Короткие
Калава вуланӑ май йӑл кулмасӑр май ҫуках: «Ҫуллахи каникул сисӗнмесӗр иртрӗ, юратура вара манӑн пӗр ҫитӗнӳ те ҫук. Хӗре ыталама мар, ун ҫинчен пӗринпе те пырса калаҫман… Ҫуллахи каникул вӗҫленчӗ, чун савни пулма пултаракан кандидатурӑсем – хула хӗрӗсем – ялтан кайса пӗтрӗҫ, унпа пӗрлех юрату шырани те кӑштах сӗврӗлчӗ темелле», – юптарать герой.
«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik
Иртнӗ пилӗк ҫулта инфратытӑмӑн 384 объектне юсаса ҫӗнетнӗ тата тунӑ, 515 шыв башнине улӑштарнӑ, 3 миллион та 700 пин тӑваткал метра яхӑн пурӑнмалли ҫурт-йӗр тунӑ, авариллӗ ҫурт-йӗртен 1016 ҫынна урӑх вырӑна пурӑнма куҫарнӑ, 157 общество хутлӑхне тата 1146 картиш территорине тирпей-илем кӗртнӗ, пӗчӗк хуласенче тата истори поселенийӗсенче 12 проекта хута янӑ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухрӗ // Хӗрлӗ ялав. http://gazeta1931.ru/gazeta/12828-ch-vas ... rupa-tukhr
Ҫав хушӑрах паянхи социаллӑ тата экономикӑлла аталанӑва тивӗҫтересси, унччен палӑртнӑ тӗллевсемпе плансене пурнӑҫласси, ҫав шутра халӑхӑн пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатас — хутлӑха улӑштарас тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха модернизацилес тесе Президент пуҫарнӑ наци проекчӗсемпе килӗшӳллӗн пурнӑҫа кӗрекеннисене тивӗҫтересси те пӗлтерӗшлӗ.
Тулли мар мобилизаци пуҫланнӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/23/%d1%82%d1%8 ... bd%d0%bda/
«Кунта икӗ ҫул-йӗр пур. Пӗр енчен эпир регион шайӗнче ыйтӑва уҫӑмлатма пултаратпӑр, тепӗр енчен илес пулсан централизациленӗ майпа таварсене туянма пултарайратпӑр. Федераци кирлӗ пек мӗнпур хатӗрсене илсе ҫитерме витӗм кӳрейрет. Пурне те хӑвӑрӑн палӑртнӑ ыйтусемпе ӗҫсене хӑвӑртлатса пурнӑҫа кӗртсе пыма хушатӑп», — тесе каланӑ регион Пуҫлӑхӗ.
Наци проекчӗсен мероприятийӗсене пурнӑҫламалли контрактсен 70 процентне ҫирӗплетнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/05/12/naci ... yatisemshn
Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Иван Петрович Архипов кӑҫалхи апрелӗн пӗрремӗшӗ тӗлне республикӑра 219,6 пин вӑрҫӑ тата ӗҫ ветеранӗ пурӑннине, ҫав шутран 188,2 пин ӗҫ ветеранӗ тата ЧР ӗҫ ветеранӗ (вӗсенчен 46,7 пин ЧР ӗҫ ветеранӗ ҫак хисеплӗ ята хӗрарӑмсем _ 37,5 ҫул, арҫынсем 42,5 ҫул ӗҫ стажӗсемпе тивӗҫнӗ) пулнине палӑртнӑ.
Ҫурхи пӗлтерӗшлӗ ыйтусемпе // А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22
Компоненчӗсем вара е пурте йышӑннӑ сӑмахсем (дериваци аффиксӗ, реляци аффиксӗ), е чӑваш сӑмахӗсем (шухӑш тӗшши «смысловое ядро предложения», ҫыхӑну палли «формальный показатель синтаксической связи»), е йышӑннӑ сӑмахпа тӑван сӑмах пӗрлешӗвӗ (нуль паллӑ «нулевой знак», предложенин шухӑш тытӑмӗ «смысловая структура предложения», ҫыхӑну аффиксӗ).
3. Ку чухнехи чӗлхе терминологийӗ. Унӑн пахалӑхне ӳстересси // И. А. Андреев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 71–91 с.
«Ман калавсемпе повеҫсенчи, романсенчи геройсемпе персонажсем чылайӑшӗ хам ҫуралса ӳснӗ Кӗтеснертен. Вӗсем чун-чӗрене уйрӑмах ҫывӑх. Тӑван яла час-часах кайни, унти ҫынсемпе шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса ларни, вӗсен хуйхи-суйхине, савӑнӑҫне ӑнланма тӑрӑшни мана ҫыравҫӑ ӗҫӗнче ҫав тери пулӑшать», - ҫапла калӑпларӗ Анатолий Иванович Алентейӑн сӑмахӗсене.
