Поиск
Шырав ĕçĕ:
18. Эхер те вӗсем пророк пулсассӑн, вӗсене Ҫӳлхуҫа каланӑ пулсассӑн, вӗсем Турӑ Ҫуртӗнче, Иудея патшин ҫуртӗнче тата Иерусалимра юлакан хатӗр-хӗтӗр Вавилона ан куҫтӑр тесе Саваоф Ҫӳлхуҫаран хута кӗме ыйтчӑр.
Иер 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫиме те юрӑхсӑр япӑх смоква ҫырли пирки вара Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Иудея патшине Седекияна, унӑн улпучӗсене, Иерусалимра юлнӑ пӗтӗм ҫынна, — ҫак ҫӗр ҫинче юлнисене, — тата Египет ҫӗрӗнче пурӑнакансене Эпӗ ҫавӑн пекех тӑвӑп; 9. вӗсене ҫӗр ҫинчи пур патшалӑхра та хаярлӑхпа усал терт тӳсмелле тӑвӑп, вӗсене Хам хӑваласа янӑ пур вырӑнта та мӑшкӑл курмалла, хӑйсенчен кулнине-тӑрӑхланине илтмелле, хӑйсене ылханнине илтмелле тӑвӑп.
Иер 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ: тӗп хапха патне кай — вӑл хапхаран Иудея патшисем кӗрсе-тухса ҫӳреҫҫӗ, Иерусалимӑн пур хапхи патне те кай, 20. вӗсене ҫапла кала: Иудея патшисем, мӗнпур Иудея, Иерусалимра пурӑнакансем, ҫак хапха витӗр кӗрсе-тухса ҫӳрекенсем, пурте Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр, те.
Иер 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Манассия, — Езекия ывӑлӗ, Иудея патши, — Иерусалимра тунӑ ӗҫсемшӗн Эпӗ вӗсене ҫӗр ҫинчи пур патшалӑхшӑн та хӑрушӑ тӗслӗх пулмалла тӑвӑп.
Иер 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Йӗрет Иудея, хапхисем хӑлтӑрканӑ, тӳннӗ, хуп-хура выртаҫҫӗ, Иерусалимра кӑшкӑрса йӗреҫҫӗ.2. Плачет Иуда, ворота его распались, почернели на земле, и вопль поднимается в Иерусалиме.
Иер 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эсӗ вара вӗсене кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: акӑ Эпӗ ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнакан ҫынсемпе Давидӑн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан патшасене, священниксемпе пророксене, Иерусалимра пурӑнакан мӗнпур ҫынна ӳсӗртмеллех ӳсӗртӗп те 14. вӗсене, ашшӗсене те, ывӑлӗсене те — пурне те пӗрле — пӗр-пӗрин ҫумне ҫапӑнтарса вӗлерсе пӗтерӗп, тет Ҫӳлхуҫа, вӗсене каҫармӑп, ҫырлахмӑп, пӗтернӗ чухне хӗрхенсе тӑмӑп.
Иер 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Иуда, ӗнтӗ санӑн мӗн чухлӗ хула, туррусем те ҫавӑн чухлех, Иерусалимра мӗн чухлӗ урам, сирӗн йӗрӗнчӗксене парне кӳмелли вырӑн та ҫавӑн чухлех.
Иер 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав вӑхӑтра, тет Ҫӳлхуҫа, Иуда патшисен шӑммисене те, унӑн улпучӗсен шӑммисене те, священниксен шӑммисене те, пророксен шӑммисене те, Иерусалимра пурӑннӑ ҫынсен шӑммисене те хӑйсен тупӑклӑхӗнчен кӑларса ывӑтӗҫ; 2. вӗсене хӑйсем юратнӑ, пӑхӑнса тӑнӑ, вӗсем хыҫҫӑн ҫӳренӗ, хӑйсем шыранӑ тата пуҫҫапнӑ хӗвелпе уйӑх умне, мӗнпур ҫӳлти ҫар умне сапаласа тӑкӗҫ; вӗсене пуҫтармӗҫ те, пытармӗҫ те: ҫӗр ҫинче вӗсем тислӗк пулӗҫ.
