Короткие
Эсир, ман шӑллӑмсем, Юрипе Андрей, хӑвӑр хӗрес чуп тунӑ чухне тупа туса каланине ан манӑр, патшалӑх ӗҫӗсенче е пирӗн ҫӗр-шыв тӗлӗшӗнчен хӑрушлӑх килсе тухсан ман ывӑлӑма пулӑшса тӑрӑр, православи тӗнӗпе пурӑнакансен ҫӗр-шывне басурмансен аллине ан парӑр; эсир, боярсемпе бояр ачисем, княҫсем, маншӑн тӑнӑ пекех, ман ывӑлшӑн тӑрӑр».
11. Хаяр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
«Эй, ҫут тӗнчере пурӑнакансем! Чӗрӗ-сывӑ чухне хирӗҫсе-харкашса пурӑнса, пурнӑҫ йывӑр тесе ҫӗрпе пӗлӗт хушшинчи ырлӑхран уйрӑлса кунта килме ан васкӑр! Влаҫра ларакан тӗрлӗ тӳре-шарасем, чиркӳ ҫыннисем: «Леш тӗнчене» кайсан ҫӑтмаха лекетӗр, сӗт кӳллинче, пыл та ҫу ҫинче ярӑнса ҫӳретӗр!» тенине ан ӗненӗр», — тесе каланӑн туйӑнать.
Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01
Муниципаллӑ округ администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Юрий Митюков, территори уйрӑмӗн начальникӗ Мария Илларионова, афганецсен районти организацийӗн председателӗ Виктор Гаврилов, Олег иерей, «Морское братство», «Пограничное братство» обществӑлла организацисен, ГСВГ ветеранӗсен вырӑнти уйрӑмӗсен представителӗсем тухса калаҫрӗҫ.
Аса илӳсенче – Афган вӑрҫи // Н.КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d0%b0%d1%8 ... %ab%d0%b8/
Хор-р-р! — чуна каллех тӑрмаларӗ ҫав сасах, анчах вӑл кунхинче Ула Тимӗр ҫӳҫне виреллех тӑратаймарӗ: сехри сирпӗтсе янӑ сӗмӗ хӑй вырӑнне таврӑнсан биологи, физиологи учителӗ тавҫӑрса илчӗ: вальдшнеп кӑрӑплатать иккен (инҫех те мар ҫак кайӑк кӑмӑллакан лачакаллӑ, йӳҫлӗхлӗ, кӳрен курӑклӑ пӑчӑртатса тӑракан кӳллӗх е ушах пур пулас).
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫапла ӗнтӗ, пӗр тӳремҫи ҫинче выртакан тата япалан тӗрлӗ точкине лекнӗ икӗ вӑя хушас тесен, чертеж ҫинче векторсене-вӑйсене ӳкермелле, унтан вӗсен енӗсене вӗсем пӗр-пӗрне тӗл пулса касӑличчен тӑсмалла, вара хушӑнакан вӑйсем лекнӗ точкӑсене ҫав тӗл пулса касӑлнӑ точкӑна куҫармалла та вӗсене параллелограм правили тӑрӑх хушмалла.
1. Пӗр-пӗринпе шайлашса тӑракан вӑйсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Анчах эсӗ ҫакна пӗлетӗн-и, Ахтупай: алла илмен юпах тиха та малтан нихҫан тата никама тыттармасла ӗрӗхсе ҫӳрет; лаша тытса курман ҫын вара унпа иртен пуҫласа каҫчен айкашать; Урасмет пек улшуҫ вӑл юпах тихана пӗрре куҫ хупса иличчен йӑлмак тӑхӑнтартать, сан пек каччӑ ура сырнӑ тӗле ял тӑрӑх пӗр-иккӗ чуптарса тухса чӑм шыва ӳкерет.
5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
«Ҫавӑнпа та тивӗҫлӗ тытӑмсене эсир мӗн сӗнни ҫинчен калӑп, шухӑшласа пӑхчӑр. Ку вӑл ҫав тери кӑткӑс япала, анчах ман шутпа, ку пирӗн хӳтӗлекен, ҫапӑҫакан, чи йывӑр, хӑрушӑ, ҫапӑҫу пыракан линири ҫӗнӗ задачӑсене татса паракан ҫар ҫыннисен интересӗсене сыхлать. ДНК парасси вӑл лайӑх сӗнӳ пек туйӑнать мана», — палӑртнӑ Раҫҫей лидерӗ.
