Поиск
Шырав ĕçĕ:
18. Мана Ҫӳлхуҫаран тата сӑмах пулчӗ: 19. этем ывӑлӗ, эсӗ Вавилон патшин хӗҫӗ каяс икӗ ҫула ӳкерсе кӑтарт — икӗ ҫулӗ те пӗр ҫӗртен тухмалла; хуласене каякан ҫулсем ӑҫтан пуҫланнине ӳкер, ҫавӑнта паллӑ ларт.
Иез 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эй Ҫӳлхуҫа, ҫӗклен, вӗсем мана ӳкериччен вӗсене хӑйсене ӳкер.
Пс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ун чӑсӑмлӑ кӗввийӗ шухӑшлама кансӗрлемест, горностай ҫӑмӗнчен туна ҫӳхе кисточкӑпа икона ӳкер чӗкӗ тӑрӑх сӗркелесе, «сӑн умӗнхи» хутламӗсене сӑрлама, святойсен шӑмӑллӑ сӑнӗ-пичӗсем ҫине асап курнине палӑртакан вӗт пӗркелекчӗксене ӳкерме кансӗрлемест.
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ытах та вӑл хӑвӑн кӗнекӳ пулсан, вара тархасшӑн, ӳкер, ҫапах хӑвӑн кӗнекӳ ҫине те нимӗн те ӳкермелле мар, мӗншӗн тесен сан хыҫҫӑн вӑл шӑллуна е йӑмӑкна ҫакланать, е юлташна вулама паратӑн.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
— Пит пӑшӑрханса ан ӳкер эсир, — канаш пачӗ пӗррехинче мана унтер йышӗнчен тухнӑ кантурҫӑ, — хӑйсемех чӗрӗлеҫҫӗ.— Да вы не беспокойтесь, — посоветовал мне однажды конторщик из унтеров, — сами вылечатся.
I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Санӑн, Симочка, пысӑк шанс, асту, ҫӑварӑнтан кӑларса ан ӳкер.
13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫапах хуйха ӳкер мар, тупӑпӑр, Наполеон кӑна тупӑнӗ, тӗнче хӗсӗр мар.
5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Манӑн кӗтӳҫӗм ҫине, Манӑн ҫывӑх ҫыннӑм ҫине ҫӗклен, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа: кӗтӳҫне ҫапса ӳкер те — сурӑхӗсем сапаланса кайӗҫ!
Зах 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эсӗ, этем ывӑлӗ, кирпӗч ил те ӑна хӑвӑн умна хур, ун ҫине Иерусалим хулине ӳкер; 2. ӑна хупӑрласа ил, ӑна хирӗҫ тӗрексем ларт, ун тавра тӑпра хӳме купаласа ҫавӑр, ӑна хирӗҫ тапӑр вырӑнаҫтар, йӗри-тавра ӑна хирӗҫ хӳме ишмелли сӑпрай лартса тух; 3. ху валли тимӗр хӑма ил те ҫавна хӑвӑнпа хула хушшине тимӗр хӳме вырӑнне тӑрат, хула ҫине пӑх, ӑна хупӑрласа илмелле, хупӑрласа ил ӑна.
Иез 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗлӗтне тайӑлтар та — аяла ан; тусене сӗртӗн те — вӗсенчен тӗтӗм мӑкӑрланса тухӗ; 6. ҫиҫӗмне ҫиҫтер те — салатса яр вӗсене; уххусемпе пер те — ҫыхлантарса ӳкер вӗсене; 7. ҫӳлтен аллуна тӑс та — хӑтар мана, пысӑк шывсенчен, ют ӑру ывӑлӗсен аллинчен ҫӑл мана: 8. вӗсенӗн чӗлхи-ҫӑварӗ пушӑ сӑмах калаҫать, вӗсенӗн сылтӑм алли — ултав алли.
Пс 143 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эй пирӗн хута кӗрекен Ҫӳлхуҫа, ан вӗлер вӗсене — халӑхӑм манса ан кайтӑр; Хӑвӑн хӑватупа салатса яр вӗсене, ӳкер вӗсене.
Пс 58 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Апла аслӑлӑхпа аслӑлан, чаплӑлӑхпа чаплӑлан, илемлӗхпе илемлӗлен, ҫутӑпа ҫутал; 6. ҫиллӳн хаярлӑхне кӑлар, мӗнпур мӑнаҫли ҫине пӑхса ил те — йӑвашлат ӑна; 7. мӑнкӑмӑллисем ҫине пӑхса ил те — пурне те кӗҫӗне хӑвар, усал ҫынсене хӑйсенӗн вырӑнӗнчен ӳкер; 8. пурне те вӗсене ҫӗр айне чавса чик, питне-куҫне сӗмлӗхпе хупла.
Иов 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Кӗлӗ чатӑрне вунӑ вителӗкрен ту, вӗсене пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран тата сенкер, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран ту; ӑстайлӑ ӗҫлесе вӗсем ҫине херувимсен сӑнне ӳкер; 2. кашни вителӗк тӑршшӗ ҫирӗм сакӑр чике, кашни вителӗк сарлакӑшӗ тӑватӑ чике — пур вителӗкӗ те пӗр виҫеллӗ.
Тух 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Халӗ каласа кӑтартма тӗв тытнӑ пӑтӑрмаха тӗпе хурса хӑть кино ӳкер — сюжечӗ сериалтинчен пӗртте кая мар.
Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
«Ҫӑмарта кашӑкра», «Мӑнкун мулкачӗ», «Хаваслӑ покатушкӑсем - ҫӑмарта ярӑнни», «Ҫӑмартана вӗрсе ӳкер» мӑнкун вӑййисене вылянӑ.
Ҫирӗклӗри ял клубӗнче "Мӑнкун савӑнӑҫӗ" ӑс-хакӑлпа вӑйӑ программи иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... tn-3755520
— Ӳкер те, Некрасов пултарулӑхӗ пирки каласа панине итлеме ан ӳркен…
6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Ӳкер.
4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Урӑххине ӳкер.
II // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.
— Ӳкер-ӳкер, лайӑхрах ӳкер! — кӑшкӑрчӗ Анюк фотографа.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Ахах тени — сарӑ хӗр, Хаяр куҫа ан ӳкер: Ӑшӗ унӑн лӑпкӑ мар, Ҫырла пухас шухӑш мар.
X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.