Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Эсир калатӑр, вӑл», терӗ Иван Федорович, хӑй денщикӗнченех Иерусалим ҫинчен нумай илтнӗскер: «Иерусалимра та пулнӑ тетӗр!»
IV. Апат // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Турӑ хӑех ӑна Палестинӑра тата Иерусалимра пулма пиллӗх панӑ».Подлинно, его сам господь сподобил побывать в Палестине и Иерусалиме.
IV. Апат // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Тӗттӗм, тискер, хӑрушӑ та тыткӑнласа лартакан сас-хура ҫӳренӗ Иерусалимра Астис майра-патша пирки.Темные, злые, страшные и пленительные слухи ходили о царице Астис в Иерусалиме.
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Пӗркунхине Вернер хӗрарӑмсене: «Тасс хӑйӗн «Ирӗке тухнӑ Иерусалимра» каласа панӑ тухатмӑшланӑ вӑрманпа танлаштарнӑччӗ.
Июнӗн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
22. Ҫавӑн чухне Иерусалимра Турӑ Ҫуртне ҫӗнетнине асӑнмалли уяв ҫитнӗ; ун чухне хӗлле пулнӑ.22. Настал же тогда в Иерусалиме праздник обновления, и была зима.
Ин 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Иерусалимра, Сурӑх хапхи патӗнче, шыва кӗмелли вырӑн пур, ӑна еврейла Вифезда теҫҫӗ; унта ҫине витсе тунӑ пилӗк аслӑкай пекки пулнӑ.
Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Иисус Галилейӑна пырсан, Галилея ҫыннисем, Вӑл Иерусалимра уявра мӗн тунине пурне те курнӑскерсем, Ӑна хапӑлласах йышӑннӑ — уява вӗсем те кайнӑ пулнӑ.
Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Иисус калать ӑна: ӗнен Мана, вӑхӑт ҫитсе пырать ӗнтӗ — ун чухне эсир Аттене пуҫҫапӑр, анчах ҫак ту ҫинче те мар, Иерусалимра та мар.
Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Пирӗн аттемӗрсем Турра ҫак ту ҫинче пуҫҫапнӑ; эсир вара пуҫҫапмалли вырӑн Иерусалимра тетӗр, тет.
Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Иерусалимра Пасха уявӗнче пулнӑ чухне Вӑл нумай хӑват тунӑ, ҫакна курса чылайӑшӗ ӗненнӗ Ӑна.
Ин 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Виҫӗ кунран Павел чи паллӑ иудейсене чӗнтерчӗ, лешӗсем пухӑнса ҫитсессӗн, вӗсене ҫапла каларӗ: эй тӑван ҫыннӑмсем! халӑха хирӗҫ е аттемӗрсенӗн йӑлине хирӗҫ эпӗ нимӗн те туман, ҫапах мана Иерусалимра тытса тимӗрлерӗҫ те Рим ҫыннисен аллине пачӗҫ; 18. кусем ӗнтӗ мана сут турӗҫ те, манӑн вилӗме тивӗҫлӗ нимӗнле айӑп та ҫуккине кура, ирӗке те ярасшӑнччӗ, 19. анчах иудейсем хирӗҫ тӑчӗҫ те, манӑн вара кесарь сутне ыйтмалла пулчӗ, эпӗ ҫакна хамӑн халӑхӑма мӗн те пулин тӗлӗшӗпе айӑпласшӑн ыйтман.
Ап ӗҫс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эй Агриппа патшамӑр, ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ ҫӳлтен курӑннине хирӗҫ пымарӑм, 20. вара малтан Дамаскпа Иерусалимра пурӑнакансене, унтан пӗтӗм Иудея ҫӗрӗнчи ҫынсемпе суя тӗнлӗ халӑхсене, ҫылӑхӗсенчен ӳкӗнсе, Турӑ енне ҫаврӑнма, ӳкӗнӗҫе тивӗҫлӗ ӗҫсем тума вӗрентсе ҫӳрерӗм.
Ап ӗҫс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Иерусалимра эпӗ ҫавна туса тӑтӑм ӗнтӗ: аслӑ священниксенчен ирӗк илсе, сӑваплӑ ҫынсене эпӗ нумайӑшне тӗрмене хуптартӑм, вӗсене вӗлернӗ чухне те ҫавна тума канаш парса тӑраттӑм.
Ап ӗҫс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Мана иудейсем пурте мӗн ҫамрӑкранпах пӗлсе тӑраҫҫӗ: эпӗ малтан пуҫласах хамӑн халӑхӑм хушшинче, Иерусалимра, пурӑнтӑм, 5. вӗсем мана тахҫантанпах пӗлеҫҫӗ, каласа кӑтартас тесессӗн, эпӗ фарисей пулса хамӑр тӗнри чи ҫирӗп вӗренӗве пӑхӑнса пурӑннине каласа пама пултараҫҫӗ.
Ап ӗҫс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вара Фест каланӑ: эй Агриппа патша, эй ҫакӑнта пирӗнпе пӗрле пухӑннӑ ҫынсем! эсир халӗ пур иудей та айӑплакан ҫынна куратӑр, вӗсем ӗнтӗ, ман патӑма Иерусалимра та, кунта та пухӑнса пырса, ӑна чӗрӗ хӑварма юрамасть тесе кӑшкӑрчӗҫ.
Ап ӗҫс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вӗсем унта чылай кунах пурӑннӑ; Фест ӗнтӗ Павел ӗҫӗ ҫинчен патшана каласа панӑ: кунта Феликс тӗрмене хупса хӑварнӑ пӗр ҫын пур; 15. эпӗ Иерусалимра чухне аслӑ священниксемпе иудейсен аслӑ ҫыннисем ун ҫинчен ҫӑхав пама пычӗҫ, ӑна сут туса айӑплама хушрӗҫ.
Ап ӗҫс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Тепӗр каҫхине Павела Ҫӳлхуҫа курӑнса каланӑ: Павел, хӑюллӑ пул! эсӗ Ман ҫинчен Иерусалимра чӑннине пӗлтернӗ пек, санӑн Рим хулинче те ҫаплах чӑннине пӗлтермелле, тенӗ.
Ап ӗҫс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Анчах та Павел пире ҫапла хуравларӗ: мӗн тӑватӑр эсир? мӗншӗн эсир йӗрсе манӑн чуна хурлантаратӑр? эпӗ хама сӑнчӑрлаттарма ҫеҫ мар, Иисус Ҫӳлхуҫамӑр ячӗшӗн Иерусалимра вилме те хатӗр, терӗ.
Ап ӗҫс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӗсем патӗнче эпир чылай кунах пурӑнтӑмӑр, ҫав хушӑра Иудейӑран Агав ятлӑ пӗр пророк ҫитрӗ, 11. пирӗн патӑмӑра кӗрсессӗн вӑл Павел пиҫиххине илчӗ те хӑй алли-урине ҫыхса каларӗ: Таса Сывлӑш акӑ ҫапла калать: «ҫак пиҫиххи хуҫине иудейсем Иерусалимра ҫапла ҫыхса суя тӗнлӗ ҫынсен аллине парӗҫ» тет, терӗ.
Ап ӗҫс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Асийӑра вӑрахчен тӑрас мар тесе, Павел Эфеса кӗмесӗрех иртсе кайма шутларӗ: ӗлкӗрме май пулсан, Аллӑмӗш кун уявӗнче Иерусалимра пуласчӗ тесе васкарӗ.
Ап ӗҫс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.