Поиск
Шырав ĕçĕ:
Повстанецсен фрончӗ Донӑн сулахай енӗпе Казански станицӑн чи хӗвеланӑҫӗнчи хуторӗсенчен пуҫласа Усть-Хопер патне ҫити — ҫӗр аллӑ ҫухрӑм — тӑсӑлса кайрӗ.
LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кружилин, Максаевпа Сингин, Каргинскин ҫуран, Латышев, Лиховидов тата Грачев хуторӗсен сотнисем Пегаревка, Вешенски, Лебяжин, Хӗрлӗ Ҫыр хушшинчи вырӑнсене йышӑнчӗҫ, ыттисем тыла — Донӑн сулахай ҫыранӗнчи Дубровка, Черный, Горохотка хуторӗсене — кайса тӑчӗҫ.
LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӗсем нумайӑшӗ ӗнтӗ сулахай ҫыран тӑрӑх хӑйсен хуторӗсене хирӗҫ вырнаҫса ӗлкӗрнӗ.Большинство их уже расположилось по левобережью против своих хуторов.
LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пӗр кун хушшинче повстанецсен чаҫӗсемпе беженецсене пурне те Донӑн сулахай енне каҫарса пӗтерчӗҫ.За день на левую сторону Дона были переброшены все повстанческие части и беженцы.
LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Сулахай ҫыранӑн хӑйӑрлӑ ӑшӑхлӑхне вӑл пуринчен малтан ҫитсе тухрӗ.
LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Сулахай алли хӑйӗн юнпа вараланнӑ таса мар бинтран ҫакӑнса пырать, сылтӑммипе ывӑна пӗлмесӗр чӑпӑрккине вылятать.Левая рука его висела на грязной окровяненной перевязи, правая — безустально играла плетью.
LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл кобурине уҫса наганне кӑларчӗ те сулахай алла илсе тытрӗ.
LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хӗвел сулахай ҫыранӑн сывлӑмпа сулхӑнланнӑ хӑйӑрлӑ ярӑмӗсем хыҫӗнчен шуса хӑпарчӗ те, пӗлӗт татӑкӗ куҫран ҫухалчӗ.Солнце взошло из-за песчаных, прохладных после росы бурунов левобережья, и облачко исчезло в невиди.
LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пирӗн, тен, Донӑн сулахай енне чакса кайма тивет пулӗ.
LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл, пуҫне мелсӗррӗн чалӑштарса, сулахай пичӗпе урай хӑми ҫумне тӗршӗнсе выртнӑ, хӑрушла та йывӑррӑн харлаттарса сывлать.Она лежала, неловко подвернув голову, левой щекой прижавшись к полу, бурно и тяжко дыша.
LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вахмистр, конвой начальникӗ, Бреховича аяккалла тӗртсе ярса, наганне ҫӗклерӗ те, сулахай куҫне тимлӗн хӗстерсе, васкамасӑр тӗллерӗ.
LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Иван Алексеевича винтовка кӳпчекӗпе чышасшӑн пулса, вӑл малтанах ӑна кӗпҫинчен ярса тытнӑччӗ, анчах мушка вӗҫӗ ал тупанне касса кайрӗ те, пӳрнисемпе кӗпҫе тӗлӗнчи йывӑҫ виткӗҫе ҫатӑрласа илчӗ, унтан винтовкӑна меллӗн ҫавӑрса тытса, ҫӳлелле ҫӗклерӗ, Иван Алексеевича лӑпах сулахай кӑкӑрӗнчен тӗллерӗ.
LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Иван Алексеевич, сулахай аллине пуҫӗ патне йывӑррӑн ҫӗклесе, суран ҫумне хытса ларнӑ перчеткене тӳрлетрӗ.
LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унӑн куҫӗсенче йӑмӑх хӗрлӗ ҫиҫӗм ялтлатса ҫиҫрӗ, ҫӗр тайӑлса кайрӗ, унтан тата Донӑн сулахай ҫыранӗнчи хӑйӑр ярӑмӗсене хуплакан ем-ешӗл вӑрман та темле пӗшкӗннӗ пекрех хутланса илчӗ.
LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Мӗн-ха, тӑвансем, асӑнар пуль, эппин, хамӑр хуторсене, чӗлӗм туртӑпӑр шӑмми-шаккисем канлӗ выртчӑр тесе, сӗнчӗ те Григорий, аяккарах пӑрӑнса, йӗнер хырӑмсарлӑхне пушатрӗ, лаши ҫӑварлӑхне кӑларчӗ, унтан, чӗлпӗре малти сулахай уринчен явакласа ҫыхса, ӑна ҫӳлелле тӳп-тӳрӗ ӳсекен, пурҫӑн пек ҫемҫе симӗс курӑка чӗпӗтсе ҫӳреме ячӗ.
LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Штокман тӑлпан кӗлеткеллӗ, вӑтам ҫулсенчи хӗрлӗармеец, сӗтел ҫине улӑхса кайса, сулахай аллине комиссара кӗске кастарнӑ хӗрлӗ сухалӗнчен ярса тытнине курчӗ.
XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫав ҫапӑҫу ӑнӑҫманни Донӑн сулахай енӗпе наступлени туса пынӑ хӗрлӗармеецсен пур чаҫӗсемшӗн те сиенлӗ пулчӗ.
XLVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫавӑнтан вара Татарски хуторӗн «пластунсем» хӑйӑр кӗрчӗсем тӑрӑх таҫта сулахай ҫыранра ҫапкаланса ҫӳрерӗҫ.С той поры татарские «пластуны» мотались где-то по левобережью, по песчаным бурунам.
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вешенскинчен Донӑн сулахай енӗпе 1-мӗш дивизи 4-мӗш повстанчески полкӗ (ун шутӗнче Татарски хуторӗн сотни те пур), виҫӗ орудиллӗ батарея тата резерври икӗ юланутлӑ сотня Елански патне килсе ҫитрӗҫ.
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑхӑтлӑха вӗсен ҫуран сотнине 5-мӗш дивизие кӗрекен пӗр полкпа пӗрлештернӗ иккен те унтан вара Донӑн сулахай енне куҫарса кайнӑ.
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.