Короткие
Вара вӑл Чернобыльтен тӗлӗнмелле (ах, нихӑҫан, ӗмӗрне те ӳкермӗччӗ вӑл ҫав тӗлӗнмелле картинӑсене. Трагеди пулнӑ вырӑна аса илмессерен куҫ хуралса килет. Телей, илем ҫеҫ ӳкерӗччӗ, анчах пурнӑҫра апла мар-ҫке-ха) картинӑсем илсе килнӗ тесе, ҫав картинӑсене Мускаври выставкӑра кӑтартаҫҫӗ тесе этем чыс-хисепне йӑлтах ҫухатмалла-и?
V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Илемлӗ литература произведенийӗсене (калав-повеҫе, сӑвӑ-поэмӑна, драмӑлла произведенисене т. ыт. те) халӗ эпир вырӑс чӗлхинчи пекех произведени тесе пӗтӗмлетсе калатпӑр (тӗслӗхрен, чӑваш литературин произведенийӗсем, Хусанкайпа Ухсай произведенийӗсем, эпикӑлла произведенисем, хальхи пурнӑҫа сӑнлакан произведенисем т. ыт. те).
1 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.
Ҫапах, ара, Калюкова кам ҫул кӑтартнине вӑл халлӗхе пӗлмест-ҫке-ха, шухӑшласа илчӗ каярах, вара, кайран куҫ курӗ унта тесе хӑйне хӑй лӑплантарса, тепӗртакран каллех хӑюлӑхне пухса ҫитерчӗ, мӗн пулать те мӗн килет тенешкел, Крапивинпа Никифоров пуху хыҫҫӑн ӑҫта кайнине курса юлнӑскер, хуняшшӗ килне, Ольга Матвеевна патне уттарчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вырӑс чӗлхинчи мӑшӑр определениллӗ хутлӑ терминсене чӑвашла куҫарнӑ чух, чӑнах та, -лӑ(-лӗ) аффикссемсӗр те калама пулать: коммунизмӑн пурлӑхпа техника никӗсӗ «материально-техническая база коммунизма», советпа парти шкулӗ «советско-партийная школа», обществӑпа политика терминологийӗ «общественно-политическая терминология».
Чӑваш чӗлхинчи термин тумалли мелсемпе хаҫатсенче мӗнле усӑ кураҫҫӗ // В. И. Сергеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 108–125 с.
ЧР информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗнчен Александр Ивановран, райадминистрацин вӗрентӳ управленийӗн пуҫлӑхӗнчен Борис Романовран, Кӳкеҫ ял тӑрӑх пуҫлӑхӗнчен Владимир Вершининран, надзор ӗҫ-хӗлӗн районти уйрӑмӗн дознавателӗнчен Геннадий Димитриевран йӗркеленнӗ ушкӑн Кӳкеҫри пӗрремӗш шкулта пулчӗ.
Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗнчен уяв концертне 5 пултарулӑх ушкӑнӗ – Ҫӳлтикассинчи Владимир Мартьянов ертсе пыракан «Паланпа» ачасен «Калинушка», Шупашкаркассинчи Леонид Захаров ертсе пыракан «Шурӑмпуҫ», Малти Ункӑпуҫӗнчи Геннадий Якимов ертсе пыракан «Ункӑ шевлисем», Шарпашри Татьяна Языкова ертсе пыракан «Мерчен» хутшӑнчӗҫ.
Хравути Пуххи ентешлӗхе пухрӗ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07
Вунсакӑр ҫул пурӑнать кунта вӑл, — ҫапла, пурӑнать темех юрать, прораб будки чухне те ҫакӑнтах выртса тӑратчӗ, — ҫав хушӑра никам та унпа ҫапла сиввӗн калаҫман, стройуправленин малтанхи пуҫлӑхӗсенчен пӗри Суровцев мӗн Тылыма кайичченех ӑна: «Йӑлӑхтармарӗ-и пӗчӗк ҫуртра, кансӗр-тӗк, кала — хваттер майласа парӑпӑр», — текелетчӗ.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Хӗремесленсех алли-урипе руль, ручка-педаль таврашне вӑлтӑр-валтӑр, шӑк-шак, кӑлт-калт ҫавӑркаласа, турткаласа-пускаласа ывӑнсан Пурис кабинӑран сиксе тухрӗ те пӗр супка лачакана лакса ларнӑ кустӑрмасене сӑнаса тӑчӗ, вара, шалти хуҫӑк-чӗрӗк кӑмӑлпа, тӗксӗммӗн ӳкернӗ куҫӗсене кӑн-кан ывӑткаласа, ӑшши-пӑшши вӑрманалла хыпаланчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Муркаш ялӗнче пурӑнакана паян ял тӑрӑх администрацийӗнчен ярса панӑ официаллӑ хуравпа паллаштарасшӑн: «Кӑҫалхи январӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса федерацин 2018 ҫулхи декабрӗн 27-мӗшӗнчи 498-ФЗ номерлӗ «Об ответственном обращении с животными и о внесении изменений в отдельные законодательные акты Российской Федерации» Саккунӗ вӑя кӗчӗ.
Йытӑсене тытассине йӗркеленӗ // В. ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/8986- ... e-j-rkelen
Марьепе Санюк чӳрече янаххи ҫине пӗр стакан шыв лартрӗҫ, унта чӗр ҫӑмарта хучӗҫ — ашшӗн чунӗ чӳхенсе тасалса тухса кайтӑр тесе, куҫкӗски тата картин таврашне шур пирпе витрӗҫ, тупӑк йӑтса тухнӑ чух тӗл пулнӑ ҫынна пама сӗвем ҫип те хатӗрлерӗҫ, пытарса килсен ҫынсене ҫитерме кутье пӑтти те, иҫӗм ҫырли кукли те пӗҫерсе хатӗрлерӗҫ.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Унпа тӗл пулни ним усӑ та памасть тесе, трест кантурӗнчех ҫӳрерӗ вӑл, Усанов патӗнче калаҫса ларчӗ, телефонпа юлташӗсемпе сывпуллашрӗ, кадрсен пайӗнче участок йышне ӳстерме май пуррипе ҫуккине ыйтса пӗлчӗ, арӑмӗ — Рена — патне шӑнкӑравласа паян киле иртерех ҫитме сӗнчӗ: ӑна ӑсатнӑ ятпа ҫывӑх ҫынсем пухӑнаҫҫӗ — хатӗрленмелле…
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Майӗпен, хӑйне хӑй пуҫтаркаласа, пуҫне чӗтрете-чӗтрете (ку ӗнтӗ мучин ача чухнехи ӑс-тӑн чирӗ хӑварнӑ «тӑмха») ҫенӗке тухрӗ, куркапа витререн тӗпӗнче кӑна юлнӑ, хӗвел ҫинче ларнипе лӗпленсе кайнӑ шыв ӑсса илсе, пӗр-ик сыпкӑм лӑнкӑрт-лӑнкӑрт турӗ, унтан ҫенӗке, картлашка умне тухса тӑчӗ, чӗкеҫ тӑмӗ тӗслӗ пиҫиххисӗр кӗпине йӳле ячӗ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Ашшӗн «манӑн килес, ҫӳреҫҫӗ-и?» тенине илтсен, пичӗ-куҫӗ кӑвар пек пӗҫерсе кайрӗ унӑн, темшӗн шыв куркине ярса тытнӑскерӗн, шӗлтӗр-р пӗтсе килчӗ вӑйӗ, унтан Мукуҫ мучин «хӑна килчӗ, сӗтел ҫине хатӗрле-ха, Нинук» тесе хушнине янтӑласан, сӗлкӗшне те, вӑйӗ пӗтсе килнине те манса, чупса-вӗтеленсе хутлама тапратрӗ сӗтелӗн-тӗпел кукрин.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кӑвайт ытла та майӗпен, тӗтӗмпе те пӑспа чыхлана-чыхлана, вӑчӑлтата-вӑчӑлтата, йӑскӑлтата-йӑскӑлтата вӑя кӗрсе пычӗ, самайран тин чӗрӗ, вӗтӗ кӑвар сиктере-сиктере, хӗм пекки те тӑккаласа, тӗтӗм палкамӗсене ункӑн-ункӑн та явӑнтарса, тӗркӗшсе, вӑркаса, йыт-кашкӑр чӗлхиленсе, хӗрӗнкӗ туй ачисемле сиккелесе-тӗпӗртетсе ҫунма пуҫларӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Хӑвӑр укҫӑра хӑрушлӑхсӑр шучӗ ҫине ан куҫарӑр, хӑвӑрӑн персональнӑй даннӑйсене, ҫавӑн пекех банкри реквизитсене палламан ҫынсене телефонпа ан пӗлтерӗр, пӗлмен ҫынсем сӗннипе хӑвӑр пӗлмен приложенисене телефон ҫине ан вырнаҫтарӑр, пӗлмен реквизитсем тӑрӑх укҫа-тенкӗ куҫарнӑ чухне сыхӑ пулӑр, тӗрӗсленӗ сайтсемпе ҫеҫ усӑ курӑр.