Ыр ҫын хыҫҫӑн пин ҫын утать // Э. Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2019.10.18
Вӗсем Атӑл ҫинчи аслӑ стройкӑсенче ӗҫлерӗҫ, пысӑк гидростанцисем турӗҫ, инҫе ҫурҫӗрте Печора чугун ҫулне хыврӗҫ, халиччен сухаламан ҫӗрсем ҫинче пысӑк тухӑҫлӑ тыр-пулӑ туса илме тытӑнчӗҫ, Братск ГЭСне турӗҫ; ун вӑхӑтӗнчи ҫамрӑксемех космоса штурмларӗҫ; вӑл ҫывӑх пӗлнӗ ҫамрӑксем — Макар, Натюш, Нина кашни хӑй ӗҫӗпе халӑх хушшинче ырӑ ятлӑ пулчӗҫ.
XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Хулан историллӗ центрне – Ленин урамӗнчи аллейӑна тата Салават Юлаев ячӗллӗ площадьри хулари интереслӗ вырӑнсене пырса тивнӗ улшӑнусем, Шуратӑл ҫыран хӗрри, С.Т. Аксаков ячӗллӗ сад, ҫӗнӗлле Уфана уҫаҫҫӗ, туристсене явӑҫтарас тӗлӗшпе ӑна майсем анлӑлатаҫҫӗ, - коментари панӑ Пушкӑртстанри предпринимательлӗх тата туризм министрӗ Зухра Гордиенко.
"Туризм тата тараватлӑх индустрийӗ" нацпроект шайӗнче Уфа хулин туркочӗ йӗркеленнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... nn-3854383
Ҫук-ха, хӑех хӑйпе Полина хушшине хӳнӗ хӳме те куҫ умне шукаласа тухать-ха (ҫыхӑнӑва ҫыру ҫырса пуҫарса ярсан хуравлӗ-ши «5» паллӑпа хакламалли хӗр «4» паллӑна ҫеҫ тивӗҫекен качча?), пурпӗрех, пульницӑра сиплев курсне вӗҫлесе йӑл илсен, Ула Тимӗр татӑклӑн хӑйне алла илчӗ те чун-чӗринчи ялан вӗҫеври «телей кайӑкӗ» патне ҫакӑн пек ҫыру шӑрҫаласа хучӗ:
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пӗрре Софрошка ҫине, тепре урам тӑрӑх шикленсе пӑхать, хӑйсен ҫывӑхӗнчех милиционер итлесе пымасть-ши тесе асӑрхать, ку самантра вӑл Софрошка аллинчен хӑтӑлас тесе пӑрлӑ шыв юхакан Атӑл урлӑ ишме те хатӗр, анчах лайӑх ҫилпе авӑракан арман пек пӗр таттисӗр павраса пыракан юлташӗ ӑна тата хытӑрах ҫатӑртаттарса тытнӑ та сулампа ҫеҫ уттарса пырать.
Хӑнара // Никита Волков. Илемлӗ литература, 7№, 1941. — 82–85 с.
«Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи тӗлпулусем – питӗ пысӑк калӑпӑшпа иртекен мероприяти. Ача-пӑча журналистики чӑнласах та, анлӑ сарӑлнӑ. Ҫулсерен ачасем кунта паха ӗҫсемпе паллашаҫҫӗ. Хаҫатсем калӑплаҫҫӗ, фильмсем ӳкереҫҫӗ, передачӑсем хатӗрлеҫҫӗ, сӑн ӳкерчӗксене пухса вырнаҫтараҫҫӗ, ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ проектсем хатӗрлеҫҫӗ», – тесе палӑртнӑ республика Пуҫлӑхӗ.
«Чӑвашмультфильм» чӑвашла анимацильлӗ фильмӗсем кӑларма тытӑнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/09/09/chav ... mesem-kala
Инерци пирки пулакан тӳрӗ линиллӗ движенирен кукӑр лини тӑрӑх пулакан движени тӑвас тесен, чи пысӑк варринелле туртакан вӑй чи пысӑк хӑвӑртлӑх пулнӑ ҫӗрте кирлӗ; анчах та чи пысӑк варринелле туртакан вӑй питӗ хытӑ туртӑннӑ чух тапӑм шучӗпе ҫеҫ пулма пултарать; ҫавӑнпа та чи хытӑ туртӑнни экватор тӑрӑх пулать, шар ҫавӑрӑну тӗнӗлӗ тӑрӑх лапчӑнать.
