Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хаяр сăмах пирĕн базăра пур.
хаяр (тĕпĕ: хаяр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӑмахран, акӑ, Мишка ватӑлса пыракан ӑйӑр Бахарь, ытти кӗсресемпе лӑплантарма ҫук хаяр та чӑртмахскер, сарлака ҫӑлтӑрлӑ ҫамкаллӑ, ҫунса тӑракан куҫлӑ тӑватӑ ҫулхи ҫӳрен кӗсрене уйрӑмах килӗштерсе пӑхнине асӑрхарӗ.

Например, замечал Мишка, что стареющий жеребец Бахарь, неукротимо-злой и грубоватый в обращении с кобылицами, выделял одну рыжую четырехлетнюю красавицу, с широкой прозвездью во лбу и горячими глазами.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Эсӗ апла, анчӑк ҫури, казаксене жидсен чуралӑхне кӗртсе ӳкересшӗн пулнӑ?! — вичкӗн те хаяр сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ вӑл.

Ты, сукин сын, казачество жидам в кабалу хотел отдать?! — крикнул он пронзительно, зло.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унта хаяр курайманлӑх, кунта — мир.

Там злоба, а тут мир.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хаяр, эсремет пуҫӗ.

Злой, проклятый!

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хаяр курӑкӗпе тӗрленнӗ лутра типчак вырӑнӗ-вырӑнӗпе сӗм-суккӑррӑн та ҫӑтах ҫӗр ҫумне лӑпчӑннӑ; унтан каллех вара ытти курӑксене пусса илсе ашкӑрса кайнӑ кӑлкан тӗрлӗ тӗссемпе — хир сӗлли, сарӑ анра ҫарӑк, хурхух, хытӑ, пӗр хӑйне ҫеҫ юратакан, йышӑнса илнӗ лаптӑкран мӗнпур курӑка хӗссе кӑларнӑ эрчемес курӑкӗн тӗсӗсемпе ылмашӑнса, — вӗҫӗ-хӗррисӗр сарӑлса ларать.

Местами слепо и цепко прижимался к земле низкорослый железняк, изредка промереженный шалфеем, и вновь половодьем расстилался взявший засилье ковыль, сменяясь разноцветьем: овсюгом, желтой сурепкой, молочаем, чингиской — травой суровой, однолюбой, вытеснявшей с занятой площади все остальные травы.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий кил хуҫипе курайманлӑх тӗтрелетнӗ хаяр пуҫӗнчен тӳррӗн пӑхса сывпуллашрӗ, — пӳрте кӗрекен хӗрӗ тӗлӗнчен пуҫне тайса иртрӗ.

Григорий попрощался с хозяином, твердо выдержав его задымленный враждебностью взгляд, — кивнул головой проходившей в курень хозяйской дочери.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Акӑ санӑн чи хаяр тӑшману, — тенӗ Суворов.

— Вот твой главнейший враг, — произнес Суворов.

Тӑшман // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Ҫарсем хаяр ҫапӑҫусене хатӗрленнӗ, халлӗхе пӗчӗккӗн тапӑнкаласа пӗр-пӗрне «тишкӗрнӗ».

Армии готовились к грозным боям, а пока мелкими набегами «изучали» друг друга.

Шутлама мар, ҫӗнтерме килнӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Унӑн пуҫӗ тытамак тытнӑ чухнехи пек чӗтреме пуҫларӗ; вӑл пурин ҫине те тискерленсе кайнӑ хаяр куҫне чалӑштарса пӑхса илчӗ те, сурчӑкӗпе чыхланса, тепӗр хут кӑшкӑрса ячӗ:

 — Он по-оглашенному затряс головой; оглядывая всех изуверским косящим взглядом, давясь слюной, закричал:

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Поповӑн куҫ шӑрҫисем пӗчӗкленсе хӗсӗнчӗҫ, куҫ хӗррисенчи хаваслӑ ҫутӑ сӳнчӗ, вара пачах урӑхла, сивлек те хаяр ҫутӑпа йӑлкӑшма пуҫланӑ куҫӗсем ҫав самантрах сайра хӑрпӑксемпе витӗнсе картланчӗҫ.

У Попова зрачки сузились, стерлись в углах глаз веселые лучики, и глаза, иные, блестящие похолодевшим суровым блеском, чуть прикрылись негустыми ресницами.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Стариксен патакне астивсе курнӑ ҫынсем ирӗксӗрех ушкӑн варринелле хӗсӗнчӗҫ; урӑм-сурӑм кӗпӗрленӳ, хаяр ҫуйхашу пуҫланса кайрӗ.

