Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫавӑнпа Сергей, хӑйӗн кабинетӗнче чӳречен ҫумӑрпа йӗпеннӗ кантӑкӗсем ҫине пӑхса лараканскер, итогсем ҫинчен мар, малалла мӗн тумалли ҫинчен ытларах шухӑшланӑ: Кондратьевран тӗслӗх илсе, вӑл ҫырмалли пӗчӗк кӗнеке туяннӑ, унта ытти паллӑсене тунипе пӗрлех, ҫак ҫӗнӗ задачӑсене те йӗркипе ҫырса хунӑ.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Уйӑх тухрӗ, — сивӗ те хӗрлӗ ҫӑмха пек сӑрт ҫине хӑпарса, ҫумӑрпа ҫӑвӑнса тасалнӑ ҫӗр ҫине тикӗс мар та вӑйсӑр ҫутӑ сапаларӗ.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл ҫумӑрпа тӗксӗмленсе ларнӑ саплӑклӑ сӑхман, пысӑк ҫӗлӗк тӑхӑннӑ, курпунлӑрах ҫурӑмӗ хыҫне сӑран хутаҫ ҫакнӑ.
II // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.
Унӑн уринчи атти пылчӑкланса пӗтнӗ, гимнастеркипе брюки ҫумӑрпа йӗпеннӗ.Он был в забрызганных грязью сапогах, брюки и гимнастерка промокли и потемнели.
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Икӗ айккипе те ҫумӑрпа исленнӗ утӑ капанӗсем вӗлтлетсе юлаҫҫӗ, йӗпе курӑк ҫине пуса-пуса илекен лаша урисем тӳплетни: «Ан ӑсат мана, ан ӑсат…» — тесе каланӑн туйӑнать.
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Йывӑҫсем сайрарах ҫӗре пырса тухсан, вӗсем сылтӑм енче уй лаптӑкӗсене, ҫумӑрпа хуралнӑ пӗчӗк ҫӗмелсене кураҫҫӗ, сӑртлӑрах вырӑнсенче вара ҫаралса юлнӑ йывӑҫсем лараҫҫӗ.
III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫумӑрпа та, тинӗс хумӗпе те ан йӗпенччӗр тесе, ҫав ещӗксене апат-ҫимӗҫ, зарядсем тата ҫул ҫинче кирлӗ пулма пултаракан ытти хатӗрсене хутӑм.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ку тирсенчен эпӗ пысӑк ҫӗлӗк ҫӗлерӗм, ҫумӑрпа ан пӑсӑлтӑр тесе ҫӑмне тулалла турӑм.Из шкур я и сшил первым делом большую шапку мехом наружу, чтобы она не боялась дождя.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Эпӗ килтен тухса ҫӳременпе пӗрех, мӗншӗн тесен сивчир хыҫҫӑн ҫумӑрпа йӗпенсе шӑнса пӑсӑласран хӑрарӑм.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Паян яра кунах эпӗ япаласемпе тӑрмашрӑм: вӗсене, ҫумӑрпа йӗпенсе ан пӑсӑлччӑр тесе, витрӗм, чӗркерӗм.Весь этот день я хлопотал около вещей: укрывал и укутывал их, чтобы не испортились от дождя.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Апат-ҫимӗҫе тата ҫумӑрпа пӑсӑлма пултаракан ытти япаласене пурне те палаткӑна кӗртсе хутӑм.Я перенес в палатку все съестные припасы и прочие вещи, которые могли испортиться от дождей.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Витене ҫумӑрпа йӗпеннӗ шурӑ йытӑ кӗчӗ те Егорушка ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ; пичӗ ҫинче ҫӑм таткисем папильотка пек ҫакӑнса тӑраҫҫӗ хӑйӗн.
VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Урасем ҫумӑрпа йӗпенессе йӗпенчӗҫ-ха та, тем мар, пырать вӑл та…
VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Кӑнтӑр ҫутинче Огнянов чӑтлӑх вӑрманпа та бук кати тӑрӑх иртсе пычӗ, йывӑҫ хӑвӑлӗсенче тискер кайӑк пек канса ҫывӑркаларӗ, сӗм ҫӗрлехи каҫсенче Балканӑн юрпа пӗркеннӗ тӑрринчен анакан сивӗпе ӗнтӗркесе те ҫумӑрпа шапарса, иртес ҫулне суйламасӑр урлӑ-пирлӗ кумрӗ, малалла утас вырӑнне хушӑран каялла та ҫаврӑнмалла пулса тухрӗ.
