Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ашшӗ, темӗнле тавҫӑрса илме ҫук паллӑсемпе, вӗҫен кайӑк йӑвисене шыраса тупрӗ, чӗрӗпе йӗр йӗрлесе тупрӗ, пакша кӑтартрӗ, кӑткӑ тӗми патне выртса, вӗсем ҫав тери ӗҫе юратни ҫинчен кала-кала пачӗ.
10-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Мучи килет, — тавҫӑрса илчӗ Маша, хӑй ачасене куҫ хӗсрӗ те Федя еннелле ҫаврӑнчӗ:— Дедушка идет, — догадалась Маша и, подмигнув ребятам, обернулась к Феде:
7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Маша хайхискер тавҫӑрса та илчӗ.
6-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Штольц чӗнмесӗр каллех аллейӑпа утрӗ, пуҫне усрӗ, арӑмӗ калани пирки пӑшӑрханса, ним тавҫӑрса илмесӗр шухӑшларӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫутҫанталӑк ӑна ку енӗпе кӳрентермен; инкӗшӗ унӑн ӑсӗпе ирӗклӗхне хӗсӗрлемест, ҫавӑнпа Ольга нумай япалана хӑех тавҫӑрса илет, ӑнланать, пурнӑҫа асӑрхануллӑн сӑнать, итлет… сӑмах майӗн тусӗ каланисене, канашӗсене те итлет…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Штольц ӑна ун чухне тинкеререх сӑнанӑ пулсан, ҫакна тавҫӑрса илнӗ пулӗччӗ; Ольга хӑй ҫулӗпе пӗчченпе пӗрех пырать, инкек-синкекрен ӑна инкӗшӗ ячӗшӗн ҫеҫ сыхлать; авалхи йӑх, хушамат, сослови, кивелнӗ йӑла-пӑла ҫинчен вӗрентсе каласа, ӑна ырӑ ятлӑ няньӑсем, асламӑшӗсем, инкӗшӗсем чӑрмантармаҫҫӗ; ӑна кивӗ ҫулпа вӑйпа ертсе каймаҫҫӗ; вӑл ҫӗнӗ сукмакпа утать, ҫав сукмак ҫинче вӑл хӑй ӑсӗпе, куҫӗпе, туйӑмӗпе йӗр хывать.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл Агафья Матвеевнӑн вӑрттӑнлӑхне тавҫӑрса илес патнех ҫывхарчӗ пулас, ҫавӑнпа, калаҫнӑ чух ун ҫине йӗрӗнерех пӑхакакскер, халӗ ирӗксӗрех тем пӗлесшӗн ҫунса, хӗрхенерех те пӑхма пуҫларӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ахах, кӗмӗл, салоп саклата хунине аса илчӗ те Штольц ҫавӑн пирки калать пулӗ тесе шухӑшларӗ; анчах вӑл кун ҫинчен мӗнле пӗлме пултарнине ниепле те тавҫӑрса илеймерӗ; ку вӑрттӑнлӑха вӑл Обломова мар, кашни пуса ӑҫта хунине пӗлсе тӑракан Анисьйӑна та каласа паманччӗ-ҫке?
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Вӑл ҫаратать ӑна, йӑлтах ҫаратать… ку кашни кунах ҫакнашкал пулса пынӑ, анчах эпӗ халиччен тавҫӑрса илеймен!» шухӑшларӗ Штольц.«Она его грабит, тащит с него все… это вседневная история, а я до сих пор не догадался!» — думал он.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Мӗнле эсӗ тавҫӑрса илейместӗн, Илья?
