Короткие
Халӗ вӑл — вӑрҫӑ пуҫланнӑранпа, ахаль чух хӑш-пӗр арҫын та ҫитсе хурас ҫук ҫӗр-тӗлсенче пулнӑ хыҫҫӑн, хӑш-пӗр вӑйпитти арҫын та хуҫӑлса ӳкмелле ӗҫӗнче пулса курнӑ хыҫҫӑн — улшӑнса кайрӗ: ярӑнса утнӑ утти те, ҫивӗч чӗлхи те улшӑнчӗ, ямкӑс сасси салху ҫемме куҫрӗ, кӑмӑлӗпе пусӑрӑнчӗ, сӑнне-питне хура-шур тӗсӗ, ӗшенчӗк сӗм ҫапрӗ.
1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Енчен ача 16 ҫул тултарман пулсан, уншӑн законлӑ представительсем (ашшӗ-амӑшӗсем е опекунсем) явап тытаҫҫӗ, вӗсене РФ 5.35 статьяпа административлӑ яваплӑха явӑҫтарма пултараҫҫӗ, ҫав хушӑрах транспорт хатӗрне туртса илеҫҫӗ тата ятарлӑ стоянкӑна ӑсатаҫҫӗ, ҫул ҫитмен ачана вара шалти ӗҫсен пайне профилактика учетне тӑратаҫҫӗ.
Мопедпа та «правасӑр» ҫӳреме юрамасть // Римма Мавлютова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... e-iuramast
— О-у-а-аами-и-ин! — чарусӑррӑн мӗкӗрсе ячӗ хӑватлӑ сасӑпа тияккӑн (вӑл паҫӑр, Вознесенский атте сисиччен, алтарьте «турӑ юнне», Хусантан илсе килнӗ тутлӑ кагора, пӗччен вӑтӑр ҫыншӑн сыпма ӗлкӗрнӗ), Клирос ҫинче ҫынсене курӑнми тӑракан тияккӑн татах ҫӑварне карса пӑрахнӑччӗ — ӑна шикленсе ӳкнӗ понамарь алӑ тупанӗпе хупларӗ.
V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
«Ҫак командӑна сыхласа хӑварассишӗн тӑрӑшмалла, - ӗҫтешӗн шухӑшне малалла тӑсса пӗлтернӗ Николай Малов. _Чи пӗлтерӗшлӗ тапхӑр - умра: ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче тӗп суйлав умӗнхи малтанхи сасӑлав иртет. Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗ хыҫҫӑн 23-мӗшӗ, 24-мӗшӗ... пулать. Пирӗн чи малтанах малашлӑх пирки шухӑшламалла, пӗр-пӗрне ӑнланса пулӑшса пымалла».
Хӑйӗн сӑмахӗшӗн яваплӑ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22
Ҫак соотношенисене подводнӑй лодкӑсем шыв тӗпне аннӑ чухне, пӗр-пӗр тарӑнӑшӗнче ишсе пынӑ чухне, ҫиеле ишсе хӑпарнӑ чухне, аэростатсем, цеппелинсем, стратостатсем вӗҫсе хӑпарнӑ, пӗр-пӗр ҫӳллӗшӗнче вӗҫсе пынӑ е аннӑ чухне, путнӑ суднӑсене шыв тӗпӗнчен кӑларнӑ чухне, водолазсене шыв тӗпне аннӑ чухне т. ыт. чухне те шута илеҫҫӗ.
III. Гидро- тата аэродинамика // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Вӑл пӗлӳ панӑ ачасем Мускаври М.В.Ломоносов ячӗллӗ патшалӑх университечӗ, Экономика аслӑ шкулӗ, Кутафин ячӗллӗ юридици университечӗ, Бауман ячӗллӗ технологи университечӗ, Санкт-Петербург тата Хусан патшалӑх университечӗсем, ҫӗршыври ытти аслӑ вӗренӳ заведенийӗсем ирттернӗ олимпиадӑсене хутшӑнса ҫӗнтерӳҫӗсен ретне кӗнӗ.
Тава тивӗҫлӗ учитель // Альбина Ефремова. http://kasalen.ru/2023/07/18/%d1%82%d0%b ... %bb%d1%8c/
Анатолий Ильич Хованский — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ /2004\, Хӗрлӗҫыр ялӗн /2015\, Вӑрмар районӗн /2016 Хисеплӗ гражданинӗ, В.Алендей премийӗн лауреачӗ /2012\, Хисеплӗ таврапӗлӳҫӗ /2021. ЧР Спорт министерстви ирттерекен конкурс-смотрта «Чи пултаруллӑ спорт публицисчӗ» номинацире темиҫе хутчен Дипломсене тивӗҫнӗ.