Невольно каждый из подвергавшихся побоям норовил протиснуться в середину; поднялись давка, крик.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чупнӑ хушӑра вӑл хӑй хыҫҫӑн таплаттарса пыракан темиҫе ҫын пашкаса сывланине илтрӗ, кӗҫ-вӗҫ темскерле тӳрлетме ҫук хӑрушӑ ӗҫ пулса иртессе, темле нимӗнпе танлаштарма ҫук хаяр элчел ҫывхарса ҫитессе пӗтӗм чӗрипеле туйрӗ.

Позади слышал дых нескольких человек, топотавших следом, и всем своим существом чувствовал что-то страшное, непоправимое, приближение какой-то чудовищной развязки.

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унӑн пӳрт чӳречисем хӗл каҫипех (хӗлӗ ҫав ҫул Дон тӑрӑхӗнчи пек мар хаяр килчӗ!) янкӑр уҫӑ тӑнӑ: казаксене тӗлӗнтерсе, ҫемйине те, хӑйне те чӑтӑмлӑха хӑнӑхтарнӑ.

Всю зиму (а зима была крепка не по-донскому!) стояли у него настежь открытыми окна, — закалял себя и семью, вызывая изумление у казаков.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чӑтма ҫук ҫилӗ килнипе унӑн чӗрӗпӗнни пек пит-куҫӗ пир пек шурса кайрӗ, хӗстерсе хунӑ хаяр куҫӗсем вичкӗннӗн йӑлтӑртатса кускаларӗҫ, ҫак самантра пичӗ ҫинчи кӑвак тӗтӗм пек шӑртлӑ сухалӗ те йӑшӑлтатса илчӗ, тейӗн.

Ежиная мордочка его побелела от злости, остро и дичало зашныряли узко сведенные злые глазенки, даже дымчатая шерсть на ней как будто зашевелилась..

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хура тур лаши, хаяр куҫӗсемпе чалӑшшӑн пӑхса, кӑпӑклӑ ҫӑварӗнчи тимӗр ҫӑварлӑха чӑмларӗ, малти урипе ҫатан картана тапса илчӗ.

Караковый конь, кося злым глазом, гоняя в запененном рту мундштуки, ударил передней ногой в плетень.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пантелей Прокофьевич, чаларнӑ пуҫне усса, вӑрах хушӑ шӑпӑрт ларчӗ; унтан пуҫне ҫӗклерӗ те — куҫӗсем сивлек те хаяр ҫутӑпа йӑлкӑшса пӑхрӗҫ.

Долго молчал Пантелей Прокофьевич, повесив седую голову; а когда поднял ее, — строг и жесток был взгляд.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Инкек ҫинех ку сысни вӑрҫӑра вилнӗ Афонька Озеров маткин — хаяр та чараксӑр чӗлхеллӗ Анюткӑн пулчӗ.

На беду принадлежал он Анютке, вдове Афоньки Озерова, — бабе злой и не в меру длинноязыкой.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗрре хӗпӗртесе, кӑштах тата эрленсе тухса кайрӗ вӑл тӑван килне: Дон ҫинче влаҫшӑн чи хаяр ҫапӑҫусем пынӑ вӑхӑтра хӑйӗн чаҫне пӑрахса кайнӑшӑн пӑшӑрханчӗ вӑл, ҫав вӑхӑтрах кил-йышӗпе тӑван хуторне ҫитсе курма тӳр килнӗшӗн савӑнчӗ те.

Ехал Григорий со смешанным чувством недовольства и радости: недовольства — потому, что покидал свою часть в самый разгар борьбы за власть на Дону, а радость испытывал при одной мысли, что увидит домашних, хутор.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Юнлӑ тавӑру пуҫланнӑ самантра Григорий хӑвӑрт кӑна тачанка ҫумӗнчен уйрӑлчӗ те, хаяр тарӑхупа пӑтраннӑ куҫӗсене Подтелков ҫинчен илмесӗр, ун патне уксахласа кайрӗ.

Григорий в первый момент, как только началась расправа, оторвался от тачанки, — не сводя с Подтелкова налитых мутью глаз, хромая, быстро заковылял к нему.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑй вӑл пӗтӗм кӗлеткипе тӑвӑнса чӗтрерӗ, мӑчлатман куҫӗсене юр ҫийӗн шутарса ҫӗклерӗ те, хаяр курайманлӑхӑн пӗтӗм йывӑрӑшӗпе тирӗнсе, Чернецовӑн сӗмсӗр хӑюлӑх та йӗрӗнсе пӑхакан куҫӗсене аяккалла тартрӗ.

Он весь дрожал, немигающие глаза его ползали по изрытвленному снегу, поднявшись, скрестились с бесстрашным, презирающим взглядом Чернецова и обломили его тяжестью ненависти.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней