Короткие
«Эпӗ хама васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн службинче кӑна куртӑм. Анчах та спецтранспорт рулӗ умне тӳрех ларма май килмерӗ - тӑван районта вакансисем пулмарӗҫ. Атте тивӗҫлӗ канӑва тухсан тин унӑн вырӑнне вырнаҫма пултартӑм. Ҫапла, ӗҫлеме пуҫланӑранпа халӗ 30 ҫул та иртрӗ. Хамӑн ӗҫе чунтан парӑнтӑм», - тет 55 ҫулхи Сергей Сезяйкин.
Юратнӑ ӗҫ ӑруран-ӑрӑва куҫать // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/15891 ... r-va-kucat
Мероприятие Патӑрьел муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов, Чӑваш Республикин ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Эмир Бедертдинов, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Степанов, муниципалитет округӗн администрацийӗн структура подразделенийӗсен ертӳҫисем, территори пайӗсен пуҫлӑхӗсем хутшӑнчӗҫ.
Тӗп ыйтусенчен пӗри - коммуналлӑ хытӑ каяша вӑхӑтра турттарасси // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51518-t-p- ... urttarassi
Анатоли сасартӑках хӗр ӑна следствире те, судра та хӑй ятне асӑнма хушманнине, каҫса кайса юратнӑ пирки, ҫиллентересрен хӑранипе, вӑл, ун сӑмахне итлесе, ӑна — вӑл пулӑшма пултаратчӗ пулин те — свидетеле тӑратма хӑяйманнине тата Люба юлашки сакӑр уйӑх хушшинче пӗр ҫыру та яманнине аса илчӗ те ун пӗтӗм кӑмӑлӗ пӑсӑлса кайрӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Владимир Садай. В. Л. Садай. Ҫӗр ҫалкуҫ: повеҫсемпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 184 с. — 3–101 с.
Стройкӑна куҫсан, Ярусов хӑйне пӗр-пӗр пухура ҫунтарасса е ун ҫинчен обкома шалӑп ҫырасса кӗтнӗччӗ; Ярусов нихӑш пухура та шарламанни, ниҫта ним шалӑпӗ яманни вара ӑна пӑртак хӑратрӗ те, мӗншӗн тесен малтанхи парторг тата урӑхларах — вӑл пӗлмен е асӑрхаман енсемпе ума тухса тӑчӗ: ӑна тавӑрма тата хӑрушӑрах май шырамасть-и?
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Микрофон умӗнче пит-куҫӗнче «ӑвӑс ҫӑвӗ шӑрата-шӑрата», пиҫнӗ-пиҫмен кулӑ «ташлаттара-ташлаттара», ылтӑн шӑлӗсемпе кӑҫалхи юлашки аслати ҫиҫӗмӗ ҫиҫтере-ҫиҫтере, аллисене такама чышкӑласа тӑна кӗртнӗ пек чурӑссӑн, вӑнк-вӑнк ывӑта-ывӑта хӗрсех ҫатӑлтатакана, тӑмплаттаракана тимлесерех пӑхрӑм та — ак тамаша, Алендеев иккен.
Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.
«Предприятисене модернизациленӗ хыҫҫӑн талӑкра 6 пин тонна тымарҫимӗҫ тирпейлеме пултараҫҫӗ, ҫакӑ кӑҫалхи сезонра питӗ вырӑнлӑ пулчӗ, - палӑртнӑ аграри ведомствин пресс-службинче. — Регион аграрийӗсем сахӑр кӑшманӗн пуян тухӑҫне, 2,6 млн ытла тонна ӳстернӗ. Техника культурин тухӑҫлӑхӗ гектартан 460 центнертан та нумайрах».
Пушкӑртра 100 пин тонна сахӑр кӑларнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... rn-4020250
«Ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче 16 пин ытла ҫул ҫитмен ҫамрӑка ӗҫпе тивӗҫтермелле, ҫак тӗллевпе республика бюджетӗнче 7 млн тенке яхӑн, муниципалитетсенче 3 млн 343 пин тенкӗ пӑхса хунӑ. Ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелессипе организацисемпе предприятисемпе ӗҫпе тивӗҫтерекен центрпа шкулсем урлӑ 349 килӗшӳ тунӑ», – пӗлтерчӗ Альбина Егоровна.
Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26
Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура: «…кӑҫалтан тытӑнса эпир ҫулсерен ялти пиллӗкрен кая мар ҫӗнӗ культура ҫурчӗ тумалли 5 ҫуллӑх строительстви хута кайни тата 10-ран кая мар клуба тӗпрен юсасси, модуль мелӗпе тӑвакан клуб йышши культура учрежденийӗсем тӑвасси ҫинчен пӗлтеретпӗр», - тенӗччӗ.
Ырӑ улшӑнусем куҫ умӗнче // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44129-yr-ul ... uc-um-nche
Демскинчи вӑтам шкулӑн 1-11-мӗш классенче вӗренекенсем хушшинче Ҫул ҫитмен ачасен пӗрлехи хӑрушсӑрлӑхӗпе класс сехечӗсем иртнӗ: «Манӑн шкула каймалли хӑрушсӑр ҫул», «Ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑх», «Ҫул-йӗр юхӑмне пӗлекенсем», вӗсене вӗренекен ачасен ҫул-йӗр правилисене тарӑнлатма, тимлӗхе, тавҫӑрулӑха аталантарма тӗллев лартнӑ.
Ҫул ҫитмен ачасен пӗрлехи хӑрушсӑрлӑхӗпе шкулта класс сехечӗсем иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... tn-4004663
Мосальский сӳннӗ пирус тӗпне чӳречерен пӑрахрӗ те тепӗр вунпилӗк ҫултан яштака та илемлӗ, ӑслӑ, мӗн-пур ҫӗршывӗпе, апла пулсан, ҫӗршывӗпе кӑна мар, тӗнчипе паллӑ ҫамрӑк пианист умӗнче каламалли калава асӗнче малалла тӑсрӗ, ҫирӗмри Евгений вара хӑйӗн вӑхӑтсӑр шуралнӑ хӗрӗх пӗррери ашшӗ ҫине куҫне хупмасӑр чӑрр! пӑхса ларчӗ.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Хавхалантар глаголпа ҫыхӑнакан сӑмах (илсе кӑтартнӑ тӗслӗхре пурлӑх япала ячӗ) мӗнпе тесе ҫеҫ ыйтӑнма пултарать вӗт-ха: ырӑ тӗслӗхпе хавхалантар, сӑмахпа хавхалантар, анчах никам та пирӗнтен тӗслӗх енчен хавхалантар, сӑмах енчен хавхалантар тесе калас ҫук, апла пулсан пурлӑх енчен мар, пурлӑхпа хавхалантарни темелле пулӗ.
2 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.
Вӗренӳ процесне хутшӑнакансене пурне те ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа шкул директорӗ Е.В. Урьялова, Пишпӳлек районӗн пуҫлӑхӗн экономикӑпа финанс енӗпе ӗҫлекен заместителӗ В.П. Меркулов, Михайловка ял совечӗн пуҫлӑхӗ С.А. Никитин саламланӑ, вӗренӳре ҫитӗнӳсем, пултарулӑх шухӑшӗсем, ҫирӗп сывлӑх тата пысӑк ҫитӗнӳсем суннӑ.
Михайловкӑри вӑтам шкулта Пӗлӳ кунне халалланӑ чаплӑ линейка иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... tn-3909378
Даллес ҫапла каланӑ: «Пӗрлешӳллӗ Штатсем Кӑнтӑр-Хӗвелтухӑҫ Азие пӗрлехи ӗҫсем пулӑшнипе ҫӑлса хӑварма шут тытни, ҫакӑнпа пӗр вӑхӑтрах Кӑнтӑр-Китай тинӗсне «Боксер» тата «Филиппин си» авианосецсене яни, вӗсен самолечӗсем ҫинче атомлӑ хӗҫпӑшал пулни французсен Женевӑри пӗрремӗш канашлури позицийӗсене ҫирӗплетрӗҫ», тенӗ.
Даллес „Лайф“ журнал корреспонденчӗпе калаҫни // Коммунизм ялавӗ. Коммунизм ялавӗ. - 1956. - 14 январь (№ 10). - С. 4.
Хӗрӗ ют ҫын ачине усрава илсе институт пӗтермесӗрех яла таврӑнни Салампи амӑшне, ахаль те чирлӗскере, пушшех йывӑр хуйха ӳкерет, ҫавна автор иккӗмӗш кӑларӑмра вӑйлӑрах та курӑмлӑрах кӑтартса парас тесе, тӗрлӗ мелсене «ӗҫе кӳлет», пӗрремӗш кӑларӑмра вӑйсӑртарах каланӑ вырӑнсене вулакан чунне витермеллех юсаса улӑштарать.
Александр Артемьевӑн чӗлхипе стилӗ ҫинчен // А. Е. Горшков. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 63–87 с.
Сехре Иванӗпе Ваҫук, пӗр-пӗрин вӑйне тӗрӗсленӗ пек, малтанхи кӗреше пӗр канмасӑр татрӗҫ, ку иккӗшне те йывӑр пулчӗ курӑнать, йывӑҫ йӑванас патне ҫитсен, пӑчкӑ тӑкӑссӑн ҫӳреме пуҫларӗ, ҫапах та татакансем ӑна чармарӗҫ, касса янӑ кӗреш, турачӗсемпе ытти йывӑҫсене, ҫапӑнса, юр ҫине кӗрслетсе анчӗ, хӗрарӑмсем ӑна ваклама чупрӗҫ.
ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Анчах 60-мӗш параграфра кӑтартнӑ правило тӑрӑх, F₂ пе F₂ вӑйсем тивнисем, вӗсем пӗртан вӑйсем, хире-хирӗҫле еннелле, тивекен вӑйсем тата пӗр точкӑна лекнӗ вӑйсем пулнипе, пӗр-пӗрне пӗтерсе лартаҫҫӗ, вара мӗнпур ҫав вӑйсем тивни пӗр вӑй, F₁ — F₂ вӑй, тивни пулса тӑрать: ҫав вӑй панӑ вӑйсен равнодействующийӗ пулса тӑрать те вара.
1. Пӗр-пӗринпе шайлашса тӑракан вӑйсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
«Самое дорогое у человека — это жизнь, она даӑтся ему один раз, и прожить еӑ надо так, чтобы не было мучительно больно за бесцельно прожитые годы, чтобы не жӑг позор за подленькое и мелочное прошлое и чтобы, умирая, смог сказать: вся жизнь и все силы были отданы самому прекрасному в мире — борьбе за освобождение человечества».
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Хӑйӗн куккӑшӗ тӗрмене мӗншӗн лекнине Таранов пӗлет: пӗр улах хваттерте юлташӗсемпе пӗрле эрех ӗҫсе ларнӑ чух Сехмет Сантӑркки сӑнӳкерчӗк ҫинчи Сталинӑн икӗ куҫне те ҫӗҫӗпе чиксе шӑтарнӑ: «Эс халӑха вырӑс патшисенчен те ытларах инкек кӑтартатӑн, тӗнче ҫине пӑхма вӑтанмалла сан — ҫакӑнта та пулин куҫсӑр юл!» — кӑшкӑрнӑ хӑй.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
«Аваллӑхӑн палӑкӗсем, уникаллӑ ҫут ҫанталӑк вырӑнӗсем, тӗрлӗ хӗҫ-пӑшаллӑ конфликтсене пула ҫеҫ арканмаҫҫӗ. Тӗнче экономикин аталану хӑвӑртлӑхӗ, хуласем ӳсни, ҫут ҫанталӑк ресурсӗсене нумай илни, тавралӑха варалани тата ытти тӗрлӗ сӑлтавсем те историлле пуянлӑха упрама пулӑшмаҫҫӗ», – пӑшӑрханса каларӗ республика ертӳҫи.
Тӗнчи аталантӑр, эткерӗ — юлтӑр // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22
«Церемоние хутшӑнакансене хӑйсен Салтак-Ҫӗнтерӳҫӗ тата Георги ленти ҫакнӑ бейдж фотографине тӑхӑнтартма, ӑна хисеплесе тата асра тытса, таврари гражданла позицине тата Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫине мӗнле пӑхнине кӑтартса пама сӗнеҫҫӗ», - каласа панӑ «Республики Башкортостан» хаҫата «Вилӗмсӗр Раҫҫей полкӗ» юхӑмӑн регионти штабӗнче.
Пушкӑртстан Республикинче фашизмпа кӗрешсе вилнисене асӑнса пӗр минут чӗнмесӗр тӑнипе чыслаҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... la-3755168


