Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫавӑн пек пӗчӗккӗн савӑннисем ӑна ӗҫе хӑйсен ҫирӗп аллисене хытӑрах та хытӑрах ҫавӑрса илекен, Артамонова аяккалла сирсе, пӗччен тӑратса хӑваракан шухӑ ҫынсем ҫав тери нумай кӳрентернисемпе ҫырлахтарнӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Яков тутарла сарлака сухал ҫитӗнтерсе янӑ, хӗрлӗрех сухалӗпе пӗрле Яковӑн ҫынсенчен тӑрӑхлас йӑли палӑрмаллах ӳссе пынӑ; ывӑлӗ шухӑ ҫынсене кахаллӑн кӑна: — Ҫул ҫинче шыв лупашкине кӗрсе ларатӑр эсир, господа! Лӑпкӑрах пурӑнасчӗ сирӗн, — тенине илтме кӑмӑллӑ пулнӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Анчах тепӗр чухне ҫак пит те шухӑ ача, мӗншӗн те пулин кӳренсе, сӑрт ҫинчи хыр айӗнче Ватаракшӑн пӑтранчӑк симӗс шывӗ ҫине типӗ хыр мӑкӑлӗсем ывӑтса сехечӗ-сехечӗпе пӗр-пӗччен ларнӑ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Хуняшшӗ ун амӑшӗпе шухӑ шухӑшсемпе шӳт тунине, вӑл хӑйӗн еркӗнӗ ҫине ӑшӑ кӑмӑлпа пӑхса сухалне якаткаласа тӑнине, амӑшӗ, ун умӗнче купарчисене пӑркаласа, хӑйӗн илемӗпе намӑса пӗлмесӗр мухтанса ҫӳренине асӑрхасан, Наталья пушшех те хытӑ кӳреннӗ тата ытларах ӑмсаннӑ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Нимӗн иккӗленмелли те ҫук: ӑна асар-писер шухӑ хӑтланакан ӑссӑрсен пӳлӗмне хупса лартнӑ мӗн.Сомнений не могло быть: его посадили в камеру для буйно-помешанных.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Кунта тата хӗрарӑмсем те — пӗр виҫ-тӑватӑ шухӑ ҫеньорита пулнӑ, вӗсем ҫине тӑрсах хӑйсене тӗпӗ-йӗрӗпе ӑнлантарса пама ыйтнӑ.
XXI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ак ку, Виталийӗ, чикан урапинчен ӳксе юлнӑ ӑҫтиҫук евӗр, шухӑ та путсӗр.
2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Вунтӑватӑ ҫулхи Маняшӑн хӑй ҫулне кура шухӑ хаваслӑхӗ те, хӗр пек вӑтанасси те, ҫитӗннӗ ҫын пек шутлама пӗлни те пур.
Пӗтӗм халӑх ӗҫӗ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Оля та сӑвӑсем ҫырма хӑтланнӑччӗ, — вӗсем унӑн шухӑ та кулӑшла пулса тухрӗҫ.Оля пыталась и стихи сочинять, но они получались у нее озорные, насмешливые.
Яланлӑхах // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
— Шухӑ вырӑн.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
— Шухӑ автан ҫӑмартаран тухичченех авӑтма вӗренет, эпир ун йышшисем мар, ҫавна эсӗ хӑвах пит аван пӗлетӗн.Говорят, резвый петух еще в яйце кукарекать учится, мы не из таких, и ты знаешь это не хуже меня.
XIII. Кӗтмен хирӗҫӳ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Иртен кунра пире, йысна, шухӑ ӳсрӗҫ теме пулать-ши — терӗ вӑл.— Да нет, йысна, мы и в прошлые годы росли не слишком быстро.
XIII. Кӗтмен хирӗҫӳ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Вӑл ҫак шухӑ та чарусӑр хӗрачасемпе мӗн тумаллине пачах пӗлмерӗ.
5 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Сергейӗн вилнӗ амӑшӗ, шофёрсене шухӑ пулнӑшӑн юратсах каймастчӗ пулин те, Петровпа яланах кӑмӑллӑ калаҫатчӗ.Даже покойная мама, недолюбливавшая шоферов за лихость, и та всегда была почтительна с Петровым.
1 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
«Ай, патька, Аймет ҫитнӗ те пуль унта, вӑл, хам астӑвасса, пӗчӗккӗ чухнех, тетӗш пек, пит вичкӗн те шухӑ ачаччӗ.
XXXII. Кӗтмен тӗлпулу // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Акӑ тата, хӗрачасен пӳлӗмӗнче тепӗр мӗлке вӗлтлетрӗ, ку вӑл инкексем туса пӗтернӗ унӑн юратнӑ ачаш ачин мӗлки — кӑвар пек чӗрӗскеррӗн, чӗркӗмӗл пек кускаланчӑк, яланах шухӑ, мӗнпурне чӗри патне ҫывӑх илекен, чӑрсӑр ывӑлӗн мӗлки.
Каҫару // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Унтан каллех чарусӑр кӗрлев; уҫӑмлӑрах та вӑйлӑрах вӑл, вылянчӑк та шухӑ, телейлӗ те ҫутӑ.И опять живой рокот, все ярче и сильнее, сверкающий и подвижный, счастливый и светлый.
Эпилог // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Унӑн кӑнттам «струменчӗ» те, хӑйӗн мӗкӗрекен хулӑн сассипе Иохим сӗрме купӑсӗн юрласа-ташлакан сасси хыҫҫӑн ӗлкӗрсе пырас тесе, чунтанах тӑрмашнӑн туйӑнса каятчӗ, хӑй вара, ватӑ Янкель, хулпуҫҫисене сиккелентерсе, ермолка тӑхӑннӑ шакла пуҫне пӑркалатчӗ, шухӑ та йӳрӗк кӗвӗ ҫеммине май хӑй те тӑпӑртатмасӑр тӳсейместчӗ.
IV // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Карап сасартӑк ҫӳлелле ыткӑнчӗ, вӑл утпа ҫӳреме пӗлмен ҫын ӑнсӑртран хускатса янӑ хӗрӳ те шухӑ ӑйӑр пек, хумсем ҫинелле вӗҫнӗ пек хӑпарса кайрӗ, акӑ вӑл, халь-халь хумсем хушшине, хӑйне ертсе пыма пӗлмен штурманӗ мӗнӗпех чӑмассӑн туйӑнать.
Таманго // Василий Алагер. Мериме Проспер. Таманго: [калав] — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с. — 6–24 с.
Шухӑ ҫамрӑк уйӑх чул тӑва тӳрремӗн пӑхса ҫутатать.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.