IV. Ҫавӑрӑнса куҫни // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Арҫын ачасенчен чи малти вырӑна Максим Ильдюхин (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ), Даниил Шемекеев (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ), Радмил Хамбиков (Урмаел вӑтам шкулӗ), Кирилл Потапов (Хирти Явӑш вӑтам шкулӗ), Айзат Минатуллов (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ), Айназ Сафиуллин (Урмаел вӑтам шкулӗ), Айнур Садртдинов (Тукай Мишер вӑтам шкулӗ) ҫӗнсе илчӗҫ.
Алӑ вӑйне виҫсе ӑмӑртрӗҫ // Ирина Ильина. http://kasalen.ru/2023/12/05/%d0%b0%d0%b ... %97%d2%ab/
Паллах, яланах «манах кельин сулхӑн, тунсӑхлӑ шӑплӑхӗнче Турӑ кӗнеки вуласа ларман» ӗнтӗ вӑл: ял ҫине те тухкаланӑ, тӗрлӗ уявсенче, ӗҫкӗ-ҫикӗре (хӑнасене вӑл яланах килте хӑй ӑсланӑ «цехра» юхтарнӑ хавшак сӑмакун-аншарлипе, услам укҫипе лавккара туяннӑ пӗремӗкпе хӑналатчӗ) ташлама-юрлама та, шӳтлеме-кулма та, мерекке упӑтене ҫаврӑнма та пултарнӑ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Ыран манпа пӗрле вунӑ ҫул вӗреннӗ пайташӑмсен, тантӑшӑмсен ҫамрӑксене «ҫунат хытса ҫитнине» ҫирӗплетекен тӗп документ — аттестат — илме право паракан экзаменсенчен пӗрремӗшне тытмалла -сочинени ҫырмалла, эпир пур, арҫын ачасем, икӗ хирӗҫли командӑна пайланса, райцентр стадионӗнче ҫавраҫил ҫавӑрттарса, анра-сухралансах футбол ҫӗмӗрттеретпӗр.
Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.
Шупашкарта иртнӗ экономика форумӗнче, регионсем хушшинчи «Регионы — сотрудничество без границ» выставкӑра, Медиафорумра, «Женщины-предприниматели — лидеры устойчивого развития» ҫавра сӗтелре тата ытти мероприятисенче те республикӑна малалла аталантармалли ҫул-йӗрсене пӑхса тухнӑ, тӗрлӗ регионсемпе килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳсем тунӑ.
Халӑх уявра савӑннӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/06/28/%d1%85%d0%b ... %bd%d3%91/
Ҫак кӗнекере пичетленнӗ «Александр Артемьевӑн чӗлхипе стилӗ ҫинчен» ятлӑ статьяра А. Е. Горшков «Салампи» повеҫӗн пӗрремӗшпе иккӗмӗш кӑларӑмӗсене чӗлхе тӗлӗшӗнчен танлаштарса тухнӑ, писатель хӑйӗн пуплевӗпе стильне произведенирен произведение, кӑларӑмран кӑларӑма лайӑхлатса, уҫӑмлӑрах та сӑнарлӑрах туса пынине чылай тӗслӗхпе кӑтартса панӑ.
Редакторсенчен // Паллӑ мар. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 3–5 с.
«Правительствӑн идеологине шута илсе эпир республикӑра мӗн туса илнине пӗтӗмпех ӗҫлесе тирпейлетпӗр, тирпейлекен предприятисен хӑватне ӳстерме тата ҫӗнӗ тавар ушкӑнӗсене туса кӑларассине йӗркелесе ял хуҫалӑх продукцине тарӑннӑн тирпейлемелли инвестици проекчӗсене пурнӑҫлама паракан патшалӑх пулӑшӑвӗн мелне малалла тӑсмалла тесе шутлатӑп.
Ырӑ улшӑнусем куҫ умӗнче // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44129-yr-ul ... uc-um-nche
— Ы-ы-ы-х, сире-е! — шӑлне выҫӑ кашкӑр пек шаклаттарса, пӑнтӑх сӑмакун тӗслӗ крафина чӑнкӑл-чӑнкӑл-чӑнкӑл «гопак ташлаттарса илсе», ҫурма хӗрлӗ, ҫурма сарӑ мӑнхӑяр пек алӑ чӑмӑрӗпе сӗтеле виҫӗ хут та ҫурӑ кӑрӑслаттарчӗ те ури ҫине сиксе тӑчӗ пуҫлӑх, унтан, алхасуллӑ тинӗс хумӗ евӗр хумханса-явӑнса, куҫне-пуҫне вут-ҫулӑмпала чалтӑртаткалама пуҫларӗ:
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.


