗрех тертленеҫҫӗ, ҫӗр ҫинче цементран туса лартнӑ япаласенче — вӗсен тарӗпе юнӗ; анчах ҫаксемшӗн, — ҫӗр ҫинче тӗлӗнмелле япаласем туса лартассишӗн, тӑрӑшса, халтан кайса, мӗн ӗмӗр-ӗмӗр вӑй хурса ӗҫленӗшӗн — вӗсем нимӗн те илмеҫҫӗ; вӗсен килӗ-ҫурчӗсем те ҫук, тӑранмалӑх ҫӑкӑрӗ те питӗ ҫителӗксӗр.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Вара пурте пӗр харӑс, Коноваловӑн йӑлтах ӗҫсе яма права пуррине ӗнентерме тӑрӑшса, вӑл ӑна мӗн пуррине ӗҫсе яма тивӗҫлӗ тӑвакан — никампа та мар, вӗсемпе ӗҫсе яма ирӗк паракан права, тесе кӑшкӑрашма тытӑнчӗҫ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Хӑйӗн пурнӑҫӗ ҫапла тӗлсӗр-мӗнсӗр пулнӑшӑн вӑл хӑйне ҫеҫ айӑпа хуратчӗ, эпӗ вӑл «пурнӑҫ условисемпе ҫынсем хушшинче» ҫапла пулса тӑнине тӑрӑшса ӑнлантарса панӑҫем, вӑл мана хурлӑхлӑ шӑпишӗн хӑй умӗнче хӑех айӑплӑ иккенне ҫине тӑрсах ӗнентерме тӑрӑшатчӗ…
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Вӑл, аллипе пуҫне тытса, ман ҫине пӑхрӗ, пичӗ ҫинче-хӑй пирки тем тӑрӑшса шухӑшлани палӑрчӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Мана хӑтарас пирки тӑрӑшса пӑхма пулмасть-ши, Саша?
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Манӑн авалхи юрра итлес килет, вара вӑл, сӑмахсене юрланӑ пек тӑсса, юррӑн хӑйне май кӗввине те кӑтартма тӑрӑшса, калама тытӑнать.
Сокол ҫинчен хывнӑ юрӑ // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–74 стр.
Ҫак калаҫу вӑхӑтӗнче вӑл хӑй умӗнче кам тӑнине манса кайма ӗлкӗрнӗ, хӑй умӗнче вӑл — хӑй пекех вӑрӑм ӑрури сыпӑксен тарӗпе ӗмӗрлӗхех ҫӗр ҫумне ҫыпҫӑннӑ, унпа ача чухнехисене аса илнисемпе ҫыхӑннӑ хресчене, анчах та ҫав ҫӗр татӑкӗнчен тата уншӑн тӑрӑшса ӗҫлессинчен хӑй ирӗкӗпех уйрӑлнӑ, ҫавӑн пирки ҫителӗклӗ таран асап тӳсекен хресчене курчӗ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Вӑл Гаврила епле тӑрӑшса ӗҫлени ҫине пӑхрӗ те ӑна хӗрхенсе кайрӗ, унӑн ӑна паттӑрлатас килчӗ.Он смотрел, как старался Гаврила, и ему стало жалко, захотелось ободрить его.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Приказчик сада тухать те, куҫӗсене пӗлӗтелле ярса, акцизныйӑн хушаматне аса илме тӑрӑшса ҫӳрет.Приказчик вышел в сад и, подняв к небу глаза, стал припоминать фамилию акцизного.
Лашалла хушамат // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 56–62 стр.
Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн 2018 ҫулхи майӑн 7-мӗшӗнчи 204 номерлӗ Указне пурнӑҫа кӗртессишӗн тӑрӑшса, «Шанчӑклӑ тата пахалӑхлӑ автомобиль ҫулӗсем» наци пооекчӗн картинче Чӑваш Республики регионти 3 проекта — «Ҫул-йӗрсен сечӗ», «Ҫул-йӗр хуҫалӑхне аталантармалли пӗтӗмӗшле ӗҫсем», «Ҫул-йӗр куҫӑмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» — пурнӑҫлама хутшӑнать.
Пурнӑҫ ыйтнисене тӗпе хурса // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.10.18
«Ытла та лӑпкӑ, тӗксӗм кӗтес ку, — шутланӑ землемер, хӑлхисене шинелӗн ҫухавипе хуплама тӑрӑшса.«Какая, однако, здесь глушь! — думал землемер, стараясь прикрыть свои уши воротником от шинели.
Ҫул ҫинче // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 3–10 стр.
Санькӑпа Федьӑн, кӑвайтӑ таврашӗнче ҫав тери тӑрӑшса ӗҫленипе, кочегарсенни пекех, питҫӑмартисем хӗрелчӗҫ.Санька с Федей с таким усердием орудовали около костров, что лица у них покраснели, как у кочегаров.
38-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Машӑпа Зина хӑйсене аслӑраххисем сӑмах хушса хавхалантарнипе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшса ӗҫлерӗҫ.Подбадриваемые замечаниями взрослых, Маша и Зина старались изо всех сил.
37-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Чӑнах та, ҫав тери тӑрӑшса вӗренме те ҫук ӗнтӗ.
35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Кунта пурте епле тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ те…
29-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тӑрӑшса ӗҫленӗ курӑнать.
26-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951