Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ача хӑранипе тата сивӗрен чӗтресе, пӑр пек сивӗ чӳрече янаххи ҫинче ларнӑ, питне вӑл ҫумӑрпа йӗпеннӗ кантӑк ҫумнех хурса, тӗттӗм урамалла куҫне илмесӗр пӑхнӑ, ӑна халӗ те унта вилӗм ҫӳренӗ пек туйӑннӑ.
XXXII. Тӗтре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Машина ҫӗр ҫинчен ҫӗкленчӗ те темиҫе минутранах эпир ҫумӑрпа тӗтре хушшине кӗтӗмӗр, ҫӗр ҫинче чухне вӗсем пире кансӗрлеместчӗҫ-ха, ҫӳлте вара ӑна шута илмеллех пулчӗ, мӗншӗн тесен вӗҫнӗ чух пирӗн: а) задача пурччӗ тата б) ҫав задачӑна тума кансӗрлекенни пурччӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ площадка хӗррине пырса тӑтӑм та аялалла пӑхрӑм, пуҫӑм кӑштах ҫаврӑнаймарӗ: унта, тупӑкри пек, сӗм-тӗттӗм те сивӗ туйӑнать; вӑйлӑ ҫумӑрпа е иртен вӑхӑтпа катӑлса ӳкнӗ чул ту тӑррисем хӑйсен ҫимӗҫне кӗтеҫҫӗ.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ун чухне мантисем нумайӑшӗ ҫумӑрпа ансӑрланнӑ, шлепкесем те пайтах хӑмпӑлчӑланнӑ.
Тупӑкҫӑ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Ҫӗртме уйӑхӗнче ҫеҫ лайӑх ҫунӑ ҫумӑрпа йӑшӑл тапса тухрӗ.
Пуҫна ан ус, Азиз! // Валентин ГРИГОРЬЕВ. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... id=2567024
Ҫумӑрпа йӗпеннӗ кӗлте кали ҫухалать, пахалӑхӗ япӑхать.В промокшей под дождем золе теряется калий, ухудшается качество.
Ал айӗнчи паха удобрени // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№
«Патӑрьел районӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт тата Тӑрӑн ҫыннисем питӗ пӑшӑрханаҫҫӗ. Унта аҫтӑрхан мӑйӑрӗ пысӑкӑш пӑр ҫурӗ. Хӑш-пӗр тӗлте 5 сантиметр хулӑнӑш выртрӗ вӑл. Часах ирӗлеймерӗ. Купӑста, помидор, хӑяр... калчисене хуҫса пӗтерчӗ. Паллах, пахчаҫимӗҫе ҫӗнӗрен лартма тивет. Тӗвӗленнӗ слива, чие, панулми... пӑрлӑ ҫумӑрпа пӗрле ҫӗр ҫине тӑкӑнчӗ. Пӑхрӑм та, хурлӑхан ҫырли кӑна мар, ҫулҫи те юлман», — лару-тӑрупа паллаштарать район администрацийӗн ял хуҫалӑх пайӗн специалисчӗ Александр Майрушкин.
Ҫанталӑк ашкӑнать // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№
Вӑл ҫумӑрпа ирӗлсе пӗтмест, пӑсланмасть, ҫӗрте чылай вӑхӑт упранать.
Тӑпрана мӗншӗн извеҫлемелле? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№
Шартлама сивӗре те, ҫил-тӑманра та, ҫумӑрпа йӗпе-сапара та ӑшталаннӑ халӑх.
Тӑм тивичченех окоп чавнӑ // Елена ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№
7. Хӑй ҫине тӑтӑшах ҫӑвакан ҫумӑрпа нӳрленекен ҫӗр, хӑйне сухалакансем валли усӑллӑ тырӑ-пулӑ ӳстерекен ҫӗр, Турӑран пиллӗх илсе тӑрать; 8. йӗплӗ курӑкпа хытхура ӳстерекен ҫӗр вара юрӑхсӑр — ӑна ылхан кӗтет, юлашкинчен ӑна ҫунтарсах ярӗҫ.
Евр 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Акӑ ҫӗр ӗҫлекен ҫын ҫӗртен хаклӑ ҫимӗҫ кӗтет, малтанхи ҫумӑрпа кайранхи ҫумӑр пуличченех уншӑн вӑрахчен тӳссе тӑрать.
Иак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вырмана тухиччен виҫӗ уйӑх малтан сирӗн патӑра ҫумӑр ямасӑр тӑтӑм; пӗр хула ҫине ҫумӑр ҫутарса тӑтӑм, тепӗр хула ҫине ҫутармарӑм; пӗр ани ҫумӑрпа шӳсе тӑчӗ, тепӗри, ҫумӑр пӗрчи те курманскер, типсе ларчӗ.
Ам 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Мур чирӗ ярса, юн тӑкса сут тӑвӑп ӑна, ун ҫине, унӑн ҫарӗсем ҫине, унпа пӗрле килнӗ нумай тӗрлӗ халӑх ҫине пӗтӗмпе путаракан ҫумӑрпа шултӑра чул, кӑварпа кӳкӗрт ҫутарӑп; 23. Хамӑн аслӑлӑхӑмпа Хамӑн сӑваплӑхӑма кӑтартӑп, Хама нумай тӗрлӗ халӑх куҫӗ умӗнче кӑтартӑп та, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ, тесе калать те.
Иез 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫумӑрпа юр тӳперен анаҫҫӗ, каялла таврӑнмаҫҫӗ, ҫӗре шӑварса, ӑна вӑй параҫҫӗ: ҫӗр вара ҫуратать, ӳстерет, акакана вӑрлӑх, ҫиекене ҫӑкӑр парать.
Ис 55 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Акӑ вӗсем, пушхир ашакӗсем пек, тупӑш шыраса, ир-ирех хӑйсен ӗҫне тума тухаҫҫӗ; ҫеҫенхир вӗсем валли, вӗсенӗн ачи-пӑчи валли ҫӑкӑр парать; 6. вӗсем ют уйра тырӑ выраҫҫӗ, йӗркесӗр ҫын пахчинче иҫӗм ҫырли пуҫтараҫҫӗ; 7. ҫарамасскерсем ним витӗнмесӗр, пӗр тумтирсӗр сивӗ ҫӗрте ҫӗр каҫаҫҫӗ; 8. тусем хушшинче ҫумӑрпа исленеҫҫӗ, хӳтӗлӗх тупаймасӑр чул хысакӗ ҫумне тӗршӗнеҫҫӗ; 9. тӑлӑх арӑмран ӗмӗртекен ачине туртса илеҫҫӗ, кӗлмӗҫрен парӑмӗ вырӑнне ачине илсе каяҫҫӗ; 10. тумтирсӗр хӑварса ҫарамас ҫӳретеҫҫӗ, выҫӑхса ҫитнисене пучах ҫитереҫҫӗ; 11. вӗсем ҫу йывӑҫҫисем хушшинче ҫу ҫапаҫҫӗ, юхтаркӑчра иҫӗм ҫырли таптаҫҫӗ, хӑйсем ӑш хыпнипе аптӑраҫҫӗ.
Иов 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Шкулсенче, больницӑсенче, республикӑра пурӑнакансен ҫынсен ҫурчӗсенче каллех ӑшӑ та ҫутӑ пултӑр тесе ҫил ҫинче тата сивӗре, ҫумӑрпа юр айӗнче хӑйсен сывлӑхне шеллемесӗр ӗҫленӗ мӗнпур ҫынна тепӗр хут пӗтӗм чунтан тав тӑвас тетӗп.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945