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫак пурнӑҫ урокӗ гениллӗ хозяйкӑна тепӗр чухне ним чухлӗ те ӑс парайман пулӗччӗҫ, нимле майпа та ӑна тавҫӑруллӑ тӑваяс ҫукчӗ, анчах халӗ вӑл, чӗри-ӑсӗпе ӑнланса, йӑлтах тавҫӑрса илчӗ те… хӑйне качча тухнӑ чухне парнеленӗ ахаха аса илчӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тарантьев хирӗҫӳллӗ ӗҫ пирки астутарсанах, Обломов тарӑхрӗ те именчӗ; унтан килӗшӳ пуҫарчӗҫ, унтан виҫҫӗшӗ те ӗҫрӗҫ, вара Обломов тӑватӑ ҫуллӑха заемнӑй ҫыру ҫырса пачӗ; тепӗр уйӑхран Агафья Матвеевна ҫавӑн пек ҫырӑвах пиччӗшӗ ячӗпе ҫырса алӑ пусрӗ, хӑй мӗн ҫырса алӑ пуснине те тавҫӑрса илеймерӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Чуптуни тата? — ҫав тери хуллен пӑшӑлтатрӗ Ольга, — Штольц ӑна илтеймерӗ, тавҫӑрса ҫеҫ илчӗ.— А поцелуй? — шепнула она так тихо, что он не слыхал, а догадался.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫакна тавҫӑрса илнӗ ирхине Ольга сӑнтан шуралчӗ, кунӗпех пӳлӗмрен тухмарӗ, пӑлханчӗ, хӑйпе хӑй кӗрешрӗ, хӑйӗн халӗ мӗн тумалли ҫинчен, хӑйӗн умӗнче мӗнле тивӗҫ пурри ҫинчен шухӑшларӗ — ҫапах нимӗн те шухӑшласа кӑлараймарӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех, сисмесӗр, вӑл хӑй мӗн шухӑшланине те, туйнине те калама пуҫларӗ, пӗррехинче вара, сасартӑк, хайне хӑй тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн, ҫакна тавҫӑрса илчӗ; вӑл пӗччен мар, иккӗн пурӑнать иккен, ҫак пурнӑҫ Ольга килнӗ кунранпа пуҫланчӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Мӗнле акци тата вӑл, нимпе те лайӑххӑн тавҫӑрса илейместӗп, — ыйтрӗ Иван Матвеевич.— Что это за акции такие, я все не разберу хорошенько? — спросил Иван Матвеевич.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Чӑнах, алӑк ҫумне сӗртӗннӗ пулас? — сасартӑк тавҫӑрса илчӗ Агафья Матвеевна.— Верно, за дверь задели? — вдруг догадалась Агафья Матвеевна.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Агафья Матвеевна унӑн апат-ҫимӗҫӗ, кӗпе-йӗмӗ, пӳлӗмӗсем пирки мӗншӗн хыпаланса тӑрмашнине Обломов тавҫӑрса илеймерӗ, — кил хуҫи арӑмӗн кӑмӑлӗ ахаль ҫапла пулӗ, терӗ; пӗрремӗш хут курсанах Обломов ҫав кӑмӑла асӑрханӑччӗ: ун чухне Акулина пӳлӗме автан йӑтса кӗчӗ, кил хуҫи арӑмӗ, лешӗ ытлашши вырӑнсӑр хӑтланнинчен именчӗ пулин те, ҫапах ӑна: лавккаҫа ку автанне мар, кӑваккине памалла, тесе калама ӗлкӗрчӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Агафья Матвеевна ҫакӑн ҫинчен шухӑшламасть, ҫакна тавҫӑрса та илмест, анчах кам та пулин Обломов килнӗренпе унӑн кӑмӑлӗ мӗнле ҫаврӑннине сӑнаса, ӑнлантарса парас пулсан, урӑхла мар, шӑпах ҫанашкал ӑнлантарса панӑ пулӗччӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Капла вӑл талӑкӗпех чул пек выртма та, талӑкӗпех ним тавҫӑрса илмесӗр утма та, урапапа кайма та, канӑҫсӑр хускалма та пултарать.Он мог лежать, как камень, целые сутки или целые сутки идти, ехать, двигаться, как машина.
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956