Путин СВОна хутшӑнакансем ДНК парассине кӗртме сӗннине хакланӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ytarl-car-op ... an-4047095
ПР вӗренӳ министрӗ И.М. Мавлетбердин ПР Правительствинчи оперативлӑ канашлӑвӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Пӗтӗм Раҫҫей олимпиадин юлашки тапхӑрӗнчи ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсен пӗтӗмӗшле йышӗ 2024 ҫулта Пушкӑртри 52 шкул ачи (ҫӗнтерӳҫӗсем 10 тата 42 призер) кӗнӗ, ҫакӑ республикӑри олимпиада юхӑмне хутшӑннӑ тапхӑрта чи лайӑх кӑтарту пулса тӑнӑ.
Пушкӑрт Республики шкул ачисен Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадин результачӗсем тӑрӑх регионсен рейтингӗнче 6-мӗш вырӑн йышӑннӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... nn-3814618
Хӑйӗн килӗн кӗҫӗн хапхи умӗнче кӗвенте пек кукӑрӑлса тӑракан тӗксӗм кӗрче питлӗ, кӑвакал аминни пек сӑмсаллӑ, туяллӑ хӑшӑлти карчӑк пӗчӗк тӑхтав турӗ, вара, шалти «кантри-ҫипписене» лӑнчах ярса, тулашран татӑлса ӳкмеллех пиҫсе ҫитнӗ хӑмла ҫырлине ҫаврӑнса, сӑмахне малалла юхтарчӗ: «Ма «пакунсӑр милиционер» тесе калаҫҫӗ тетӗр-и?
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Нумайӑшӗ вӑл вӑхӑтра чунтан ӗненсех ҫапла шутларӗ пулмалла: ак Мӗшӑпа Кӑкшан тӑрӑхӗнчи, Ар-Сӗнтӗрти пӑлхавҫӑсене сапаласа ятӑмӑр, вӗсен пуҫлӑхӗсене тӗрлӗ майпа пӗрерӗн-пӗрерӗн пӗтерсе тӑкрӑмӑр: тек вӑйлӑ пӑтӑрмах пулассине кӗтмелли ҫук, малашне Хусан ҫывӑхӗнче, Атӑлпа Шур Атӑл таврашӗнче лӑпкӑ пурнӑҫ пуҫланать терӗҫ пулмалла.
11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен Канашӗн Вӑрмарти уйрӑмӗн председателӗ Валентина Волкова Кивӗ Вӑрмарти Хӗрарӑмсен канашӗн членӗсене ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксене гуманитари пулӑшӑвӗ кӳрес ӗҫре пысӑк тӳпе хывнӑшӑн Тав хучӗпе чысларӗ /ӳкерчӗк ҫинче. Ҫак пулӑмсем йӑлтах пӗр кунта — Ыркӑмӑллӑх кунӗнче иртни пӗлтерӗшлӗ пулчӗ.
Туслӑ йышпа — ҫӗнтерӗве ҫывхартассишӗн // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/12385-tusl-j ... rtassish-n
«Илем» физкультурӑпа спорт комплексӗнче пысӑк бассейнӑн чашине, бассейн тӑррине юсанӑ, хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗмсенче, бассейнсен чашисем тавра ӑшӑ урай, плитка сарнӑ, ачасен душевӑйне, санузелсене юсанӑ, алӑксене улӑштарнӑ, тренажер залӗнче тата фитнес-залра спорт линолеумӗ сарнӑ, электромонтаж ӗҫӗсем пурнӑҫланӑ тата ытти те.
Физкультура тата спорт – сывӑ пурнӑҫ никӗсӗ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11860-fizkul ... rn-c-nik-s
Чӑваш Республикинчи Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, республика территорийӗнче сасӑлавсем ирттернӗ вӑхӑтра обществӑна хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерме республикӑри Шалти ӗҫсен министерствин мӗнпур ӗҫченӗсене, ҫавӑн пекех Росгвардин Чӑваш Республикинчи управленийӗн тата ОМОН ҫар служащийӗсене ӗҫе явӑҫтарма тӗллев лартнӑ.
