Поиск
Шырав ĕçĕ:
Акӑ, ҫав ӳпре чарӑнчӗ, карӑнать, пӗчӗк ҫунаттисене кӑларса саркаларӗ, ачаш та уяр куна хирӗҫ таҫталла вӗҫсе кайма хатӗрленет.
Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Мӗне кирлӗ ӗнтӗ халь кайӑксем ҫав тери хавасланса юрлани те; хӗвел ҫути, ҫӑра ҫулҫӑсем витӗр ӑшӑ ҫӗр ҫине ӳксе, унта хӑйӗн савӑнӑҫлӑ шевлипе выляни те; чечек ҫунатти ҫинчи ӳпре пӗр хуйхӑ-суйхӑсӑр чупкалани те?
Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Чепкуҫ курӑкӗн тутӑх пек сарӑ тӗслӗ курӑнакан сӗтеклӗ тӗмескеллӗ-тӗмескеллӗ шурлӑхлӑ уй-хир ҫийӗнче пӗлӗт пек ӳпре вӗҫсе ҫӳрет.Над ржавым, болотистым полем с желтеющими сочными кустиками куриной слепоты тучами реяла мошкара.
7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Эпир яланах — кӑнтӑрла та, ҫӗрле те — кӗпе тӑхӑнмастӑмӑр (ӳпре пит аптратман чухне, паллах); Бак тӑванӗсем панӑ ҫӗнӗ ҫи-пуҫ мана меллех мар, вӑл ытлашши капӑр, эпӗ капӑр тумланма юратмастӑп.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ӳпре тӗтӗме юратмасть; вӑл, пӗр тӗлте тӑма пӗлменскер, пысӑк ушкӑн пулса, унталла та кунталла вӗҫсе ҫӳрет.Не любит дыма мошкара, носится она быстрым роем, стремительная, непоседливая.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ӳпре ҫыртнипелех йӗрекенсем, Шур кулачпа канфет ӗмекенсем!
Чун ыратӑвӗ // Серте Мишши. https://chuvash.org/lib/haylav/7402.html
Ман куҫ умне вӑл ҫапларах курӑнать: чӳречерен ирхи хӗвел кӗрет пек, сар урайӗнче Мерекке саркаланса выртать, ҫутӑ юпинче, ӳпре сӑрса илнӗ евӗр, ҫӗр, пин ылтӑн тусан пӗрчи йӑлкӑшса хӗвӗшет…
Сӑвап // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 105–116 с.
Сӑрт айӗнче шыв шӑнкӑртатса юхни илтӗнет, нӳхрепре вӗҫсе кӗнӗ ӳпре нӑйӑлтатса ҫӳрет.Было слышно, как журчит ручей под холмом и пищит одинокий комар, залетевший в погреб.
Шурӑ йӗкехӳре // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34–46 с.
— Каштанка, эсӗ ӳпре кӑна, урӑх нимӗн те мар.
I. Хӑйне хӑй япӑх тыткаланӑ // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Ҫав лӑпӑр-лапӑр платниксем, тимӗрҫӗсем, тӗрлӗрен вӑрӑ-хурах таврашӗсем, — ҫаран ҫине ӳпре сырӑннӑ пек, Вешкине сырса тулнӑ!Все эти плотничишки, ковали, хапуги разные, — ить их в Вёшках, как мошкары в лугу!
XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Верховнӑй Главнокомандованишӗн ҫак «Викинг» ятлӑ дивизи те, вӑл пухӑнса тӑнӑ вӑрманлӑ пысӑк район та пӗтӗмпех ӳпре пек пӗчӗк япала ҫеҫ пулнӑ, анчах вӑл ҫакӑн хыҫӗнче темӗнле пысӑк япала пытанса тӑнине ҫийӗнчех сиссе илнӗ: ку вӑл нимӗҫсем, хирӗҫ килсе ҫапса, пирӗн ҫарсем Польша ҫӗрӗ ҫине татса кӗрессине сирсе яма шутланине пӗлтернӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Чеченецсен пули айӗнче кичем пулмӗ, тенӗччӗ эпӗ — кӑлӑхах иккен; пӗр уйӑх иртсен эпӗ пульӑ шӑхӑрнине те, вилӗм ҫывӑхрах ҫӳренине те ҫав тери хӑнӑхса ҫитрӗм, пыра киле мана ӳпре сӑхни те ытларах пӑтӑрмах кӑтартнӑ пек туйӑнатчӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
31. Вӑл каланӑ та — тӗрлӗ хурт-кӑпшанкӑ ҫитсе тулнӑ, вӗсен пӗтӗм ҫӗрне ӳпре сӑрса илнӗ.31. Он сказал, и пришли разные насекомые, скнипы во все пределы их.
Пс 104 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫапла вара ҫынсем ҫинче, выльӑх-чӗрлӗх ҫинче ӳпре пулнӑ.
Тух 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ӑрӑмҫӑсем те ӑрӑмласа ӳпре кӑларма тӑрӑшнӑ, анчах пултарайман.18. Старались также и волхвы чарами своими произвести мошек, но не могли.
Тух 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗтӗм Египет ҫӗрӗнчи тусан ӳпре пулса тӑнӑ.Вся персть земная сделалась мошками по всей земле Египетской.
Тух 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӗсем ҫапла тунӑ та: Аарон хӑйӗн туйине тытнӑ аллине тӑсса ҫӗр тусанне ҫапнӑ та — ҫынсене, выльӑх-чӗрлӗхе ӳпре пусса илнӗ.
Тух 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2