Вӑйне кура вӑй вылять // Владимир ТОЛМАТОВ. http://gazeta1931.ru/gazeta/12856-v-jne- ... v-j-vylyat
Вера Тарасована Ӗпхӳ хула администрацийӗн, Халӑха вӗрентес ӗҫ управленийӗн Хисеп хучӗсемпе, «Пушкӑртстан Республикин вӗрентӳ отличникӗ» кӑкӑр ҫине ҫакмалли паллӑпа, ПР Вӗрентӳ министерствин Хисеп хучӗсемпе, «Вӗрентӗве аталантарас ӗҫе тӳпе хывнӑшӑн» медальпе, Пушкӑртстан Республикин Тав ҫырӑвӗпе тата ыт. те наградӑланӑ.
Вера Михайловна ТАРАСОВА // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/articles/salamlanisem ... va-3419490
Коллективлӑ хуҫалӑхсем тунӑ ҫулсенче кулак тесе нумай ҫынна пӗтерни паллӑ-ха.1937 ҫулта Сӑкӑтран революцине хирӗҫле кулакла организаци туса хунӑ тесе 18 ҫынна тытса кайни, суд туса тӑваттӑшне персе пӑрахни, ыттисене сакӑр ҫултан пуҫласа вунӑ ҫул таранччен тӗрмене хупни, яла каялла виҫҫӗшӗ кӑна таврӑннине те пӗлетпӗр темелле.
"Общество приговорӗн" хӗн-хурӗ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51522-obsh ... -kh-n-khur
Анчах та, сывлӑшсӑр пуҫне, ртутьпе сӗртӗнсе тӑракан урӑхла нимӗнле япала та ҫуккине кура, ҫак шайлаштаракан вӑй сывлӑш пусӑмӗн вӑйӗ ҫеҫ пулма пултарать; вӑл чашка ҫинчи ртуть ҫийӗ ҫине вертикальлӗ аялалла пусать, ртуть вара ӑна пур еннелле те, ҫавӑн пекех ртуть юпин тӗпӗ ҫине вертикальлӗ ҫӳлелле те, тикӗссӗн сапаласа сарать.
III. Гидро- тата аэродинамика // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Тӗллев - конкурса хутшӑнма документсем тӑратнӑ граждансен йышӗнчен муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн должноҫне йышӑнма лайӑх хатӗрленнӗ ҫынсене вӗсен пултарулӑхне, професси хатӗрленӗвне, стажне, ӗҫ опытне, ҫавӑн пекех конкурс ирттернӗ май тупса палӑртакан ытти пахалӑхне тӗпе хурса альтернативлӑ никӗс ҫинче суйласа илесси.
ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen
Колхоз ӗҫӗнчен вӑл хӑйӗнчен Гриша сарӑмсӑр кулма пӑхнишӗн е унпа председатель сахал интересленнишӗн ҫеҫ пӑрӑнма шутламан, кунта унӑн урӑх сӑлтавсем пулнӑ: сӑмах майӗн каласан, правленинчи тайӑнмалли пукана ҫӗклесе кӑтартнӑ хыҫҫӑн та, каярахпа килти йывӑртарах ӗҫсене тусан та, унӑн суранлӑ алли ыраткалама тытӑнни сисӗннӗ.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Ҫак икӗ чун, Тоньӑпа ун хӗрачи, пӗрре Думитру ҫине, тепре амӑшӗ ҫине тем ӑнланса илме тӑрӑшнӑн пӑха-пӑха илекен Оля, такамран та ҫывӑх ҫынсем пек туйӑнаҫҫӗ; халь, ҫапла чӗнмесӗр, хускалмасӑр ларнӑ самантра, вӗсен, виҫӗ ҫыннӑн, хушши ҫывӑхланса-ҫывӑхланса пынӑ пек, вӗсен, виҫӗ ҫыннӑн, чунӗсем пӗрлешсе-пӗрлешсе пынӑ пек туйӑнать.
XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ҫак вӑхӑтра кил хуҫи арӑмӗ (Урӑлманкин ӑна ятпа чӗнмест, «пушӑ пучах», «тӑрӑ, хухӑ ҫӑмарта» тесе «хӑрӑмлать»), тӑхлан пӗлӗт питлӗ, ланчашка, самаях хухнӑ хӗрарӑм, хӗрлӗ чӗрҫитти ҫакнӑскер, кӑвак тутӑр ҫыхнӑскер, сӗтел хушшинче шарикленӗ ҫӗрулми ҫийи-ҫими чӑмлакаласа ларакансер, упӑшкине ятласа йӳҫҫӗн ҫӗмӗрӗлсе, ҫӗтӗлсе илчӗ:
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Ишӗлчӗксем патӗнче хӑма ҫине ҫапла ҫырса хунӑ: «Руины казармы 333 стрелкового полка. В июне-июле 1941 года здание, подступы к нему и Тераспольским воротам защищали подразделения 333 и 44 стрелковых полков, поганичники 17 Краснознаменного пограничного отряда, группы бойцов 31 автотранспортного, 132 конвойного отдельных батальонов».
Аттесен ҫулӗпе… аттесен йӗрӗпе… // Надежда Кириллова. https://chuvash.org/blogs/comments/5620.html
Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов чӗлхесем ҫинчен калакан саккуна пурнӑҫлас енӗпе ЧНК еплерех ӗҫлени ҫинчен каласа кӑтартрӗ, мӗнле мероприятисем ирттернипе паллаштарчӗ: Константин Иванов тата Литература ҫулталӑкне халалланӑ викторинӑсем, тӗлпулусем, «ҫавра сӗтелсем», «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» конкурс т.ыт.те…
Чӗлхемӗр аталансах пытӑрччӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№
Степан Кулаков, Иваҫ Ивашов, ытти строительсем те ун пултарулӑхӗпе киленнӗ вӑхӑтрах ӗҫ пӑрахмаҫҫӗ, пӑрахма мар, Виссарион сӑмахӗ тӗрӗссине — чӑнахах «музыкӑпа ӗҫ лайӑх кайнине» кӑтартма тӑрӑшаҫҫӗ; анчах хӗрсем ниепле те куҫ илеймеҫҫӗ-ҫке «урӑх Виссарион» ҫинчен, пӗтӗм чунӗ-чӗрипе, мӗнпур хусканӑвӗпе вӗсем — ун тыткӑнӗнче.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
1747 ҫулхи ревизине тишкерсен вулӑс йышне асӑннисемсӗр пуҫне Яндырчи (Йӑнтӑрчӑ), Уразлина, Антикова (Аслӑ Пӑла Тимеш, Елчӗк р-нӗ), Уразметева (Тӑрмӑш, Елчӗк р-нӗ), Малая Ерыкла (Тип Тимеш, Елчӗк р-нӗ), Тораева (Анатри Тимеш, Елчӗк р-нӗ), Ивашкина (Йӑвашкел, Комсомольски р-нӗ), Темеш Камаева поля (Чӑваш Тимеш, Йӗпреҫ р-нӗ) ялӗсене кӗртнӗ.
Вулӑс, район, округ... // Владимир ШАКРОВ. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... jon-okrug/
Пуҫтарӑнаҫҫӗ вара, ӗҫрен тухсан, яш каччӑсем, хӗрсем умӗнче вӗҫкӗнленсе пирус туртаҫҫӗ, хӑшӗ-пӗри (чылайрах укҫа ӗҫлесе тупнисем) ҫӗн атӑ тӑхӑннӑ, ҫухине хӑрах енне туса ҫӗленӗ хура е кӑвак сатин кӗпе тӑхӑннӑ, пилӗкне ал лаппи сарлакӑш чӗн пиҫиххи ҫыхнӑ — епле чипер хӗрсен чӗри сиксе тапмӗ кун пек каччӑсемпе юнашар ларнӑ чух.
Пӗри пуять — тепри пӗтет // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
«Вӑхӑт хӑвӑрт иртет. Анчах кун-ҫул уттинчен пирӗн ушкӑн пӑрӑнса юлманни савӑнтарать. Ҫулсем малалла кайнӑҫемӗн ушкӑн та ҫӗнелсех пырать. Унта ҫамрӑксем нумай хутшӑнни савӑнтарать. Клуб уҫӑлсан йӗркеленнӗ ушкӑна эпӗ пӗрремӗш кунран майлах ҫӳретӗп. Кунта килсен чун уҫӑлать, нумайрах пурӑнас килет», - пӗлтерчӗ Тушкасси ҫынни.
Культура ҫурчӗ ӗҫлеме пуҫланӑранпа 45 ҫул ҫитрӗ // Г. АНДРЕЕВА. http://www.zp21rus.ru/kultura/2515-kultu ... -45-ul-itr


