Короткие
«Шкул автобусӗн чи лайӑх водителӗ» професси ӑсталӑхӗн смотр-конкурсне Раҫҫей Шалти ӗҫсен министерстви Ҫӗпрел районӗнчи ГИБДД пайӗ, Хусан хулинчи «Ҫул-йӗр юхӑмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» патшалӑхӑн бюджет учрежденийӗн территори управленийӗн профилактика уйрӑмӗн Пӑвари уйрӑмӗ, «Данадис» общество тата районти ҫутӗҫ пайӗ пӗрле йӗркеленӗ.
Шкул автобусӗсен вунӑ водителӗ конкурсра хутшӑнчӗҫ // Римма Мавлютова. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... ra-xutsncc
Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Иван Михопаров «Муниципаллӑ округӑн 2020-2024 ҫулсенчи социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тата 2025-2030 ҫулсенчи задачӑсем ҫинчен, ҫав шутра Чӑваш Республикин 2025-2030 ҫулсенчи социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн Комплекслӑ программине пурнӑҫа кӗртессин шайӗнче» тарӑн доклад туса пачӗ.
Округ аталанӑвӗн пӗтӗмлетӗвӗсем // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/15900 ... mlet-v-sem
Ӗҫ кунне вӗҫлерӗ шофер — ял хушшинче пылчӑк ҫӑрӑлнине курсах машинине техника паркне е гаража лартса хӑвармарӗ, пӗр урамран тепринпе, виҫҫӗмӗш урампа иртсе, лапра-ҫӗпрене сарӑ тӑм тухиччен ҫавӑрчӗ, карта ҫумӗнче е йывӑҫ тавра сыхланкаласа юлнӑ саплӑк пек ҫереме те ватса иртрӗ, йывӑҫне хӑйне те хуҫса хӑварчӗ — килне ҫитрӗ-ҫитрех.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Кашни конкурсра ачасен, юмахсем тупсӑмне тупас, хӑйӗн тусӗ мӗн каланине тутисем тӑрӑх вуласа пӗлес, шкатулкӑра мӗн выртнине сӑнласа парас, чи кӑткӑс ребуссене татса парас, ертсе пыракан ҫын аллисемпе тата мимикӑпа ӑнлантарса паракан япаласемпе чӗрчунсене тавҫӑрса илес тесен, ӑс-хакӑлпа, тавҫӑрулӑхпа мӗн чухлӗ вӑй хумалла пулнӑ.
Ҫирӗклӗре " Выляр-ха, чухлар-ха!" вӑйӑ программи иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... tn-3816015
Нумаях пулмасть Раҫҫей Федерацийӗнчи Чӑвашсен наципе культура автономийӗн делегацийӗ – асӑннӑ пӗрлӗхӗн ертӳҫи Николай Федорович Гаврилов, пресс-секретарӗ Татьяна Дмитриевна Гаврилова тата автономи канашӗн пайташӗ Валериан Анатольевич Гаврилов «Чувашский край» Чӑваш культура обществи чӗннипе Мурманск облаҫне ҫитсе курчӗҫ.
Чӑваш делегацийӗ – Мурманскра // Хусан тӑрӑхӗ. https://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem ... murmanskra
Ҫак малалла эпир илсе кӑтартакан аса илӳпе тепӗр хутчен паллашнӑ тата тӗрлӗ шухӑшсем вӑхӑт инҫетӗшпе (150 ҫул вӗт!!!) тӗлкӗшнӗ май, тӳрех тепӗр хут ҫакнашкал ыйту ҫуралчӗ: Хусанти Ар масарӗнче канӑҫ тупнӑ профессорӑн тӑварлӑ тарӗ чӑвашсен чӑннипех тап-таса ҫынлӑхне (туйса илтӗр пулӗ, сӑмахӑм ун палӑкӗ пирки пырать!) хӑҫан кӑтартӗ-ши?
Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html
Ку хӳхлев, тӑп тӑракан тӑнӑҫ-тӑнӑҫ шӑплӑха сасартӑк вичкӗн-вичкӗн хӗҫпе чашт! сула-сула ҫурнӑн, юрлаканӑн чунне, ӑсне-тӑнне кӑна мар, ҫывӑх таврари мӗнпур туйӑма, сисме пултаракан мӗнпур-мӗнпур янавара шарт! шуйхантара-шуйхантара, тӗлӗрес тӗлӗкӗсене варт! та варт! сире-сире ывӑтать, таптать, ҫӗкле-ҫӗкле лӑпчӑтать вӗсен лӑпланӑвне.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ялсенче пурӑнакансене халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракан сферӑри законодательство улшӑнӑвӗсемпе, округри ял хуҫалӑх аталанӑвӗн малашлӑхӗсемпе, хӑй тӗллӗн ӗҫлекен шучӗпе регистрациленекенсене патшалӑх пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерессипе, патшалӑх порталӗн майӗпе илекен услугӑсемпе, тӗрлӗ ултавҫӑсенчен сыхланмалли майсемпе паллаштарнӑ.
Пӗтӗмлетӳсем. Проектсем. Тӗллевсем // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... -tllevsem/
Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Иван Михопаров «Муниципаллӑ округӑн 2020-2024 ҫулсенчи социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тата 2025-2030 ҫулсенчи задачӑсем ҫинчен, ҫав шутра Чӑваш Республикин 2025-2030 ҫулсенчи социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн Комплекслӑ программине пурнӑҫа кӗртессин шайӗнче» тарӑн доклад туса пачӗ.
Курӑмлӑ ырӑ улшӑнусем нумай // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/15883 ... usem-numaj
Хӗре хӑй майлӑ ҫавӑрас е ним шарламан чӗрчун туса хурас тесе, йӑваш хуҫа арӑмӗ пек курӑнма тӑрӑшса, Лукарье хаш сывласа илчӗ те: — Кӗтерук, эпӗ сана тахҫантанпах сӑнатӑп та, эсӗ питех тӑрӑшса ӗҫлетӗн тата чӗлхӳне те ирӗке ямастӑн. Ҫавӑншӑн сана паян пӗчӗк парне парасшӑн, — тесе, Кӗтерука чӑлантан кӗпе, саппун, тутӑр илсе тухса пачӗ.
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Шӑп чикӗсен строителӗсене пуҫ тайма Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, РФ Федераци Пухӑвӗн Патшалӑх Думин депутачӗсем Анатолий Аксаковпа Алла Салаева, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов, республикӑри ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен ертӳҫисем, Хӗрарамсен союзӗн председателӗ Наталья Николаева килсе ҫитрӗҫ.
Тыл ӗҫченӗсен паттӑрлӑхне халалласа митинг иртет // Хыпар. http://www.hypar.ru/cv/news/tyl-iescheni ... ting-irtet
Хӑйне парӑннӑ огуречниковсемпе мошковсен саламачӗсемпе хурӑн хуллисен хӳттинче вӑл хӑйӗн пуянлӑхне ӳстерсех пырать: вӑрман кастарать, сулӑ юхтарать, хресченсенчен парӑмсемшӗн туртса илнӗ ана-ҫаран ҫинче, ултавла ҫавӑрса илнӗ утрав ҫинче тара тытнӑ ҫынсен вӑйӗпе хисепсӗр тыра-пулӑ, утӑ-улӑм туса илет, вӗсене сутса тупӑш тӑвать.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
И.М. Матросовпа В.М. Бурмистровӑн «В Бресте, в 1941-м…» кӗнекинче 60-мӗш страницӑра виҫ сӑмахпа ҫырса кӑтартнӑ 333-мӗш полкри Степанов писарь (унта ятне кӑтартман) вӑлах пулнӑн туйӑнать, мӗншӗн тесен Брест крепоҫне киличчен вӑл Новозыбков хулинче взводри стена хаҫатне кӑларса тӑнӑ, Брест крепоҫне килсен те ҫав ӗҫе вӑлах тума пултарнӑ.
Аттесен ҫулӗпе… аттесен йӗрӗпе… // Надежда Кириллова. https://chuvash.org/blogs/comments/5620.html
Вӑл васкаса сӑхсӑхрӗ те эрехе шалт хучӗ, вара, киленӗҫлӗн ахлатса, вӑрӑм мӑйӑхне шӑлса илчӗ, кӑштах ҫӑкӑр татӑкӗ шӑршланҫи пулчӗ, унтан турилккери пулӑпа ҫӑмартана йӑлтах кӗсйисене персе чикрӗ те тухса кайма тӑчӗ; алӑк патне ҫитнӗскерех, Сантӑркка сӗтелӗ умӗнче чарӑнса тӑчӗ, ун ҫине хӗрлӗ куҫӗпе пӑхса, тепӗр черкке тултарма хушрӗ.
XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
«Арӑмне ним вырӑнне хуман, ӗҫекен упӑшкин патакӗнчен тарса пӗчӗк ачисемпе пӗрле Лиза аппа пиҫнӗ яшкине те тепӗр чухне ҫиеймен. Ачисене лӑплантарса е кӳршӗри Миките Анна аппасем патӗнче е Улитта аппасем патӗнче ҫӗр каҫнӑ. Мӗнле кӑна чӑтса, тӳссе тӑватӑ ачине ӳстерсе, ҫитӗнтерсе ҫын ҫине кӑларчӗ-тӗр?» — тесе аса илеҫҫӗ ял ҫыннисем.
Хӗрарӑм шӑпи // Нина Ратаева. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 4 стр.
Акӑ, сӑмахран: пӗр хут пулса иртнӗ вӑхӑт, темиҫе хут пулса иртнӗ вӑхӑт, малтан пулса иртнӗ вӑхӑт, сыпӑнтаракан, уйӑракан тата хирӗҫлекен сыпӑнуллӑ хутлӑ предложенисем; подлежащи пулакан пӑхӑнуллӑ предложени; темиҫе пӑхӑнуллӑ предложениллӗ пӑхӑнуллӑ хутлӑ предложенисем; уйрӑмтӑран кӗҫӗн член, урӑх ҫын сӑмахлӑ предложени т. ыт. те.
3. Ку чухнехи чӗлхе терминологийӗ. Унӑн пахалӑхне ӳстересси // И. А. Андреев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 71–91 с.
Туссем, татах пӗр кӳлӗм сӑмах ваклакаласа, пуҫа-ҫӑвара мӗн килнине перкелесе, ялта е хулара тепре куриччен тесе, пехиллешсе, алӑ тытрӗҫ, вара Кӗҫтук сехет туяннӑ арҫынпа пӗрле ӗҫлӗн ӗрлешекен Хӗрлӗ площадь еннелле «туннель вӗҫӗнче курӑнса кайнӑ пӗчӗк ҫутӑ патнелле», хивре карӑннӑ парӑс пек ҫирӗп кӑмӑлпа, тулли хаваллӑн чавтарчӗ…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Унсӑр пуҫне 2023 ҫулта «Сывлӑх сыхлавӗ» наци проекчӗн регионти проекчӗсем шайӗнче виҫӗ поликлиникӑна, районти тӗп больницӑна, ача-пӑча онкологийӗпе гематологи центрне туса пӗтернӗ, 98 модульлӗ конструкци палӑртнӑ, пӗр медицина учрежденийӗ юсанӑ, медицина оборудованийӗн тӑватӑ пин ытла единицине, ҫавӑн пекех автомобильсем туяннӑ.
Наци проектне пысӑк пулӑшу параҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... ra-3792436
Пурте вырӑнтан сиксе тӑчӗҫ, Иришка хӗр-тантӑшӗсенчен иккӗш виҫҫӗшӗ ун патнелле ыткӑнса пычӗҫ, шывпа пӗрӗхеҫҫӗ ӑна, тӑна кӗртме тӑрӑшаҫҫӗ, пӗри, хаяртараххи, ман умма пырса, питрен чӑнт-чант! тутарчӗ, йытӑ эсӗ, намӑссӑр, питсӗр! тесе кӑшкӑрчӗ, теприсем чунӗ кӳтсе килнипе макӑрма тытӑннӑ Натюка пукан ҫине лартса лӑплантарма пикенчӗҫ.
1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.
Ульяновскри «НИМЕ Чӑваш культура центрӗ» обществӑлла организацин представителӗсем, Ҫар ӗҫӗсен ветеранӗсен «Рубеж» регионсем хушшинчи обществӑлла организацин Ульяновск облаҫӗн уйрӑмӗн ертӳҫисем Марс Саяпов подполковник тата Владимир Ярухин подполковник ҫӳлерех асӑннӑ хастар ҫынсене 76-мӗш дивизин Тав ҫырӑвне парса чысларӗҫ.
Мӑнсӗнтӗрсем фронта пулӑшаҫҫӗ // Роза ИЛЛАРИОНОВА. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/21916 ... -pul-shacc