Иер 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Иудейӑра пӗлтерӗр, Иерусалимра хыпарлӑр, кала-кала парӑр, пур ҫӗрте те трупа кӑшкӑртӑр, янӑравлӑн, пурте илтмелле чӗнӗр: «эй пуҫтарӑнӑр — тӗреклӗлетнӗ хуласене кайӑпӑр» тейӗр.
Иер 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Амӑшӗ ывӑлне епле йӑпатать, Эпӗ те сире ҫапла йӑпатӑп, сире Иерусалимра йӑпатӗҫ.13. Как утешает кого-либо мать его, так утешу Я вас, и вы будете утешены в Иерусалиме.
Ис 66 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Сехӗрленсе ӳкнӗ Ассур хӑй тӗрекӗ умӗнченех чупса иртсе кайӗ; унӑн ҫулпуҫӗсем ялавран хӑраса ӳкӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа; Унӑн вучӗ — Сион ҫинче, вучахӗ — Иерусалимра.
Ис 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Халӑх Сион ҫинче Иерусалимра пурӑнӗ; эсӗ нумаях хӳхлемӗн — эсӗ ӗсӗклесех йӗнине илтсессӗн Вӑл сана каҫарӗ, йӗнине илтсессӗнех сана хуравлӗ.
Ис 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Саваоф Ҫӳлхуҫа Сион тӑвӗ ҫинче, Иерусалимра патшана ларсассӑн, аслӑ ҫынсем умӗнче Унӑн мухтавлӑхӗ ҫуталса кайсассӑн уйӑх та вӑтанса хӗрелӗ, хӗвел те намӑсланӗ.
Ис 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫавӑ кун акӑ епле пулӗ: Хамӑн Елиаким чурама, Хелкия ывӑлне, чӗнсе илӗп, 21. ӑна санӑн тумна тӑхӑнтартӑп, санӑн пиҫиххине ҫыхтарӑп, унӑн аллине санра пулнӑ ирӗке парӑп; вара вӑл Иерусалимра пурӑнакансенӗн тата Иуда килӗн ашшӗ пулса тӑрӗ.
Ис 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн пӗтӗм ӗҫне Сион тӑвӗ ҫинче тата Иерусалимра вӗҫлесен вара ҫапла пулӗ, калӗ Вӑл: Ассири патшийӗн мӑнаҫлӑ чӗри тунӑ ҫитӗнӳ ҫине, вӑл епле каҫӑрӑлса тӑни ҫине пӑхӑп.
Ис 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Манӑн аллӑм йӗрӗхсен патшалӑхӗсене ярса илчӗ, пуҫҫапмалли кӗлеткесем унта Иерусалимра, Самарире пулнинчен те ытларахчӗ, 11. апла Самарипе унӑн йӗрӗхӗсене мӗн турӑм, Иерусалимпа унӑн йӗрӗхӗсене те ҫаплах тумастӑп-им?» тейӗ.
Ис 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вӑл Израилӗн икӗ килӗшӗн те Сӑвапли пулӗ, такӑнтаракан чул, такӑнтарса ӳкерекен чул хысакӗ пулӗ, Иерусалимра пурӑнакансемшӗн вара мӑйкӑчпа таната пулӗ.
Ис 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Халӗ ӗнтӗ, Иерусалимра пурӑнакансем, Иуда арӗсем, иҫӗм пахчийӗпе Манӑн хушшӑмри тавӑҫа татса парӑр.3. И ныне, жители Иерусалима и мужи Иуды, рассудите Меня с виноградником Моим.
Ис 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ун чухне Иерусалимра пурӑнакансенӗн кӗнекине кӗртсе ҫырнисене — Сион ҫинче юлнисене, Иерусалимра сыхланса юлнисене — сӑваплисем теме тытӑнӗҫ.
Ис 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫапла эпӗ Иерусалимра халиччен хамран малтан пурӑннӑ пур ҫынран та аслӑрах та чаплӑрах пулса тӑтӑм; ӑслӑлӑхӑм та хампа пӗрлехчӗ.
Еккл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.