Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чутах (тĕпĕ: чут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Урапа карт туртӑннипе, чутах ҫаврӑнса анмасть вӑрманҫӑ хыҫалалла, юрать тилхепене туртса карӑнтарма ӗлкӗрет.

Помоги переводом

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Утравӑн кӑнтӑр енне, хӑйӑрлӑ вырӑна, ҫурма ҫарамас арҫын тӗмсем леш енчен темле хӗрарӑмпа ыталанса тухса выртнине асӑрхасан, хӑйне сасартӑк электротокпа ҫаптарнӑн, вӑрманҫӑ чутах каялла ҫаврӑнса ҫапӑнмасть:

Помоги переводом

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Чарӑнусенчен пӗринче Ваҫук Абаев чутах кӑшкӑрса ямасть:

Помоги переводом

10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Вӑл мӑнукӗ умне пычӗ те: «Уттарам сана пиччӳ сукмакӗпе» тесе чутах пуҫ урлӑ туяпа ямарӗ.

Помоги переводом

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Э-хе, ҫамрӑк тусӑм, чутах манман, сана пиччӳ укҫа парса янӑччӗ.

Помоги переводом

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Вӑл тӑр-тӑр чӗтресе илчӗ, аллинчи фотоаппаратне чутах ӳкермерӗ.

Помоги переводом

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Ах, чутах манса кайман, — терӗ, кӗсйисене хыпашлакаласа тухса, — ара сана пиччӳ ҫыру парса янӑччӗ вӗт.

Помоги переводом

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Чутах пирӗн танк айне пулатчӗ.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл ларма-тӑма вырӑн тупаймасть, чутах хӑйӗн пурлӑ-ҫуклӑ ҫӳҫ пайӑркисене ҫӑлмасть: «Ҫакӑн чул ылтӑн купи ҫинче ҫичӗ ҫул мунча кӗрсе пурӑнтӑм иккен, ухмах!» — тесе вӑрҫать вӑл хӑйне.

Помоги переводом

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Элле Иван таврӑнчӗ-и?! — тесе чупса тухрӗ те, ывӑлне курсан, ури вӑйӗ пӗтнипе чутах кайса ӳкетчӗ, ӑна Иван хӑй ҫумне ыталаса чӑмӑртарӗ.

Помоги переводом

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫавна пула чутах тӗрмене ҫакланаттӑм тесе, темиҫе хут та вӑрҫса илчӗ вӑл Ҫӗпӗрти ашшӗне, ҫыру та ҫырас тенӗччӗ, анчах ҫырусене темле «цезӑрсем» уҫса вулаҫҫӗ тенине илтсен, хӑраса ӳкрӗ, ҫырмарӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Курмарӑн-им, чутах хупса хуратчӗҫ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫенӗк алӑкне уҫрӗ те Петрук, чутах кайса ӳкетчӗ:

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Лешӗ савӑнсах килӗшнине курсан, ял Совет председателӗ ӑна чутах ыталаса чуптумарӗ:

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Ҫавах, ҫавах!» — чутах кӑшкӑрса ямарӗ Петӗр, куҫӗсем йӑлкӑшса илчӗҫ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чутах хыпашласа пӑхмаҫҫӗ вӗсем Ваҫука, пӗлӗт ҫинчен аннӑ ҫын пекех туйӑнать пулас.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫынсем хапхаран тухсанах вӑйӗ пӗтсе ҫитнипе Кулюкка тайӑлса кайрӗ, кӗлетрен тухнӑ чух чутах ӳкмерӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫӗртсе яратӑп вӗт укҫана! — чутах кӑшкӑрса макӑрса ямарӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Аттепе Вӑрӑм Палюк каярах чутах тӑванлашса кайман!

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗпи арки чутах алӑкпа хӗсӗнсе татӑлса юлатчӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней