Поиск
Шырав ĕçĕ:
2. Чурасем хуҫа аллинчен, хӗрарӑм чура хуҫа арӑмӗ аллинчен пӑхса тӑнӑ пек, акӑ пирӗн куҫӑмӑрсем Ҫӳлхуҫа енне, хамӑр Туррӑмӑр енне, хамӑра хӗрхеничченех пӑхаҫҫӗ.
Пс 122 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Акӑ ӗнтӗ пирӗн урасем санӑн хапху умӗнче тӑраҫҫӗ, Иерусалим; 3. Иерусалим — ҫурчӗсене пӗр вӗҫӗмрен лартса тухнӑ хула, 4. унта, Израиль саккунӗ тӑрӑх, Ҫӳлхуҫа ятне аслӑламашкӑн ӑрусем, Ҫӳлхуҫа халӑхӗн ӑрӑвӗсем, ҫӳреҫҫӗ.
Пс 121 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Акӑ эпӗ Эсӗ хушнӑ йӗркесене кӑмӑлларӑм; Хӑвӑн тӳрӗлӗхӳпе чӗрӗ усрасам мана.40. Вот, я возжелал повелений Твоих; животвори меня правдою Твоею.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Акӑ вӑл Ҫӳлхуҫа хапхи: ун витӗр тӳрӗ ҫынсем кӗрӗҫ.
Пс 117 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Акӑ тинӗс — аслӑ та сарлака вӑл: унта чӗрчунсем кӗшӗлтетеҫҫӗ, вӗтти те, шултӑри те — имӗ-сумӗ те ҫук; 26. унта карапсем ишсе ҫӳреҫҫӗ, унта — Эсӗ тинӗсре вылямашкӑн пултарнӑ ҫав левиафан та.
Пс 103 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Мана пӗлекенсене Раава# тата Вавилона аса илтерӗп; акӑ филистимсем, Тир та, Эфиопи те: «ҫавӑ унта ҫуралнӑ» тейӗҫ.
Пс 86 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Чӗнмесӗр, сас памасӑр ан тӑрсамччӗ, эй Турӑҫӑм! нимӗн тумасӑр ан тӑрсамччӗ: 3. акӑ ӗнтӗ тӑшманусем шавлашаҫҫӗ, Сана курайманнисем пуҫне ҫӗклерӗҫ; 4. Санӑн халӑхна хирӗҫ чее шухӑш тытрӗҫ, Хӑв упраса тӑракансене хирӗҫ каварлашаҫҫӗ; 5. ӗнтӗ ҫапла каларӗҫ: «каяр та вӗсене халӑхсем хушшинчен пӗтерер, ӳлӗм Израиль ятне ан асӑнччӑр» терӗҫ.
Пс 82 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
65. Акӑ Ҫӳлхуҫа ыйхӑран вӑраннӑ пек вӑраннӑ, эрехпе ӳсӗрӗлнӗ улӑп евӗр тӑнӑ та 66. унӑн тӑшманӗсене каялла хӑваласа янӑ, вӗсене ӗмӗрлӗхе намӑса хӑварнӑ; 67. Иосиф килне пӑрахнӑ, Ефрем йӑхне те суйласа илмен, 68. Вӑл Иуда йӑхне, Хӑй кӑмӑлланӑ Сион тӑвне суйласа илнӗ.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Акӑ Вӑл чула ҫапнӑ та — шыв тапса тухнӑ, ҫырмасем пулса юхнӑ.20. Вот, Он ударил в камень, и потекли воды, и полились ручьи.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Акӑ Санран пӑрӑнса каякансем пӗтеҫҫӗ; Эсӗ Хӑвӑнтан ютшӑнакансене пурне те пӗтеретӗн.27. Ибо вот, удаляющие себя от Тебя гибнут; Ты истребляешь всякого отступающего от Тебя.
