Поиск
Шырав ĕçĕ:
1. Эфес Чиркӗвӗн ангелне ҫырса яр: «Хӑйӗн сылтӑм аллинче ҫичӗ ҫӑлтӑр тытса Тӑраканӗ, ҫичӗ ылтӑн ҫутаткӑҫ варринче Ҫӳрекенӗ сана ҫапла калать: 2. санӑн ӗҫӳсене, эсӗ тӑрӑшнине, эсӗ чӑтнине, эсӗ аскӑнчӑксене тӳсме пултарайманнине тата эсӗ хӑйсене апостол тесе калакансене сӑнанине те Эпӗ пӗлетӗп; эсӗ вӗсем апостолсем мар, ултавҫӑсем иккенне ӑнланса илтӗн. 3. Эсӗ чӑтӑмлӑ, Манӑн ятӑмшӑн нумай тӳсрӗн, пӗрех хавшаса ӳкмерӗн. 4. Анчах санӑн Ман умӑмра айӑпу пур — эсӗ малтанхи пек юратмастӑн. 5. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ху малтан мӗнле пулнине астуса ил те — ӳкӗн, малтан тунӑ ӗҫӳсене ту; унсӑрӑн кӗҫех сан патна пырӑп та, ӳкӗнмесессӗн, санӑн ҫутаткӑҫна хӑйӗн вырӑнӗнчен куҫарӑп. 6. Ҫапах та санӑн лайӑххи пур: эсӗ Николай хыҫҫӑн кайнисенӗн ӗҫӗсене кураймастӑн, ҫав ӗҫсене Эпӗ те кураймастӑп. 7. Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр: ҫӗнтерекене Туррӑн рай варринчи чӗрӗлӗх йывӑҫҫин ҫимӗҫне ҫитерӗп».
Ӳлӗм 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Пуринпе те килӗштерсе пурӑнма, таса пурӑнма тӑрӑшӑр, унсӑрӑн никам та Ҫӳлхуҫана кураймӗ.14. Старайтесь иметь мир со всеми и святость, без которой никто не увидит Господа.
Евр 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Юрӑхсӑр пушӑ сӑмах калаҫассинчен аякка тар; унсӑрӑн итлесе тӑракансем пӑсӑлнӑҫемӗн пӑсӑлса пырӗҫ, 17. вӗсем вӗрентни ҫиен чир пек арасланса пырӗ.
2 Тим 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӑл тата ӗненменнисем умӗнче те ырӑ ятлӑ ҫын пултӑр, унсӑрӑн вӑл сӑмаха кӗрӗ, шуйттан танатине ҫакланӗ.
1 Тим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Чӑн малтан акӑ мӗн калас: эсир пӗрле пуҫтарӑнсан ушкӑнсене уйӑрӑлатӑр тет, эпӗ ҫакна кӑштах ӗненетӗп те, 19. мӗншӗн тесессӗн сирӗн хушшӑрта тӗрлӗ шухӑш та пулмалла, унсӑрӑн сирӗн хушшӑрта шанчӑклисем палӑрмӗҫ.
1 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унсӑрӑн сирӗн ачӑрсем таса мар пулӗччӗҫ, капла таса.
1 Кор 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫапла ӗнтӗ Турӑ ыррине те, хаяррине те куратӑн: хаярлӑхӗ — уйӑрӑлнисемшӗн, эсӗ Турӑ ырӑлӑхне кӑмӑлласа тӑратӑн пулсан, ырӑлӑхӗ — саншӑн; унсӑрӑн сана та касса пӑрахӗҫ.
Рим 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӗҫсене пула юлнӑ пулсан, хӗрхеннипе юлман вара, унсӑрӑн ӗҫ те ӗҫ мар.А если по делам, то это уже не благодать; иначе дело не есть уже дело.
Рим 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Хӗрхеннипе сыхӑ юлнӑ пулсан, ӗҫсене пула юлни пулмасть вара, унсӑрӑн хӗрхенни те хӗрхенни пулмӗччӗ.6. Но если по благодати, то не по делам; иначе благодать не была бы уже благодатью.
Рим 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Унсӑрӑн никӗсне хурсан, туса пӗтереймесен, куракансем пурте кулӗҫ унран: 30. «ку ҫын тума пуҫларӗ те туса пӗтереймерӗ» тейӗҫ.
