Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ лапутянсем патне лекиччен виҫӗ ҫул маларах утрав ҫинче тӗлӗнмелле событи пулса иртнӗ, ҫав событине пула ҫак монархи чутах пӗтсе ларман.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Петрель-фрупа Виммербю ҫыннисене хӑйӗн чӑрсӑрлӑхӗпе чутах ӑсран ямарӗ пулсан та кӗсре никам аллине те мар, вӗсене ҫакланчӗ вӗт-ха!
Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Пӳрте лаша кӗрсе тӑни ытла та кӗтмен ҫӗртен пулнӑран вӑл чалтах сиксе тӑчӗ те ҫӑварти какай татӑкӗпе чутах чыхӑнса каятчӗ.Когда в дом вошла лошадь, он так и подпрыгнул от неожиданности и подавился куском мяса.
Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Катхультра пурӑнакансем ҫинчен пурин ҫинчен те каласа патӑм ӗнтӗ сана, Крюсе-майа ҫинчен чутах манса каяттӑм.Я тебе уже перечисляла всех жителей хутора Катхульт, а вот про Крёсе-Майю чуть-чуть не забыла.
Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Лина чутах Эмиль ҫине хӑпарса ларатчӗ вӗт.
Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Чутах инкекпе вӗҫленмен уяв чӑн-чӑн уявах пулса тӑчӗ.
Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Ҫакӑнта вӑл чутах вилмен.
II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
— Пӗринче тата эпӗ чутах пӗр улпут майрипе алхасса илеттӗм, — вӑл улпут майри хуларан дачӑна килнӗччӗ.— Я даже чуть-чуть с барыней одной не пошалил, — на дачу приехала из города барыня.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Леня ӑна чутах ураран ӳкеретчӗ.
VIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Чарусӑр чӗлхӳне чутах ирӗке яраттӑнччӗ…
VIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ӑҫта лешӗ, тулли питлӗ ача, арбуз пекки, шыв ӗҫсе чутах вилейменни?..Где тот мальчик, полный лица, похожий на арбуз, чуть не умерший пока воду пил?..
VI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
— Директора пула чутах вилмерӗн-и?
VI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Вӑл шыва тата директора пула чутах вилеймерӗ.
VI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Фронта та чутах каймарӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Вӑл ҫаплипех мана алӑран тытса тӑчӗ, — вара сав сӑмахсене каласан, чутах алла хуҫмарӗ.Он все еще держал меня за руку и при этих словах чуть не сломал ее.
XV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Вӑл вара ман алла чӑтма ҫук хӗсрӗ, эпӗ чутах тӑнран каяттӑм.
III сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Эпӗ акӑ, сӑмахран, хӗрӗх ҫул каялла ҫав сыснана пула чутах арӑмсӑр тӑрса юлмарӑм.Я, например, сорок лет назад из-за проклятой свиньи чуть невесты не лишился.
XXVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
— Сана кӗтнӗ пулсан, — чутах кулса ямасӑр каларӗ председатель, — Ли Гуй-юн тахҫанах сопкӑ ҫине тарса ӳкме ӗлкӗрнӗ пулӗччӗ.
XXVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ӑна паян эпӗ чутах вилсе выртмарӑм, эсӗ тӗкӗнетӗн!
XXIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Вунвиҫӗ ҫула ҫитсен, помещик мана чутах хӗнесе вӗлермерӗ.Когда мне исполнилось тринадцать, помещик чуть не убил меня плетью.
XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.