Чӑваш Енре пӗрлехи сасӑлав кунӗнче хӑрушсӑрлӑх мерисене вӑйлатӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/31/chav ... rushsarlah
Урамӗ ку чаплах мар, унта, театрӑн ҫӗнӗ керменӗсӗр пуҫне, ытларах пӗчӗк ҫуртсем, — ӗлӗкхи Шупашкар ӗнтӗ, — анчах вӑл Семен Петровичшӑн тӑван Айлӑмкасӗ пекех ҫывӑх: тӑванӗсем, тӗрлӗ ҫӗрте вӗренекен е ӗҫлекен юлташӗсем ҫыру ӑна ҫак урам ячӗпе ҫыратчӗҫ — вӑл тӑватӑ ҫул хушши вӗреннӗ техникум ҫак урамра; авӑ, кунтанах курӑнса ларать.
Пӑр катӑкӗсем // Владимир Садай. В. Л. Садай. Ҫӗр ҫалкуҫ: повеҫсемпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 184 с. — 168–183 с.
Ведомствӑра ҫакна аса илтернӗ: Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ тата «Росагролизинг» компанин ертӳҫи Петербургри Пӗтӗм тӗнчери XXVIII форумӗн площадкинче Пушкӑрт Республикин АПКпа ҫыхӑнса ӗҫлессине анлӑлатасси тата информаци тытӑмӗсен интеграцине тӗпе хурса регионти министерствӑпа ҫыхӑнса ӗҫлессине аталантарасси ҫинчен калаҫса татӑлнӑ.
Пушкӑрт аграрийӗсем ҫур ҫул хушшинче ҫӑмӑллӑхлӑ программӑпа 313 ял хуҫалӑх машини туяннӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... nn-3844312
Тӑлӑхсен ҫурчӗ, приют, пуррине амӑшӗ те асӑнкалатчӗ ҫав, асӑнкаланипех ҫырлахмастчӗ тата, унта хӑвӑнтан пысӑккисене итлемелле, хырӑм питӗ выҫсан та, апат вӑрламалла мар — вӑхӑчӗ ҫитсен хӑйсемех ҫитереҫҫӗ текелетчӗ; приют пиркиех вӑл тата темӗн каланӑччӗ пулас, ҫи-пуҫа ҫӗтмелле марри, ҫӗтӗлсен хӑвӑнах сапламалли ҫинчен марччӗ-и?
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Ӑмӑртусене хутшӑнакансене ВДПОн республикӑри уйрӑмӗн председателӗ Светлана Сергеева, Раҫҫей МЧСӗн пушар сӳнтерессине йӗркелессипе тата аварипе ҫӑлав ӗҫӗсене ирттерессипе ӗҫлекен Чӑваш Енри Тӗп управленин начальникӗн ҫумӗ Александр Зобов полковник, «Авангард» центр директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Роза Оленова саламланӑ.
Слетран ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ // Татьяна Никитина. http://kanashen.ru/2021/10/29/%d1%81%d0% ... bd%d0%bda/
Хваттер черечӗ мӗнле шунипе тӑтӑшах интересленетчӗ вӑл малтан, план тулсан савӑнатчӗ, тулмасан — начар ӗҫлетпӗр ҫав тесе пӑшӑрханатчӗ, канмалли кунсене тата тӳсӗмсӗр кӗтетчӗ яла ывӑлӗ патне кайма, тыткаламалӑх укҫа пултӑр тесе, ҫӗрлехи сменӑсене те хӑех юлма хавасчӗ, ыттисенни пекех, ӗмӗчӗпе савӑнӑҫ тӳп-тӳпемиччӗ, шанӑҫ пурччӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
«213 ҫамрӑк Раҫҫейри 13 субъектран оборонӑпа промышленность комплексне аталантарас тата пирӗн ҫӗршыв экономикине ҫирӗплетес ӗҫе хутшӑнма хатӗрри – студент отрячӗсем кӑткӑс задачӑсене татса пама пултаракан хӑватлӑ кадр ресурсӗ пулнине ҫирӗплетет», – палӑртнӑ Республикӑри студентсен ӗҫ отрячӗсен центрӗн ертӳҫи Василий Ислаев.
Тутарстана КАМАЗ пуҫтарма 13 регионран студентсем килнӗ // Оксана Бердникова. https://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem ... ntsem-kiln
Владимир Аврелькинсӑр пуҫне унта ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Александр Иванов, ЧР культура министрӗн заместителӗ Вячеслав Оринов, ЧР вӗренӳ, ҫамрӑксен политикин министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Светлана Петрова, Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов, чылай предприяти ертӳҫи хутшӑнчӗҫ.
Шупашкарпа Аньхой ҫывӑхланаҫҫӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№


