Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сасартӑк унӑн пичӗ пир пек шуралса кайрӗ.
III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Гладиаторӑн куҫӗ йӑлтӑртатрӗ, пичӗ тата ытларах шуралса кайрӗ; сиксе тухас пек тапакан чӗрине кӑштах чарас тесе, аллине чӗри ҫумне тытрӗ.
II сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ретиарий, шуралса та кӑвакарса кайса, виҫӗ шӑллӑ сенӗкӗпе сулкаласа, тӑшмана аран пӳлсе, ҫав вӑхӑтрах тетелне ҫаклатас тесе, мирмиллон тавра кускаларӗ.
I сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Сӑн-пичӗ чирлӗ ҫынӑнни пек шуралса кайнӑ, ӳсӗрме те вӑйлӑрах тытӑннӑ.
Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.
Унта та кунта лутра креслӑсем, стена ҫинче тӗтреллӗ тӗкӗр шуралса ҫакӑнса тӑрать.Она была установлена низкими креслами, в стене белелось туманное зеркало.
Ӑнсӑртран пӗлни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Акӑ кӗҫех ҫыран хӗрринчи сӗвек чулсем чӑтлӑх витӗр шуралса курӑнса кайрӗҫ.
Марс // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Унта та кунта чул куписем, ишӗлчӗксен ӗлкисем шуралса выртаҫҫӗ.
Марс // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Унӑн тӑнлавӗ ҫинче суран чалӑшшӑн шуралса тӑсӑлнӑ.
Тӗлӗнмелле пӗлтерӳ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Мальвина шурӑ лӗпӗш ҫуначӗсем пек шуралса кайрӗ.
Буратинопа Пьеро Мальвина патне килеҫҫӗ, анчах вӗсен ҫавӑнтах Мальвинӑпа тата Артемон йытӑпа пӗрле унтан тармалла пулать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Вӑл эрех ӗҫнипе шуралса каять, унӑн тӑнлавӗсем ҫине ахах пӗрчисем пек тар тухса ларнӑ, ӑслӑ куҫӗсем пӑшӑрханнӑ пек ҫунса тӑсаҫҫӗ.Он бледнеет от вина, на висках у него жемчужинами выступил пот, умные глаза тревожно горят.
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑрман тӑрӑхӗ ҫинче икӗ йывӑҫ тункати тӑлӑххӑн шуралса тӑраҫҫӗ.
Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.
— Ӗҫлеме ан кансӗрлӗр мана! — кӑшкӑрать хуҫа, мекӗрленнипе шуралса кайса.— Не мешайте мне работать, чорт вас возьми! — орёт хозяин, бледный от натуги.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӑй вӑл хӑрать курӑнать: аллинчи ҫурта татӑкӗ чӗтрет, хӑй шуралса кайнӑ, тутине кичемле сарса пӑрахнӑ, куҫӗсем шывланнӑ, пушӑ аллине вӑл хуллен ҫурӑм хыҫнелле пытарать.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вавжон, хӑй чӗлхине хӑй шанмасӑр, ответлеймерӗ те, анчах вӑл пир пекех шуралса, сулӑнса кайрӗ.Вавжон не отвечал, но побледнел как полотно и зашатался, не веря ни своим ушам, ни своим глазам.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Тутар пасарӗн ансӑр урамӗсем ҫӑра хура-кӑвак мӗлке ӑшне путнӑ, мӗлке шӑллӑ-шӑллӑ тӗрӗсемпе пӗтӗм урам варрине витсе тӑрать, тепӗр енче уйӑх ҫутинче шуралса ларакан ҫӳлӗ ҫуртсем патнех ҫитет.
VI // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Сергей, вӑйсӑрланнӑ старик ҫине шарламасӑр, куҫ харшине тачӑ пӗрсе, шуралса кайса итлесе тӑнӑскер, сасартӑк мучине хулайӗнчен тытрӗ те ҫӗклеме тытӑнчӗ.
V // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Унӑн шуралса кайнӑ пичӗ ҫинче юри тунӑ чечче йӗрӗсем халӗ лайӑхах палӑрчӗҫ.И на его побледневшем лице резко обозначились искусственные оспинки.
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Манпа пӗр факультета, математика факультетне, кӗрекен Семенов экзаменсем пӗтичченех ҫаплах пуринчен те ютшӑнчӗ; аллисем ҫине чавсаланса, пӳрнисене шуралса кайнӑ ҫӳҫӗ ӑшне чиксе, яланах пӗччен ларчӗ, экзаменсене вара отлично парса пычӗ.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Шухӑшсем тепӗр майлӑ ҫаврӑнса ӳкрӗҫ, ҫывӑхри сак ҫинче пӗр ҫав тери япӑх та тирпейсӗр тумланнӑ ватах мар, анчах шуралса кайнӑ ҫӳҫлӗ господина, хыҫалти сак ҫинче ыттисенчен уйрӑм лараканскере курсан, эпӗ хытӑ хӗпӗртерӗм.
X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Люба пӗрре шуралса, тепре хӗрелсе кайрӗ, ҫырнӑ хутне саппунӗ айӗнчен кӑларчӗ те каллех пытарчӗ, вара пуҫне усса, мӑйне темле кӗскетсе, ҫӳлтен кӗҫ-вӗҫ такам ҫапасса кӗтнӗ пек, вӑраххӑн алӑкран кӗчӗ.
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.