Пушкӑрт ҫыннисем талӑк хушшинче ултавҫӑсене 14 миллиона яхӑн тенкӗ панӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/pravo-tata-z ... an-3848633
Пулӗ, тем те кӗтме пулать унашкал ҫилхӑвантан…» — Мукуҫ мучи Нинӑпа Виталий «хӗве хупӑннӑ» вите алӑкӗ умӗнче, кӗрес-и — кӗрес мар-и тенӗн, вӑрахлӑха чарӑнсах тӑнласа тӑчӗ, анчах та темшӗн шала кӗме кӑмӑл тумарӗ — пӑртак ирхи савӑк канлӗхе тимлекелерӗ те, каллех паҫӑрхилле хӑйпе хӑй ятлаҫса-вӑрҫӑнса, ферма тавралла таплаттарчӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
кайӑк-кӗшӗк продукцине ваккӑн тавар сутакан стационар предприятийӗсенче тата апат-ҫимӗҫ пасарӗнче кӑна туянмалла (тавар упаковки ҫинче ӑна туса кӑларакан предприяти тата продукт ячӗсем, продукцие хӑҫан кӑларнине кӑтартакан дата, ӑна упрамалли срок тата условисем паллӑ пулмалла, паллах, нормативпа техника докуменчӗ те кирлӗ);
Кайӑк-кӗшӗк грипӗ — хӑрушӑ // Д.БАЙМУШКИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%ba%d0%b ... 83%d1%88a/
«Районсенче лару-тӑру тӗрлӗ. Чылай ҫӗрте ҫынсем тупӑш чакнине, хаксем ӳснине палӑртаҫҫӗ. Хӑшпӗр район пуҫлӑхӗсем халӑх тупӑшӗ пӗчӗкленнине йышӑнасшӑн мар. Ҫынсене тӗрӗссине каламалла, бюджет сферинчи ӗҫ укҫи экономикӑри лару-тӑрупа ҫыхӑннине ӑнлантармалла. Экономика ҫӗкленӗ те - ӗҫ укҫи те пысӑкланӗ», - тенӗ Михаил Васильевич.
Кун йĕркинче - çывхаракан çураки // Е.ЯКОВЛЕВ . «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
«Ҫӗршыври экономикӑн ҫӑмӑл мар лару-тӑрӑвӗнче те регион ҫурт-йӗр строительстви енӗпе аван ӗҫлесе пырать. Паян регион хӑйӗн строительство комплексне тивӗҫтерсе тата патшалӑх программисене пурнӑҫласа халӑх умӗнчи яваплӑха тӳрре кӑларать, халӑха ӗҫпе тивӗҫтерессине кирлӗ шайра тытса тӑма май парать», – тенӗ федераци министрӗ.
Район 3,1 хут ытларах ҫурт-йӗр хута ярать // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
Н. Симунов хӑйӗн маларах асӑннӑ рецензийӗнче Н. Чуковский Н. Заболоцкий ӗҫне — «Тигр тирӗ тӑхӑннӑскер» поэмӑн вырӑсла куҫарӑвне епле каласа хакланине илсе кӑтартать: «…труд Заболоцкого перечеркнул все сделанные раньше, и теперь, в следующий раз, Руставели будут переводить не скоро, — разве тогда, когда русский язык изменится».
«Игорь вӑрҫӑпа кайни ҫинчен хунӑ сӑмахӑн» чӑвашла куҫарӑвӗсем // Г. Ф. Юмарт. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 88–101 с.