Пс 72 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Акӑ ҫав усал ҫынсем ӗмӗрех тулӑх пурӑнаҫҫӗ, мулне хушаҫҫӗ.12. И вот, эти нечестивые благоденствуют в веке сем, умножают богатство.
Пс 72 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Акӑ Унӑн сасси, вӑй-хӑват сасси, илтӗнет.
Пс 67 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эй Ҫӳлхуҫа, ҫӳлти ҫарсенӗн Турри, Израиль Турри, ҫӗклен, пур халӑхсене те килсе кур, йӗркесӗр усал ҫынсене пӗрне те ан хӗрхен: 7. вӗсем каҫалапа таврӑнаҫҫӗ, йытӑ пек улаҫҫӗ, хула тавра ҫӳреҫҫӗ; 8. акӑ темӗн те каласа тултараҫҫӗ; вӗсен ҫӑварӗнче — хӗҫ: «пире кам илттӗр?» тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Пс 58 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эй Турӑҫӑм! тӑшманӑмсенчен хӑтарсам мана, хама тапӑнакансенчен хӳтӗлесем мана; 3. йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансенчен хӑтар мана; юнӑҫлӑ ҫынсенчен ҫӑл мана: 4. акӑ вӗсем манӑн чунӑма сыхласа тӑраҫҫӗ; мана хирӗҫ вӑйлисем пуҫтарӑнаҫҫӗ: усал ӗҫӗмшӗн мар, Ҫӳлхуҫамӑм, ҫылӑхӑмшӑн та мар, 5. айӑпӑм ҫук ҫӗртех пухӑнаҫҫӗ, вӑрҫӑ вӑрҫма хатӗрленеҫҫӗ; мана пулӑшма тӑрсамччӗ, курсамччӗ.
Пс 58 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Акӑ Турӑ — мана пулӑшаканӗ; Ҫӳлхуҫа чунӑма тӗреклентерет.
Пс 53 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Тӳрӗ ҫынсем курӗҫ те — хӑраса кайӗҫ, унран кулӗҫ [те калӗҫ]: 9. «акӑ хайхи — хӑйӗн тӗрекне Турӑра шыраман, хӑйӗн ҫӗрме мулне шанса, усал ӗҫне шикленмесӗр тӑвакан ҫын» тейӗҫ.
Пс 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Акӑ Эсӗ чӗрери чӑнлӑха кӑмӑлларӑн, Хӑвӑн ӑслӑлӑхна мана вӑрттӑн вӗрентетӗн.8. Вот, Ты возлюбил истину в сердце и внутрь меня явил мне мудрость [Твою].
Пс 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Унти ҫуртсенче Турра хута кӗрекенӗ тесе хисеплеҫҫӗ: 5. акӑ патшасем пӗрле пухӑнчӗҫ — вӗсем пӗрле тапӑнасшӑн; 6. анчах курчӗҫ те — тӗлӗнсе кайрӗҫ, аптӑраса ӳкрӗҫ те — каялла тарчӗҫ; 7. вӗсем унта шуйхансах ӳкрӗҫ, ача ҫуратакан арӑм пек асапланчӗҫ; 8. Эсӗ Фарсис карапӗсене тухӑҫ ҫилӗпе аркатнӑ чухнехи пек сехӗрленчӗҫ.
Пс 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Акӑ Эсӗ мана шит тӑршшӗ кунсем патӑн, Санӑн умӑнта манӑн ӗмӗрӗм нимӗн те мар.6. Вот, Ты дал мне дни, как пяди, и век мой как ничто пред Тобою.
Пс 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Эпӗ йӗркесӗр ҫынна, хӑрушӑскерне, курнӑччӗ, вӑл Ливан кедрӗ пекех мӑнаҫлӑн курӑнатчӗ; 36. анчах вӑл иртсе кайрӗ те, акӑ вӑл ҫук та; шыратӑп ӑна — тупаймастӑп.
Пс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.