I. Вӑрансан // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Разметнов калинкке ҫине пырса уртӑнчӗ те пуҫне усрӗ, ҫурӑмӗ ҫинче кӑна хул калакӗсем чӗтренсе тӑчӗҫ: ватӑ Шалый, ҫатан ҫумне пырса, тайӑлса кайнӑ юман тӗкмене ним ӑнланмасӑр, урнӑ пек силлеме тытӑнчӗ, Демка Ушаков, айӑпа кӗнӗ шкул ачи пек, ампар стени ҫумне пырса ҫыпӑҫнӑ та ҫумӑрпа исленнӗ штукатурка тӑмне чӗрнипе тӑрмалать, пит ҫӑмартисем тӑрӑх юхса аннӑ куҫҫульне шӑлма та пӗлмест.
XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Халӗ Кондратӑн, ытла пӑлханнипе, ҫамки ҫине — ҫумӑрпа йӗпеннӗ тейӗн — шултра тар пӗрчисем тапса тухнӑ, вӑл пӗрре сӗтел хушшинче ларакан коммунистсем ҫине, тепре — парта хушшинче юнашар ларакансем ҫине питӗ именсе пӑха-пӑха илет.
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ун таврашӗнче ҫумӑрпа ҫыпӑҫса ларнӑ вӗтӗ-вӗтӗ тӗксем, ҫӑмарта хуппин тӗпренчӗкӗсем йӑваланса выртаҫҫӗ.Около него валялись слипшиеся после дождей крохотные перышки, мелкие кусочки яичной скорлупы.
IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫумӑрпа тата вӑйлӑ ӳкнӗ сывлӑмпа нӳрелнӗ турпассем тивсе каймаҫҫӗ, хӗрарӑмӑн мекӗрленнипе хӗрелнӗ пичӗ ҫинелле тӗтӗм явӑна-явӑна хӑпарать, лапкан-лапкан сӑрӑ кӗл вӗҫет.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӗсем, сарайсен айккинче, йӗпенсе хуралса кайнӑ ҫатан картасен ҫумӗнче апат шыраса, тӑрӑшсах чаваланаҫҫӗ, мӑнаҫлӑ кӗрнеклӗхне кӑштах ҫухатнӑ йӗпе автансем, ҫумӑра пӑхмасӑр, пӗрин хыҫҫӑн тепри янӑратса авӑтаҫҫӗ, вӗсен хаваслӑ сасси кӳлленчӗксенче ним именмесӗр шыва кӗрекен ҫерҫисем чӗриклетнипе, ҫумӑрпа тусан шӑрши кӗрекен, хӑй патне ачашшӑн чӗнекен ҫӗр ҫийӗн ярӑна-ярӑна вӗҫекен чӗкеҫсем йӑнӑшнипе пӗрлешсе каяҫҫӗ.
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑл, чӗлпӗрне йӗнер сӑмси ҫине хунӑ та, чӗлӗмне паклаттаркаласа пырать, Гремячий Лог хуторӗ тавра сарӑлса выртакан ҫеҫенхире пӑха-пӑха ҫаврӑнать, унта кашни ҫырне, кашни васанне, сӑвӑр шӑтӑкне те мӗн ачаранах пӗлет вӑл, мӗн ачаран вӗсем унӑн чӗришӗн тӑван; вӑл ҫумӑрпа исленсе тӑраннӑ кӑпӑшка тӑпраллӑ уйсене, чӗреслетсе иртнӗ ҫумӑр тасатса, тайӑлтарса хӑварнӑ тырӑсене пӑхса савӑнать, ҫав хушӑрах хытӑ кӳренсе те пӑшӑрханса ҫапла шухӑшлать: «Ҫумӑр пулассине малтанах каласа хучӗ, катӑк шӑллӑ шуйттан!
40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959