Лк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Астӑвӑр, хӑвӑр ырӑлӑх тунине ҫын куртӑр тесе, ӑна ҫын умӗнче ан тӑвӑр: унсӑрӑн сире Ҫӳлти Аҫӑртан сӑвап пулмӗ.
Мф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Хӑвпа тупӑшаканпа хӑвӑртрах, унпа пӗрле ҫул ҫинче пулнӑ чухнех килӗштер, унсӑрӑн вӑл сана тӳре аллине парӗ, тӳре сана тарҫи аллине парӗ, эсӗ вара тӗрмене лекӗн; 26. чӑн калатӑп сана: юлашки пусу таранччен памасӑр та унтан тухаймӑн.
Мф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫавна май вӑл Ионафан патне килӗшӳ сӗнсе, ӑна асла кӑларма шухӑш тытнӑ евӗр, ҫыру янӑ, 4. вӑл ӗнтӗ ҫапла каланӑ: «Ионафан пире хирӗҫ Александрпа сӑмах татиччен унпа хамӑр килӗшӳ туса ӗлкӗрер: 5. унсӑрӑн вӑл эпир ӑна тата унӑн тӑванӗсемпе унӑн халӑхне хирӗҫ тунӑ пӗтӗм сӑтӑрла ӗҫӗмӗре аса илтерӗ» тенӗ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ача ҫуратаканӑн асапӗ ҫитӗ ӑна: вӑл — айван ывӑл, унсӑрӑн ҫапла, нумай вӑхӑт хушши, вартан тухакан ача пек тӑхтаса тӑмӗччӗ.
Ос 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Сутлашӑр аннӗрпе, сутлашӑр, мӗншӗн тесессӗн вӑл Манӑн арӑм мар, Эпӗ те унӑн упӑшки мар; вӑл хӑйӗн пичӗ ҫинчен аскӑнлӑхне, кӑкӑрӗ ҫинчен аскӑн ӗҫӗсене тасаттӑр, 3. унсӑрӑн Эпӗ ӑна, хӑй ҫуралнӑ кунхи пек, ҫаппа-ҫарамас тӑвӑп та халӑх умне кӑларса тӑратӑп, унран пушхир, ырхан ҫӗр тӑвӑп, ӑна шывсӑр антӑхтарӑп.
Ос 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вавилон ҫыннисем, ҫакӑн ҫинчен илтсессӗн, питӗ хытӑ тарӑхса кайнӑ та патшана хирӗҫ ҫӗкленнӗ, вӗсем ҫапла каланӑ: пирӗн патша иудей пулса кайрӗ; Бела аркатрӗ, аҫтахана вӗлерчӗ, апӑссене вилӗм аллине пачӗ, тенӗ; 29. вара патша патне пырса каланӑ: эсӗ пире Даниила тытса пар, унсӑрӑн эпир сана хӑвна та, санӑн кил-йышна та вӗлеретпӗр, тенӗ.
Дан 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эпӗ ӗмӗрӗпех сутлашмӑп, вӗҫне ҫитиех ҫилленмӗп; унсӑрӑн Хамах пултарнӑ чӗм те, сывлӑш сывлаканӗ те пурте Хамӑн умрах халсӑрланса ҫитӗҫ.
Ис 57 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Хамшӑн, пӗр Хамшӑн, тӑватӑп ҫакна — унсӑрӑн Манӑн ятӑма еплерех хурланӑ пулӗччӗҫ!11. Ради Себя, ради Себя Самого делаю это, - ибо какое было бы нарекание на имя Мое!
Ис 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Унсӑрӑн вӑл ҫылӑхӗ ҫумне ҫылӑх хушӗ — Турӑран татӑлса ӳкӗ, пирӗн хушшӑмӑрта алӑ ҫупса ҫӳрӗ, Турра хирӗҫ тата ытларах каласа тултарӗ.
Иов 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эй Турӑ, мана Хӑвах пулӑшсамччӗ, маншӑн ҫӑка кӗрсемччӗ! унсӑрӑн маншӑн кам ҫӑка кӗрӗ?3. Заступись, поручись Сам за меня пред Собою! иначе кто поручится за меня?
Иов 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.